Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Тренажер залне ҫӳрекен пикесемпе яшсем татах пур. Пӗрисем кӗлетке илӗртӳллӗ те хитре пултӑр теҫҫӗ, теприсем начарланас тӗллевпе килеҫҫӗ», — терӗ спорт шкулӗнче 18 ҫул ӗҫлекен тренер.
Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Савӑнӑҫлӑ парад хыҫҫӑн старта арҫынсемпе яшсем тухрӗҫ.
Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
1999-2000 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсемпе яшсем — 5000-10000, 17-18-тисем 10000 ҫухрӑма парӑнтарассишӗн кӗрешрӗҫ.
Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Яшсем ӑна чӑннипех те тивӗҫлӗ.
Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Чӑваш тумне тӑхӑннӑ ҫамрӑксем утсем кӳлнӗ сухапуҫӗсене тытса лапам тӑрӑх иртеҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑнах пурак ҫакнӑ чӑваш пикисем вӑрлӑх сапса пыраҫҫӗ, яшсем сӳре туртса вӑрлӑха варӑнтарса анана тикӗслеҫҫӗ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
26. Вӗсене тата икӗ яш ача курӑннӑ — вӑй вӗресе тӑракан, сӑн-питрен питех те илемлӗ, чаплӑ тумланнӑ яшсем пулнӑ вӗсем; ҫавсем иккӗн икӗ енне тӑрса Илиодора пӗр вӗҫӗм хӗненӗ, суранлатса пӗтернӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара пӗтӗм халӑх — ҫитӗннӗ яшсем, арӑмсем, пӗчӗк ачасем — Озияпа хула пуҫлӑхӗсем патне пуҫтарӑннӑ, хыттӑн макӑра-макӑра аслӑ ҫынсене ҫапла каланӑ: 24. пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑртине Турӑ татса патӑр; Ассур ывӑлӗсене килӗшӳ сӗнмесӗр эсир пирӗншӗн питех те пысӑк тӗрӗсмарлӑх турӑр; 25. халь ӗнтӗ пире пулӑшакан ҫук: Турӑ пире тӑшман аллине пачӗ, эпир шывсӑр антӑхса хӑрушла вилӗмпе пӗтӗпӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Яшсем кӑна мар, ватти-вӗттипе ача-пӑча та.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771