Поиск
Шырав ĕçĕ:
Картишӗнче хӳме шӑтӑкӗнчен пӑхса тӑракан юлташӑма, хамӑн помощнике, систертӗм:
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Юлташӑма хирӗҫ эпӗ урӑх нимӗн те тавӑрса калаймарӑм — калас сӑмахсем чӗлхе вӗҫне килмерӗҫ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Эпӗ ҫуртӑн шалти тытӑмӗн тӗрӗс планне турӑм, унта хӑтлӑ пултӑр тесе, ҫакна пӳлӗмсене пырса кӗрекенсем тӳрех курса савӑнччӑр тесе кашни вак-тӗвеке шута илтӗм; ҫак ӗҫе пурнӑҫлама тахҫанхи юлташӑма Товале хушрӑм; унӑн ӑсталӑхне, вӑл япаласене калаҫтармашкӑн хистеме пӗлнине тахҫанах — Товалӗн хӑйӗн ҫурчӗ пулнӑ вӑхӑтранпах — пӗлетӗп.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫапларах пурӑнатчӗ: хӗрарӑма юрататчӗ, ҫак хӗрарӑм хӑй те юлташӑма юратнӑ ахӑр.Он жил так: любил женщину, которая его, пожалуй, тоже любила.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пӗррехинче каферен ҫичӗ сехет ҫитиччен тухрӑм, — театра пӗрле каймашкӑн юлташӑма кӗтетӗп, анчах вӑл килмерӗ, пӗр шӗвӗрккерен шанмаллах мар хут татки парса янӑ, — мӗнлереххи паллӑ, эпӗ вара театра пӗччен ҫӳреме юратмастӑн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Юлташӑма эпӗ хам персе вӗлертӗм, ҫар сучӗ мар, эпӗ!..
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эпӗ юлташӑма пӑрахса хӑвармастӑп.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
— Лейно, малалла каяр! — терӗм эпӗ шӑппӑн хамӑн шанчӑклӑ юлташӑма.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Атя, тусӑм, утар, — терӗм вара эп юлташӑма, ним калама аптӑраса.
Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.
Манӑн юлташӑма кӑтӑклама пӑрах та сӗрме купӑс сассине тӑнла, — терӗ вӑл.Перестань щекотать моего товарища, лучше послушай мою скрипку.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем мана тата юлташӑма хайсен карапӗ ҫине пыма ӑшшӑн чӗнчӗҫ.Тогда меня и моего спутника весьма любезно пригласили на корабль.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Маншӑн пулсан — ҫӑва патне, кирек кампа явӑҫтӑр, анчах эсӗ, вӗре ҫӗлен, ман Давыдова ан тӗкӗн, ан пӗтер манӑн савнӑ юлташӑма!
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ юлташӑма хӗрхенсе пӑхса илтӗм, вӑл, ман шухӑша ҫирӗплетнӗ пекех, салхуллӑн ҫапла каларӗ:Я с сожалением посмотрел на приятеля, а он, как бы подтверждая мою мысль, тоскливо воскликнул:
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Санӑн ман юлташӑма хисеплесчӗ, ун ҫинчен асӑрханарах калаҫасчӗ — эпӗ ҫакна ҫеҫ ыйтатӑп!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ юлташӑма хампа пӗрле пӗрер стакан чей ӗҫме чӗнтӗм, манӑн чугун чейник — Кавказра ҫӳренӗ чухнехи пӗртен пӗр савӑнӑҫ — шӑпах хампа пӗрлеччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шкулти юлташӑма темиҫе ҫул каялла ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче юлашки ҫула ӑсатнине нихӑҫан та манас ҫук, тӑванӗсемпе пӗрле шыва кӗме кайсан иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗпе иккӗшне шыв варинкки хӑйӗн авӑрне илсе ҫӑлӑнма май паман…
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
- 1