Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тул ҫуталас енне Мултиер ҫын сассипе вӑранать.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тепӗр кун ирпе, тул ҫуталас умӗн, Эльгеевпа Ефремов Шупашкаралла ҫул тытрӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Чапаев вӑранчӗ те йӗри-тавра — ҫуталас умӗнхи сивӗре шупкарах кӑвак курӑнакан кантӑк ҫине, урайне ҫитиех усӑнса аннӑ сехет тукмакки ҫине пӑхса илчӗ.
Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Эс пур-тӑк — кӑрлач та кӑрлач мар, ӑш пӑвӑнчӑкӗ те иртес, ҫуталас халлӗн кӑна.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир, малти линие ҫуталас умӗн йышӑнса, каҫчен нимӗҫсен артиллерийӗпе авиацийӗ бомбӑсем пӑрахса пулӑшса тӑма ултӑ вӑйлӑ атакине чӑтса ирттертӗмӗр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсен умӗнче ҫурхахланас пек ырра кӗмешкӗн пӗр-ик тенкӗлӗх те пулин ҫуталас тесеттӗм, пит-куҫӑма шывпа хӗретейместӗп иккен.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кун ҫути ҫуталас патне ҫитсессӗн ун ҫине мӑртӑхса пӑхаҫҫӗ, чӗрре кӗреҫсӗ.
XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗрре, тул ҫуталас умӗн, ман пата ленсман пычӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫуталас умӗн, аялта, ҫыран патӗнче, мотор ӗҫлеме пуҫлать те, Рыбальченко подполковникӑн «Паллади», тӗтӗм мӑкӑрлантарса чашлата-чашлата, тинӗсе тухать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тул ҫуталас умӗн тӑна кӗчӗ вӑл, аллисене хускатса типӗ хӑмӑл ҫине тирӗнтерчӗ, унтан пӗтӗм пуҫне йывӑр суран ыраттарнипе йынӑшма пуҫларӗ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫуталас умӗн старике киле турттарса килнӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тул ҫуталас умӗн, батальонсенчен юлашки сведенисем илнӗ хыҫҫӑн, оборонӑн пӗтӗм схемине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тинех ӗненнӗ: тӑшмана кӗтсе илме мӗн кирлине пурне те лайӑх, тӗплӗ шухӑшласа тунӑ, пӗтӗмӗшпех хатӗрлесе ҫитернӗ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1