Поиск
Шырав ĕçĕ:
Астӑватӑп — манӑн хамӑн вӑл ҫакӑн пек пулнине урӑх сӑлтавран килтерес килчӗ; ҫакӑн пек хӗршӗн ҫакнашкал тӗлӗнмелле пӳлӗмре, пур япаласем те стенасем ҫумне хӑравҫӑллӑн лӑпчӑннӑ, кӗтесре, турӑшсем умӗнче, лампадка ытла та ҫуттӑн ҫунса тӑнӑ, унӑн йӗс сӑнчӑрӗн мӗлки пысӑк сӗтел ҫинчи шурӑ скатерть ҫинче ним сӑлтавсӑр шуса пынӑ ҫӗрте, нервнӑй чир ытла тӑ ӑнланмалла пулнӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пурҫӑн материпе витнӗ диван тӗлӗнче Айвазовскин «Ҫил-тӑвӑл», е пуринчен ытла Маковскийӗн «Боярсен туйӗ» ӳкерчӗкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ пулӗ: нимӗҫ баронӗсем, паллах ӗнтӗ, пуринчен ытла шӑп ҫавнашкал «чӑн-чӑн вырӑс» ӳкерчӗкӗсене юратаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
а) суйлав системине тата ытларах демократизацилес шутпа — ытла танах мар суйлавсене пӗр тан суйлавсемпе, нумай сыпӑклӑ суйлавсене — тӳррӗм суйлавсемпе, уҫӑ суйлавсене — хупӑ суйлавсемпе улӑштармалла тӑвас;
I // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ҫапах та вӑл ҫакӑншӑн савӑнчӗ: ун хутаҫӗнче укҫа унтан ытла мар иккен тата гайдук ҫӗртен ытла шутлама пӗлмест иккен.Но он счастлив был, что в его кошельке не было более и что гайдук далее ста не умел считать.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах тӗллекеннисем ытла ҫӳле илчӗҫ, вутпа хӗрне йӗтресем пысӑк пӗкӗ пек авӑнса ытла та ҫӳле хӑпарса кайрӗҫ.Но нацелившие взяли слишком высоко: раскаленные ядра выгнули слишком высокую дугу.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Сечь утмӑл ытла куреньрен тӑнӑ, вӗсем пӗр-пӗрне пӑхӑнман уйрӑм республикӑсем евӗр пулнӑ, унтан та ытларах вӗсем шкул пек тата хатӗр апатпа, хатӗр тумтирпе пурӑнакан ачасен бурси пек туйӑннӑ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кунта вара ытла уҫӑмлӑ, ытла та куҫкӗретех, нимӗн пытармасӑр тӑсса пачӗҫ-и сана хатӗррине?А здесь слишком уж голо, слишком на ладони протягивали тебе возможность?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Тӳрех «юрататӑп» тесе калама йывӑр-ҫке: сӑмахӗ ытла та пӗлтерӗшлӗ, ытла нумай ыйтать-ҫке вӑл этемрен.Но слитком уж прямое, требующее и обязывающее слово «люблю».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Ытларах эпӗ ҫакна куратӑп: хӑмписем те, ҫӑлӑнӑҫ ункисем те ытла ир палӑраҫҫӗ.— В основном вижу, что и пузыри и круги чаще всего появляются раньше времени.
Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл унӑн сӑнне темиҫе хутчен те ӳкерме тытӑнса пӑхнӑ, анчах Чапаев яланах е ытла ҫамрӑк, е ытла ватӑ пулса тухнӑ.Он много раз принимался за рисование, но Чапаев выходил то очень молодым, то очень старым.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Василий Иванович: юлташӗсем хӑйне хытах чирленӗ, уншӑн ытла та пӑшӑрханаҫҫӗ, ытла тимлӗн тӑрӑшаҫҫӗ, тесе шутланӑ, вӑл ҫавӑншӑн ҫиленнӗ.
Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Маякинӑн хулари хисеплӗ вырӑнне пула тата Атӑл ҫинче ун пӗлӗшӗсем нумаййине кура, ӗҫ питӗ шеплӗ пынӑ, анчах Маякин ӗҫ ҫине ҫавӑн пек ытла та вӗчӗрхенсе пӑхни — хреснашшӗ хӑйӗн хӗрне чӑнах та Фомана качча пама татӑклӑнах шут тытнӑ иккенне тата ытларах ҫирӗплетнӗ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашки пилӗк ҫул хушшинче тӗп фондсене 1,4 миллиард ытла тенкӗ инвестици хывнӑ, 100 ытла ҫӗнӗ объект тунӑ, 100 млн тенкӗлӗх технологи хатӗрӗсене ҫӗнетнӗ.
Чӑвашпотребсоюз // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/wiki/%D0%A7%D3%91%D0 ... 1%8E%D0%B7
Ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче эпир Украина, Россия, Белорусси ҫӗрӗсем тӑрӑх 18 облаҫ урлӑ каҫса кайнӑ, тӑшмана хирӗҫ татти-сыпписӗр ҫапӑҫса пырса 10 пин километр ытла тунӑ, ҫапӑҫусенче 18 пин фашиста вӗлерсе тӑкнӑ, 62 чугун ҫул эшелонӗ, 256 кӗпер, 96 склад сывлӑша сирпӗнтернӗ, икӗ нефтепромыслӑна юрӑхсӑра кӑларнӑ, 50 пин тонна ытла нефть ҫунтарса янӑ, 200 километра яхӑн телефонпа телеграф линине татса тӑкнӑ, тӑшманӑн ҫыхӑну станцийӗсене 50 станци аркатнӑ, 500 автомашин, 20 танк тата темӗн чухлӗ броневиксем пӗтерсе тӑкнӑ.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Ҫук, Арторикс, — терӗ вӑл, — эпир татӑклӑ ҫӗнтерӳ тума пултараймӑпӑр, мӗншӗн тесен Италире сӑнчӑрта йынӑшса пурӑнакан вунӑ миллион чураран пирӗн пата ҫӗр пинрен те сахалтарах килчӗҫ, мӗншӗн тесен пирӗн идея пусмӑртисен масси хушшине сарӑлса, вӗсен чӗрисене чӗртсе яраймарӗ-ха, мӗншӗн тесен Рим тиранийӗ пӑхӑнтарнӑ халӑхсен тӳсӗмлӗхне ҫителӗклӗ хавшатса ҫитереймен-ха, мӗншӗн тесен Рим ытла вӑйлӑ-ха, эпир ытла вӑйсӑртарах…
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫав ытарайми хӗрарӑма вӑл хӑйне хӑй юратнинчен ҫӗр хут ытларах юратать, анчах хӑйӗн пурнӑҫӗ валли суйласа илнӗ таса ӗҫе юратнинчен ытла юратман.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Римлянсен когортисене тӗпренех ҫӗнтерчӗҫ: тӑватҫӗр легионер ытла вилсе выртрӗҫ, виҫҫӗр ытла тыткӑна лекрӗҫ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Слонсене сӑнаса пымашкӑн пурӗ 25 пин ытла полицейскине явӑҫтарнӑ, 973 пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа усӑ курнӑ, ку тапхӑрта 15 пин ытла васкавлӑ пулӑшу машини ӗҫленӗ, 150 пине яхӑн ҫынна эвакуациленӗ.
Китайра слонсене пула 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29380.html
Хӑрах куҫлӑ Иван Иванович Иван Никифоровича тӗртсе ячӗ, кӑшт тӳрменрех пулчӗ те вӑл тӗртни, ҫапах та Иван Иванович тӑнӑ ҫӗрелле тӗкрӗ-ха вӑл, городничий те Иван Ивановича хускатрӗ, анчах вӑл вара пачах урӑх еннелле тӗртрӗ, городничийӗн суранлӑ ури итлемерӗ-ҫке, вӑл ӑна ытла аякка сулӑнтарса пусрӗ, ҫавӑн чухне ун ури нимӗнле командӑна та итлесшӗн пулмарӗ, юри тунӑ пекех, пачах хирӗҫле енне, таҫта ҫити аякка ярса пусрӗ (ку ӗнтӗ сӗтел ҫинче тӗрлӗ ҫырла эрехӗсем ытла нумай пулнинчен те килчӗ пулмалла), Иван Иванович вара хӗрлӗ платьеллӗ майра ҫинех ӳкрӗ, леш, хӑй, ҫаксене курасшӑн хӗрӗнсе, шӑпах варрине пырса тӑнӑ, ҫакӑн пек пулса пыни вара ырра пӗлтермерӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Эсӗ ытлашши васкатӑн, Брезовир, — терӗ Крикс, — ытла васкатӑн та, ытла хӗрӳленетӗн.— Ты слишком спешишь, Брезовир, — возразил Крикс, — ты слишком спешишь и горячишься.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.