Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитнине (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуламӑр, уйсем-хирсем, ҫынсен ӑс-халӗ ӗнтӗ мӗнле иккенне, халӑх пурнӑҫӗ паянхи куна ӑҫта иккен ҫитнине, мӗнле шая ҫӗкленнине кашниех лайӑх курса-пӗлсе тӑрать.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Ҫитес ҫул пирки сӑмах пуҫартӑмӑр пулсан, Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине те палӑртмалла.

Помоги переводом

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Вӑл чӑн-чӑн суд тинех ҫитнине питӗ лайӑх ӑнланчӗ пулас.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Театра ҫитнине туйччӑр.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Те юн нумай юхнипе, те пуҫӗ ҫаврӑннипе куҫӗ хуралса килчӗ — хӑйсем патне иккӗн-виҫҫӗн чупса ҫитнине ҫеҫ астӑвать вӑл…

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Матӗрне ӑнсӑртран сехет ҫине пӑхрӗ те ҫурма ҫӗр ҫитнине курса канӑҫсӑрланма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Волга» тормоз колодкисене ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрттарса йывӑррӑн чарӑнчӗ те, малтан панӑ укҫа ҫитнине пӗлтерсе, тата малалла та кӗтмелле-и тесе ыйтса таксист мана тинех ӑнӑҫу сунчӗ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Астӑватӑп, анне пӗррехинче мана мӑшӑрланма вӑхӑт ҫитнине асӑрхаттарса каларӗ:

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хӗрсем автобус ҫинче калаҫса-юптарса пынипе унта ҫитнине те сисмерӗҫ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Унӑн кӗске йӗппи шӑп та лӑп ултӑ сехет ҫитнине кӑтартать.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вокзал ҫурчӗ тӑррине вырнаҫтарнӑ динамик Шупашкар хулине каякан автобус ҫине ларма вӑхӑт ҫитнине пӗлтерни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ванюк пиччӗшӗн кителӗ ҫинчи 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫ фашисчӗсене ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртса кӑларнӑ медале, значоксене тыта-тыта, салтак карттусне тӑхӑнса пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ӑҫта ҫитнине пӗлес тесе пуҫа ҫӗклерӗм те тавралӑха сӑнатӑп.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Анчах Лена тантӑшӗ питӗ ывӑнса ҫитнине чухлать.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хӗрарӑм киле таврӑнма вӑхӑт ҫитнине систерчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Чӑн та ҫапла пулса тухасса сиснӗ эпӗ!» — шутларӗ Ирина, хӗре ҫурӑмран ачашласа ҫӗнӗрен вӑй пӗтсе ҫитнине туйса.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ку ӗҫпе ҫуркунне ҫитнине те манса кайнӑ, — кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ Лука Павлович яка пуҫне.

Помоги переводом

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Якку ҫаплах лӑпланаймасть-ха, ӑшӗнче мӗн тулса ҫитнине йӑлтах Раман умне кӑларса тӑкасшӑн пулас.

Помоги переводом

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Калаҫса пынӑ май вӗсем почтальон килне ҫитнине сисмен те.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле килне мӗнле ҫитнине те сиссе юлаймарӗ — вӗҫсе пычӗ темелле.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней