Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк лаши ҫухалать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ку тапхӑрта коллектив пӗр тӗвӗре ӗҫлемест, ӑнлану ҫухалать.В такой период коллектив не будет работать слаженно, и понимание будет потеряно.
2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Вилсен, пӗтӗмпех ҫухалать, пӗтӗмпех хупланать.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑхӑтне вӗҫертсен, телей те ҫухалать.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӗткен типсен, пурнӑҫ та хӑрать, илем те ҫухалать.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тепӗр хӑрушлӑх – водителӗн япӑххинчен сыхланас инстинкт та пачах ҫухалать.
Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar
Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫуркуннехи кӑвакал кӗрхи пек мӑнтӑр мар ҫав вӑл, ҫӑмӑллӑн вӗҫсе хӑпарать те эс тӗлленӗ ҫӗре куҫран ҫухалать.
5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ав часах Хусан куҫран ҫухалать, ҫавна курса юл.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӗтре хуллен сирӗлсе ҫухалать, унпа пӗрлех ҫын сасси янраса каять:
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ҫӑра тусан хирӗҫ пулакан машинӑсен ҫутинче сӑра хуранӗнчен вӗресе тухакан пӑс пек явӑнса ҫухалать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Йывӑҫсем хушшипе пыракан Иван Сергеевичӑн сарлака кӗлетки пӗр ҫухалать, пӗр курӑнать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Унччен район пуҫлӑхӗ - депутатсен Пухӑвӗн председателӗ тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, малашне вара икӗ влаҫлӑх ҫухалать - пуриншӗн те муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ явап тытӗ, вӑл округри влаҫӑн пӗртен-пӗр пӗрремӗш ҫынни пулӗ.
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Кас-кас купӑс сасси ян! килет, улӑхалла кайса ҫухалать.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫӗрӗ-шывӗ унта ытла аслӑ та, вӗсен малаллахи пурнӑҫ ҫулӗ ҫавӑнта ҫухалать.Просторы Сибири бескрайни, и жизненный путь лих людей затерялся в них бесследно.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кайсан-кайсан ҫех пӗр-пӗр чӳречӗре сарӑ ҫутӑ палӑрать, анчах вӑл та виҫ утӑмранах куҫран ҫухалать.Вот засветилось одно окно, но и оно шага через три-четыре потерялось из виду.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӗҫех акӑ вӑл та курӑни-курӑнми ҫеҫ тӑрса юлать, куҫран ҫухалать.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тытма аллисене тӑссанах Хветька каллех куҫран ҫухалать…
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫынсем ӑна хаваласа пӳлсе илеҫҫӗ, Хветька сасартӑк куҫран пач ҫухалать те арпалӑхӑн тепӗр енче сиксе тухать.Догнали, окружили, а Хветька вдруг с глаз пропал, потом выскочил за мякинницей.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пурнӑҫ ҫулӗ пекех, вӑл шутласа кӑларайми кукӑрсем туса ҫӳрет, сӗм вӑрмана кӗрет, кӗҫ-вӗҫ ишӗлсе анас пек чӑнкӑ ҫыран хӗррипе иртет, хыпашласа тарӑн варсене анать, куҫран ҫухалать.
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.