Поиск
Шырав ĕçĕ:
34. Этем Ывӑлӗ килчӗ, ӗҫет те, ҫиет те; «Ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тетӗр.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ӳпкелешсе Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр? тенӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Уяв кунӗсем иртсен вӗсем киле кайма ҫула тухнӑ, Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнӑ; Иосифпа Унӑн Амӑшӗ ҫакна асӑрхаман: 44. вӗсем Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апатланнине курсассӑн, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: епле-ха Вӑл куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Этем Ывӑлӗ килчӗ — ӗҫет те, ҫиет те; «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» теҫҫӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавна курсассӑн фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн сирӗн Вӗрентекенӗр куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ тӑтӑшах хӑвна йӗркесӗр ҫынсемпе танлаштаратӑн; нихӑҫан та ун пек ан пултӑр.хотя Я часто приближался к тебе самому, а к неправедным никогда.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та эсӗ хӑвна Турра уяма пӗлмен ҫынсемпе ан хутӑштар, хӑвна асап курас ҫынсен шутне те ан кӗрт, 77. мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлти Турӑ патӗнче упранакан ӗҫсен мулӗ пур; анчах та ӑна сана юлашки вӑхӑт ҫитиччен кӑтартмӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ ҫапла хуравларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! кам пӗлме пултарӗ ҫакна? ҫынсемпе пӗрле пурӑнманскерӗ пулсан ҫеҫ.38. Владыко Господи! отвечал я, кто может знать это, разве только тот, кто не живет с человеками?
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Египета таврӑнсассӑн, усаллӑхӗн ӗҫне татах нумайлатса, маларах асӑннӑ ҫынсемпе, хӑйпе пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗне хутшӑнакансемпе, тата тӗрӗслӗхе пуҫӗпех маннӑ тусӗсемпе пӗрле пӗр вӗҫӗм ӗҫкӗре чарусӑр асни-иртӗнни анчах мар, виҫесӗр чӑрсӑрланса ҫитсе, вӑл унта иудейсене ылханса пӗтернӗ; патшине кура тусӗсем те чылайӑшӗ унӑн еккине килтерсе пынӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем алла кӑрал тытма, ашшӗсен саккунӗшӗн паттӑрла вилме чӗннӗ, ҫапла Турӑ Ҫуртӗнчи ҫынсене хытӑ пӑлхатса янӑ; 20. аслӑ ҫынсемпе священниксем аран тытса чарсассӑн, вӗсем те кӗлтӑвакансем ҫумне хутшӑннӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ ҫынсемпе ҫеҫ юлсан, вӗсемпе канаш тытнӑ, вара патша ҫарӗ Иудейӑна ҫитсе хулана ярса иличчен маларах хирӗҫ тухма, ӗҫе Турӑ пулӑшнипе татса пама шутласа хунӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл патша ҫине пӑхса каланӑ: «ҫынсемпе хуҫаланма влаҫ пур тесе эсӗ, ҫӗрсе пӗтмеллискер, ху мӗн тӑвас тенине тӑватӑн; анчах пирӗн йӑха Турӑ пӑрахнӑ тесе ан шухӑшла. 17. Кӗтсех тӑр, эсӗ те Унӑн аслӑ вӑйне курӑн: Вӑл сана хӑвна та, санӑн вӑрлӑхна та хаса парӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иуда Маккавей вара, хӑйӗн ӑрӑвӗнчи вуннӑран пӗри, тасамарлӑхпа ҫыхланса ҫылӑха кӗрес мар тесе, пушхире тухса кайнӑ, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле ту хушшинче тискер кайӑкла курӑкпа тӑранса пурӑннӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Димитрий патшара ларнӑ чухне, ҫӗр утмӑл тӑххӑрмӗш ҫулта, Иасон хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле сӑваплӑ ҫӗрпе патшалӑхран хӑпсассӑн, хамӑр хурлӑх та асап тӳснӗ ҫулсенче эпир, иудейсем, сирӗн патӑра ҫыру ҫырса янӑччӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Кун ҫинчен Ионафанпа унӑн Симон пиччӗшӗ пӗлнӗ, вара хӑйсем майлӑ ҫынсемпе Фекое пушхирне тарса кайнӑ та Асфар кӳлли хӗррине тапӑрӑн вырӑнаҫнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вӑл Вефсурӑри ҫынсемпе килӗшӳ тунӑ, лешӗсем хуларан хӑйсемех тухнӑ пулнӑ, хупӑрласа илнӗ хулара тытӑнса тӑма вӗсенӗн апат-ҫимӗҫӗ те пулман, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче шӑмат ҫулталӑкӗ тӑнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Иудӑпа Ионафан — Галаадра, вӗсен Симон пиччӗшӗ Галилейӑра Птолемаида патӗнче пулнӑ чухне 56. ҫарпуҫсем Захария ывӑлӗ Иосиф тата Азария вӗсенӗн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ ҫинчен илтнӗ те 57. каланӑ: эпир те хамӑр ята чапа кӑларар; хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсемпе ҫапӑҫма каяр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене вӑл акӑ ҫапла хушнӑ: халӑха лайӑх пӑхса тӑрӑр, эпир таврӑниччен суя тӗнлӗ ҫынсемпе вӑрҫӑ ан кӑларӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.