Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вӑйлисен вӑййи аталанать

Автор: А.МИХАЙЛОВ

Источник: «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Добавлен: 2016.07.14 09:55

Предложений: 74; Слово: 756

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Спорт

Пауэрлифтинг «йывӑр япалана ҫӗклени» тени пулать. Вӑл «вӑй» тата «йӑтать» сӑмахсенчен пулнӑ. Халӑхра ӑна вӑйлисен вӑййи теҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 40-50-мӗш ҫулӗсенче хӗвеланӑҫри ҫӗршывсенче аталанма пуҫланӑскер паян йывӑр атлетсем кӑмӑллакан спортӑн юратнӑ тӗсӗ пулса тӑчӗ. Унпа 200 ытла ҫӗршывра ҫӗр-ҫӗр ҫын кӑсӑкланать. Чӑваш пауэрлифтингӗн кун-ҫулӗ 1987 ҫулта ҫырӑнма пуҫланӑ.

Пӗрремӗшсем

Виҫӗ енлӗ кӗрешӳ вӑййипе /халӗ — пауэрлифтинг/ интересленекенсен ушкӑнӗсем Юрий Иванов тренер тӑрӑшнипе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче уҫӑлнӑ. Каярахпа секцисем Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Пауэрлифтинг ӑстисен пӗрремӗш ӑмӑртӑвне 1990 ҫулта ирттернӗ. Унта кире пуканҫӑсемпе штангистсем вӑй виҫнӗ. Чӑваш Ен чемпионӗн хисеплӗ ятне чи малтан Д.Грачев тивӗҫнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Европа чемпионатӗнче 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн республика спортсменӗсем ҫӗршыври турнирсенче лайӑх кӑтартусемпе палӑрма тытӑннӑ. Пысӑк ҫитӗнӳ тӑвакан та сахал мар пулнӑ. Тӗслӗхрен, тӗрлӗ ҫулта Шупашкарти агрегат завочӗн ӗҫченӗ А.Смирнов СССР спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ, пӗртӑван Ивановсем Раҫҫей чемпионатӗнчен медальсемпе таврӑннӑ, спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ И.Калля Раҫҫей кубокӗнче ҫӗршыв рекордне ҫӗнетнӗ, 2011 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар пики Анастасия Петрова тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ҫӗршыв рекордне ҫӗнетнӗ

2007 ҫулта республикӑра йӗркеленнӗ пауэрлифтинг федерацине ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Сергей Морозов ертсе пырать. Вӑл аслӑ ӳсӗмрисемпе, ветерансемпе тата сусӑрсемпе ӗҫлет. Сергей Константинович чылай ҫул каялла Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен ятарлӑ 3-мӗш спорт шкулӗнче «Самсон» спорт клубӗ уҫнӑ. Пӗлтӗр унӑн вӗренекенӗсем Андрей Захаров, Юрий Кивилев тата Александр Исачкин ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗнчен наградӑсемпе таврӑнчӗҫ.

Кӑҫал ҫамрӑк спортсмен Дмитрий Степанов юниорсен чемпионатӗнче Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ. Курск хулинче иртнӗ ӑмӑртура шӑм-шак чирӗпе аптракан каччӑ 65 килограмлисен йышӗнче малтанхи тупӑшура 140 килограмлӑ штангӑна йӑтнӑ, тепринче 144-лине ҫӗклеме пултарнӑ. Ҫапла вара, Шупашкарти адаптаци-спорт шкулӗн воспитанникӗ абсолютлӑ чемпион ятне тивӗҫнӗ. Спорт мастерӗн кандидачӗ 2015 ҫулта та лайӑх ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑччӗ: Европа тата Раҫҫей турнирӗсенче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Пысӑк ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ

Шупашкарти пауэрлифтерсем В.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ. ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Вячеслав Кострюков ертсе пынипе икӗ ушкӑнра 31 ҫын ӑсталӑха туптать, вӗсенчен 8-шӗ — хӗрсем. «Тренажер залне ҫӳрекен пикесемпе яшсем татах пур. Пӗрисем кӗлетке илӗртӳллӗ те хитре пултӑр теҫҫӗ, теприсем начарланас тӗллевпе килеҫҫӗ», — терӗ спорт шкулӗнче 18 ҫул ӗҫлекен тренер.

Вячеслав Вадимовичӑн спортсменӗсем Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсенче пысӑк ҫитӗнӳсемпе уйрӑмах савӑнтараҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — 31 ҫулти Екатерина Николаева. Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ пике «Динамо» спорт клубӗнче ӗҫлет.

— Пирӗн пата вӑл 2005 ҫулта ҫӳреме пуҫларӗ. Каратепе туслӑскер тренажер залне ӳт-пӗве тӗреклетес тӗллевпе килнӗччӗ, кунтах юлчӗ вара. Ҫамрӑках мар пулин те юлашки ҫулсенче кӑна лайӑх ҫитӗнӳсемпе палӑрчӗ. РФ спорт мастерӗн нормативне 2006 ҫултах пурнӑҫланӑ. Икӗ ҫул каялла Катя ҫӗршыв чемпионатӗнче — виҫҫӗмӗш, Атӑлҫире пӗрремӗш пулчӗ. Иртнӗ ҫул вара Европа чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ, — спортсменка ҫинчен каласа пачӗ Вячеслав Кострюков.

