Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах куҫа хупсанах пӗлӗт илемӗ ҫухалать, иртнӗ каҫри туйӑм аса килет, хумхантарать ӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ӑҫта ҫухалать сирӗн илем?
Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Канӑҫ та, ыйхӑ та сан пирки ҫухалать ҫыннӑн, сывлӑхӑма та эсех ҫиетӗн, — хуйхӑрса пырать ҫӑмарта хуҫи.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл ҫаврӑнать, кӗттессенче мӗлтлетет, ҫухалать те каллех тухса тӑрать, тата — вӑл тӗшмӗртеймест: акӑ хуралҫӑ ташӑҫа асӑрхарӗ те ӑна хӑлхинчен ярса тытрӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Моргиана «Ешӗл флейта» йӗри-тавра хыпашласа тенӗ пек утса ҫаврӑнчӗ, йытӑ вара унӑн ури тӗлӗнчех сиккелесе ҫӳрет, тепӗр чух тӗттӗмелле кӗре-кӗре ҫухалать; унтан таврӑнать те кӗтет, анчах пачах вӗрмест.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтпа симӗс ҫул ҫинчен хӑрав сике-сике тухать те ӑна чӗркенӗ аллинчен шарфпа тунсӑхлӑн яра-яра тытать, унтан каллех — ҫул хӗрринчи оливӑн хунар ҫутинче ывӑтӑнакан мӗлки евӗр — сӑртсен хыҫнелле вӗҫе-вӗҫе ҫухалать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӗтӗмпех ишсе кайрӗ, унӑн куҫӗсенче темӗн силленет, вӑл таҫталла кая-кая ҫухалать; кравать хӗррине ларчӗ те куҫӗсене аллипе хупларӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чул аялалла пӗкӗ пек вӗҫет те ҫухалать; кӑштахран вӑл вак чул куписем ҫийӗн пӑрҫалла сиккелени кӑна курӑнать.Камень шел вниз дугой, исчезал; видны были затем только его скачки по стукающим, как горох, кучам.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак наркӑмӑш витӗмӗн тӗс пулман та, ҫук та — сцена ҫине вӑл пӗрре ҫеҫ тухать, хӑйӗн пирки наркӑмӑш пек мар, пӑхӑнтару пек аса илтерет те — унтан ҫухалать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пенӗ ҫын ҫухалать; ҫавӑнпа та ҫав сехетрен тытӑнса хӑюллӑ темиҫе ҫын, эпӗ вӗсемпе ларакан сӗтел хушшине вырнаҫса, хурал йӗркелеҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫапла вара — хӗр кӑтартнипе пурте ҫӑлӑнаҫҫӗ: юшкӑна тухса ӳкеҫҫӗ, хӗр, паллах, ҫухалать — капитан хӑйне итленине ӗненсен тӳрех.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хум чупса иртет, ҫухалать те ҫакнашкал урӑх хум курӑнмасть.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кухня патӗнче Дэзи пӗрре курӑнать, тепре ҫухалать, вӑл япала ҫӑвать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ӑҫта кайса ҫухалать иккен ҫав пурлӑх?
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Унтан вӑл хӑех сӑнарланӑ сӑмаха — «ҫук!» — илтрӗ, анчах халӗ хӑйне кӳрентернӗ ҫын пек мар, тавӑруҫӑлла туять; вара тӗплӗн, ӗҫлӗн шухӑшласа хатӗрленӗ усаллӑх сценисене сивлек ҫӑткӑнлӑхпа сапаласа тухрӗ; акӑ — ҫука юлнин ҫаврӑмӗсем, вӗсен пӗтӗрӗнекен авӑрӗнче алӑкран шакканӑ этемӗн ытлӑх-ҫитлӗхӗ путса ҫухалать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унӑн йӗрӗ, йывӑҫсен тӗл-тӗл ушкӑнӗсен лапсӑркка тӑррисемпе касӑлнӑскер, хысаклӑ-хысаклӑ хуп-хура ханкӑрсенче ҫухалать, — шӑвакан ӳсен-тӑран унти хушӑксемпе сакӑлтасене шывалла ӳкекен йӑрӑм-йӑрӑм ешӗл кавирсемпе тӗртсе-чӗнтӗрлесе хупланӑ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тимлӗ тарӑн шӑплӑхра вӑрӑммӑн авӑсса шампӑлтатни килет кунталла, — ҫывӑхарах та ҫывӑхарах, тинӗсӗн пархӑт тӗпсӗрлӗхнелле сасӑ пӗр шайлӑн вӗҫе-вӗҫе ҫухалать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Умра вӗҫекен тӗрлӗ тӗслӗ такам- темскер курӑна-курӑна ҫухалать, туратсене силлеҫҫӗ, вӗсем вара тухатури чечексем ҫине шӗвӗ бриллиант пӗрчисене сапаҫҫӗ.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Каннӑ куҫӗсемпе тӗттӗмелле шӑтарса кӗнӗ май Гент аяларах та аяларах кураять, кӗҫех ҫурма ҫавра йӗр ҫинче чарӑнчӗ; ҫак ҫурма ҫавралӑх циркульпе ҫавӑрса ҫырнӑн тӗрӗс; вӗҫӗ ҫӳлелле тӑсӑлать, анчах тӑсӑмӗ пачах курӑнми хуп-хура сӗмлӗхре ҫухалать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Молли тарса ҫухалать!
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.