Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, ҫилленсе ҫитнӗскер, ӳкӗнекенскер, хурлӑха ӳкнӗскер, нимӗн пӗлми тарӑхса ҫитнипе сиксе тӑтӑм та кӗсьерен бомбӑна туртса кӑларса, предохранительне кӑларса илсе, ӑна хыттӑн персе симӗс ҫаран ҫине, чечексем ҫине, ҫара клевер ҫине, сывлӑм шывлӑ кӑвак чечексем ҫинелле ывӑтса ятӑм…
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ хам красноармеецсен шутӗнче тӑрса пролетариллӗ ҫар ушкӑнӗнчи боец пулса тӑнине ҫирӗппӗнех хӑнӑхса ҫитнипе, хам чӑн-чан красноармеец пулни ҫинчен пӗр сӑмахсӑрах йышӑнма кирлине асама илтӗм.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шоферсем ывӑнса ҫитнипе ятлаҫаҫҫӗ, тет.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
Суллана-суллана, хавшасах ҫитнипе ӳке-ӳке матроссем катмар чулсем урлӑ каҫрӗҫ те чакӑл ту хысакӗсен хушшинчи тарӑн ҫурӑка лекрӗҫ, унта сулхӑнра, нӳрлӗхре шыв шӑрши кӗрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Унӑн пичӗ Гноршӑн ытла та кӗретӗн курӑнать, вун-вун хут пысӑкрах пек; Гнор ӑна хул пуҫҫинчен тытрӗ, хӑйне пачах туймасӑр темӗн калать, калать… мӗн — тӳрех манчӗ; хӑйӗн сӑмахӗсен сасси ӑна тискеррӗн те вӑйсӑррӑн туйӑнать; вара вӑл тахҫантанпах кӗтекен телейӗ килсе ҫитнипе кӑшкӑрса ячӗ, ҫак телейӗн туйӑнми, суккӑрла, ӗсӗклекен ачашлӑхӗнче Кармен урисем патне пӗшкӗнчӗ те вӗсене чӗтрекен, асапланса ҫитнӗ аллисемпе кӗвӗҫӳллӗн, ункӑ туса ытамларӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫак самантчен кутник сакки ҫинче пӗр саса кӑлармасӑр ларакан Санюк чунӗ кӳтсе ҫитнипе каллех нӑшӑкласа илчӗ, ҫапах хӑйне алла илсе ӗлкӗрчӗ, йӗрсе ямарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Выҫса ҫитнипе кӑна туйӑнчӗ пулӗ ҫав, ҫакӑн пек инҫетренех ӑҫтан сисӗн мӗн шӑрши кӗнине.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Агриппина, ҫав тери тарӑхса ҫитнипе винтовкине каллех хучӗ, ҫӗр ҫине ларчӗ, курӑк тунине хуҫса илсе кышлама тытӑнчӗ.Агриппина так расстроилась, — опять положила винтовку, села на землю, грызла стебелек.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Акӑ эп ҫакна астӑватӑп: выҫса ҫитнипе, пристаньсенче шурӑ кулачӑсем ҫине сехечӗ-сехечӗпе пӑхса тӑраттӑм…Я, как себя помню, на пристанях часами глядел на белые-то калачи…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тарӑхса ҫитнипе, вӑл ҫӗлӗкне май таранах пусса лартать те, штаб вагонӗнчен Ворошилова шырама тухса каять.С досадой надвинул на уши папаху и полез из штабного вагона — искать Ворошилова.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Чӳрече умӗнче — Мускав чанисен ушкӑнӗ явӑнать, ҫимелли хӗсӗнсе ҫитнипе канӑҫсӑрланнӑскерсем, Кремль стени ҫийӗнче вӗҫкелесе ҫаврӑнаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тухнӑ чух вӑл каллех пуҫӗпе алӑк каштине ҫапӑнчӗ, вара, ҫав тери тарӑхса ҫитнипе, алӑка урипе питӗ хытӑ тапрӗ те, алӑк петлӗрен вӗҫерӗнсе килхушинелле вӑркӑнса тухса ӳкрӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Выҫса ҫитнипе ураран ура аран иртет.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Марианнелунда ҫитме темиҫе километр кӑна юлнӑ ӗнтӗ, тӗллев патне ҫитнипе пӗрех, ҫавӑнпа та ҫак самантра шанӑҫа ҫухатма уйрӑмах йывӑр.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫак законсем пулман пулсан, ватӑлнӑ струльдбругсем пурте ҫӑткӑнланса ҫитнипе вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗтӗм ҫӗршывпа влаҫа хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ пулӗччӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӑшӑрханма мар, тарӑхсах ҫитнипе тата хӑйсен ӗмӗчӗсем хистесех тӑнипе, вӗсем пӗтӗм вӑй-халӗпе тӑрӑшса хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫлассишӗн тимлӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хам ҫире вырӑнти ҫынсем тӑхӑнакан тумтир пулнипе тата вӗсемпе калаҫмашкӑн вӗсен чӗлхине самаях вӗренсе ҫитнипе, эпӗ пӗр чарӑнмасӑрах вӗсен столицине ҫитрӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Патша ҫилли тулса ҫитнипе ӗҫ мӗнли ҫинчен Кутузовран ӑнлантарса пама ыйтнӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пилӗк ҫула пынӑ вӑрҫӑра ывӑнса ҫитнипе вырӑс ҫарӗсем питӗ йывӑр условисем тӳссе ирттернӗ.Русские войска, изнуренные пятилетней войной, оказались в крайне трудном положении.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫак войскӑсем килсе ҫитнипе вӑй илсе, эпир тӑшмана хамӑра хаклама вӗрентӗпӗр, пире темиҫе кун канма вӑхӑт памалла тӑвӑпӑр, вара наступлени тума пуҫлӑпӑр…».
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.