2008-2014 ҫулсенче унӑн вӗренекенӗсем Юрий Архипов — тӗнче ӑмӑртӑвӗнче, Игорь Филиппов — Европа чемпионатӗнче, Владислав Леонтьев Европа турнирӗнче малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Тӗрӗс утӑм

Анастасия Петровӑна спортсменсен хушшинче пауэрлифтинг ҫӑлтӑрӗ теҫҫӗ. В.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче 2006 ҫултанпа ӑсталӑха туптаканскер 2009-2015 ҫулсенче тӗнче чемпионатӗнче тӑватӑ хутчен призер пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗнче — ҫӗнтерӳҫӗ. Вӑл Европа чемпионачӗсенче те виҫӗ «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ.

Аттестат илсен Анастасия экономист профессине суйласа илнӗ, тупӑшлӑ пӗр-пӗр предприятире ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ. Ача чухне гимнастика секцине ҫӳренӗ пулин те спорт карьери пирки шухӑшламан, шӑпа вара ӑна ҫак ҫул ҫинех илсе тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Спорт академийӗ» фитнес центрта инструкторта ӗҫлет.

— Санкт-Петербургри патшалӑх инженерипе экономика университечӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ чухне эпӗ Ульяновскра иртнӗ Пӗчӗк Олимпиадӑна хутшӑнма тивӗҫ пулнӑччӗ. Унта пауэрлифтинг енӗпе турнир пыратчӗ. Паллӑ спортсменсем ҫине тӗлӗнсе пӑхса лартӑм, хамӑн та вӗсем пек пулас килчӗ. Унтан таврӑнсан В.Кострюков патне кайрӑм. Тӗрӗс утӑм пулчӗ ку. Вӑл мана пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑшрӗ», — иртнине аса илчӗ спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ.

Шупашкар пӑхаттирӗ

Ҫулсерен Хула кунӗнче «Шупашкар пӑхаттирӗ» ӑмӑрту иртет. Унта тӗрлӗ регион спортсменӗсем пилӗк конкурс тӗрӗслевӗ витӗр тухаҫҫӗ. Паттӑрсен «Атлас чулне» те йӑтмалла, 120 килограмлӑ баллона та, 300 пӑтлӑ покрышкӑна та ҫӗклемелле, ҫичӗ тоннӑллӑ грузовика та вырӑнтан хускатмалла... Иртнӗ ҫул «Шупашкар пӑхаттирӗ» ӑмӑртура Саранск, Йошкар-Ола, Арзамас тата Чӑваш Ен тӗп хулин атлечӗсем вӑй виҫрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне пирӗн ентеш, РФ спорт мастерӗ Дмитрий Смирнов, тивӗҫрӗ.

— Пирӗн республикӑри чи маттур та пултаруллӑ пауэрлифтерсенчен пӗри вӑл. Ку турнирта ултӑ хутчен ҫӗнтерчӗ, — Шупашкар пӑхаттирӗ ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ Вячеслав Кострюков. — Вунӑ ҫул каялла 14-ри Дима Смирнов мӑнтӑркка ача пулнӑ. Шкулта та, урамра та пурте унран кулса йӗкӗлтенӗ. Паллах, ҫул ҫитмен яша ҫакӑ кӳрентернӗ, начарланас тӗллевпе вӑл спортзала ҫӳреме пуҫланӑ. Ун чухне вӑл 114 килограмм таятчӗ. Пирӗн хушӑра та чи «сумличчӗ». Ҫапах пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пултарчӗ. Унӑн тӑрӑшулӑхӗнчен ыттисем те тӗлӗнетчӗҫ. Эпир пулӑшнипе Дима 82 килограмм таран чакрӗ. Спорт пирки нихӑҫан та тӗлленменскер ыттисенчен тӗслӗх илсе ӑмӑртусене хутшӑнма тытӑнчӗ. Кӑтартӑвӗсем те ҫултан-ҫул лайӑхланса пычӗҫ. Паян вӑл — Атӑлҫи чемпионачӗн призерӗ, республика чемпионӗ.

Темиҫе пӑтлӑ штангӑна хулпуҫҫи ҫине хурса урана хуҫлатса ларма, ҫурӑм ҫине выртса снаряда ҫӗклеме тата кукленсе алӑпа йӑтма ҫӑмӑл марри куҫкӗрет. Чӑваш Ен пауэрлифтерӗсем йывӑрлӑхран хӑрама хӑнӑхман. Вӗсем малашне те темиҫе килограмлӑ спорт хатӗрӗсене ҫӗклесе тӗрлӗ турнирта ҫынсене тӗлӗнтерес тӗллевлӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней