Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хавхаланса кайса вӑл хӑй умӗнче арҫын ача тӑнине те манса каятчӗ, тӗреклӗ аллипе мана пиҫиххирен тытатчӗ те, пӗрре хӑй патнелле туртса, тепре аяккалла тӗртсе, хумханса кайнӑскер, хитрен, хӗрӳленсе те ҫамрӑкла калатчӗ:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана ун чухне: «Ҫамрӑкла хӑв йӑнӑшнӑшӑн сана хӑҫан та пулсан намӑс пулатех», — тетчӗ.Он говорил мне: «Когда-нибудь ты будешь стыдиться заблуждений своей молодости!»
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Багиров хӑйшӗн тата унӑн нумай ӗмӗрӗсем хушши тӗттӗмлӗхре, пусмӑрта пурӑннӑ халӑхӗшӗн хӑйӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗпе уҫӑлнӑ ҫӗнӗ пурнӑҫа ҫамрӑкла ӗмӗтсӗрлӗхпе талпӑнса кӗрет.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Турӑсем юратнӑ пулмалла ӑна, ҫавӑнпа вӑл ҫамрӑкла вилнӗ.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Анчах халӗ ӑна: санӑн ӗҫне, ҫамрӑкла тунӑ пирки, ӑна ухмахла тесе шутласан та, паттӑрла ӗҫ вырӑнне йышӑнма пулать тесен, вӑл манпа килӗшмен пулӗччӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ашшӗ вара, чӗркуҫҫийӗсене аллипе тытса, умӗнче ларакан икӗ Машенька ҫине пӑхать, хӑйне хӑй ҫамрӑкла туйса, кӑмӑлтан юрлать.И он, обхватив руками колени и глядя на сидящих перед ним двух Машенек, поет задушевно и молодо.
Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Эпӗ укҫа-тенкӗ тыткалас ӗҫе те ачасене питӗ ҫамрӑкла хутшӑнтарнӑ.Очень рано я стала решать наши денежные дела сообща с детьми.
Татьяна Соломаха // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫамрӑкла ашкӑнаҫҫӗ, авлансан — улшӑнаҫҫӗ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл нумай ҫул каярах чухнех унпа пӗр тан пулса, юнашар тӑма, ҫамрӑкла шӳтлесе-кулма, ун пекех кӑвак «победа» ҫине ларма пултарайман-ши вара?
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Ҫамрӑкла кӗтӗм, ватӑлла тухатӑп», — шухӑшларӗ вӑл хӑй ҫинчен, хӑй пурнӑҫран ватӑлнипе мар, йӑлтах урӑхла, хӑйне те, ыттисене те, пурнӑҫран юлнипе, старик пек туйӑнчӗ, пухура ҫакӑ уҫҫӑнах палӑрчӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫав вӑхӑтрах Валерие вӑл ҫамрӑкла йӑл кулни, унӑн хӗрарӑмӑнни евӗрлӗ ҫепӗҫҫӗн янӑракан сасси, кӑвак куҫӗсем тӑрринчи илемлӗ куҫхаршисен пӑкки тӗлӗнтерет.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ксенофонтовна ытла та ҫамрӑкла качча кайнӑ, вара упӑшкин шанчӑклӑ тарҫи пулма, кирек епле пулсан та, укҫа пухма тивӗҫ тесе, ӑна ӗмӗр тӑршшӗпех ӳкӗтленӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсем, ытла ҫамрӑкла ҫырнӑскерсем, савнийӗ патне янӑ пулсан та, хӑйсен ачашлӑхӗпе мана хумхантараймӗҫ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ҫук, мӗн килӗшмесси… ҫамрӑкла йӑпанма юрать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах ку ҫамрӑкла именӗвӗн чӗтревӗ мар, малтанхи хут хӑй юратни ҫинчен каланипе шикленни мар ҫавӑрса илчӗ ӑна: ку ун ӑшӗнче вӑйлӑ та йывӑр ҫилӗ евӗр, е унпа тӑванлӑ вӗри кӑмӑл вӗрени…
XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
«Эпӗ ӑна нихҫан та кунашкал демагогла хӑтланма пултарать теменччӗ!» — Вершинин, хӑй именнине кӑтартас мар тесе, Коробин ҫине хӑюллӑн пӑхрӗ те, вӑл ӑна ҫамрӑкла хӗрӳлӗхшӗн каҫарнӑ пек, кӑмӑллӑн йӑл кулнинчен тӗлӗнчӗ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн пӗчӗк пуҫӗ ҫинче хура ҫӳҫ пайӑркисем ункӑланса тӑраҫҫӗ, ҫӳҫне арҫынла кастарни ӑна илемсӗрлетмест, тӗлӗнмелле пулин те, тата ытларах хитрелетет, унӑн сӑн-питне ҫамрӑкла харсӑрлӑх парса тӑрать.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӑнӗпе вӑл ҫамрӑк та ҫамрӑкла сивлек; йӗри-тавра мамӑк сухал пусса илнӗ тутине ытла та ҫирӗппӗн чӑмӑртаса тытнӑ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫак самантра вӑл сиввӗн туйӑннӑ, куҫӗсем ҫамрӑкла хӑюллӑн йӑлтӑртатнӑ.В этот момент он казался холодным, глаза его блестели молодо и храбро.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нумай ҫӗрте пирус вучӗсем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илеҫҫӗ, хӑш чухне шӑрпӑк е зажигалка чӗртеҫҫӗ те — хӗрлӗ сухал, е шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, е йӑлтӑртатса тӑракан ҫамрӑк куҫсем, е ҫамрӑкла пӗтӗрсе янӑ мӑйӑх курӑнса каять.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.