Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑҫтан килсе кӗчӗ-ха ман ҫуртӑма ҫак инкек?
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫуртӑма та, мӗнпур пурлӑха та вӑлах ҫунтарса ячӗ.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӑрсам, эпир кӗҫех ман патӑма, манӑн хула тулашӗнчи ҫуртӑма…
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗрӗсрех каласан, эпӗ ҫуртӑма пӑрахса хӑвартӑм.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Манӑн мӗнле хаклӑ ылттӑн черккесем пур, ҫӗр айне чавса хунӑ ылттӑн мӗн чухлӗ пур, йӑлтах паратӑп, ҫуртӑма, юлашки тумтирӗме сутатӑп та сирӗнпе ӗмӗрлӗхе контракт тӑватӑп, ку контракт тӑрӑх хам вӑрҫӑра тупнӑ мӗнпур пурлӑха сирӗнпе ҫурмалла туса пыратӑп!»
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Анчах илтӗнмеллех калама пултаратӑп: манӑн апат пеккине Лукулпа Марк Красс сӗтелӗсем ҫинче те тупма ҫук, хамӑн ҫуртӑма хӳтӗлекен Юнонӑн хура ҫӳҫӗ ячӗпе тупа тӑватӑп!
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫуртӑма та вут тивертсе ҫунтарса ятӑр.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
— Эпӗ сирӗн ыркӑмӑллӑха ӑнланатӑп, анчах эсир те, хӑвӑр кунта юлнӑ чухне эпӗ шыв айӗнчи хамӑн ҫуртӑма пӑрахса хӑварма пултарайманнине аван ӑнланатӑр.— Я понимаю ваше благородство, но и вы понимаете, что я не покину дом, если вы останетесь здесь.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Эс пур — хӗвел тухнӑ-тухман хам ҫуртӑма килсе кӗретӗн те славни ҫывӑракан ҫынна Ӑлапа та Ӑлапа тесе вӑрататӑн.А ты ни свет ни заря славно спящего человека будишь: Алаба да Алаба!
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫын ылханне хам ҫуртӑма йышӑнма хӑват ҫитерейместӗп.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эпӗ ӑна хам ҫуртӑма вырнаҫтартӑм…
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ утравӑн леш енне сайра ҫӳретӗп, ҫавӑнпа тискер этемсенчен хӑраса пурӑнма манӑн нимӗнле сӑлтав та ҫук, анчах хамӑн ҫуртӑма хӑрушлӑхран сыхласси ҫинчен шухӑшласа пӑхмаллах, — вӗсем утрав ҫине каллех килсе кӗрсен, манӑн вӗсенчен хӳтӗленмелле пулӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хамӑн кивӗ ҫуртӑма мӗн тери хавассӑн ҫитсе кӗнине, каллех гамак ҫине канма тӑсӑлса выртнине каласа пама манӑн хал та ҫитмест.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Ярӑр тухтӑра, эп ӑна хам шантарса илетӗп, — ҫуртӑма хывам, атьсене хурам та, тухтӑр пирки хам шантаратӑп, вӑл чӗптӗм чухлӗ те айӑплӑ ҫын мар.— Отпустите доктора, я возьму его на поруки; заложу дом и детей, но возьму; он не виновен ни в чем.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
13. Халӗ, ҫак ӳт ҫуртӑмра пурӑннӑ чухне, манӑн сире астутарсах тӑмалла тесе шутлатӑп; 14. пӗлетӗп ӗнтӗ: манӑн часах ӳт ҫуртӑма пӑрахса каймалла, ҫакӑн ҫинчен мана Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пӗлтерчӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те тӗне кӗрсессӗн, вӑл пире тимлесех каларӗ: эсир мана Ҫӳлхуҫана тӗрӗс ӗненекен вырӑнне хуратӑр пулсан, ман ҫуртӑма кӗрсе, ман патӑмра пурӑнӑр, терӗ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет — тупаймасть те: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Манӑн Ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те тунӑ кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырманччӗ-и-ха? эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 13. каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырнӑ; эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет те — тупаймасть; 44. вара вӑл: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2