Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунсӑр пуҫне, Лев Степановичӑн дворньӑна хӑйне кирлӗ пек воспитани пама ҫав тери пысӑк пултарулӑх пулнӑ, ун пек пултарулӑх пирӗн вӑхӑтра пачах та ҫухалчӗ ӗнтӗ, вӑл ҫынсене мӗн ҫамрӑкранпах калама та ҫук хӑраса пурӑнма вӗрентнӗ; ҫавна пула унӑн фаворичӗ тата лазутчик пулнӑ камердинерӗ — Тит Трофимов та, пӗтӗм дворньӑна хӑратса пурӑнакан ҫын, улпут арӑмӗ хушнисене те ытла яланах итлеменскер, чунӗ уҫӑлнӑ тата чӗрере мӗн пуррине пӗлтерес килнӗ самантсенче тӳррӗнех каласа панӑ: улпут ҫывӑракан пӳлӗме вӑл нихҫан та хӑрамасӑр кӗмен, пуринчен ытла ирсерен, Лев Степанович кӑмӑлӗ паян мӗнлине пӗлмен чух.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл хӑйне епле тыткалани, аллисене епле сулкалани, йӑл кулли, ытла та ырӑ, ытла та кӑмӑллӑ пулни — хура-шур пайтах тӳссе курма ӗлкӗрнӗ комсомолецсен чун-чӗрине тӳрех пырса тивет: вӑл пӗр ҫӗклентерсе, пӗр хурлантарса ярать, нумайӑшӗн вара хумханнипе, ҫав вӑхӑтрах чӑн телее ҫумра туйнипе куҫҫулӗсем те кӑшт ҫеҫ тапса тухмаҫҫӗ куҫӗсенчен.
Комсомол // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах йывӑр самант килсе тухать те, пӑхӑсӑн, — пӗр ҫын тепӗрне пурнӑҫран ытла юратать пулин те, хӑйӗнчен ытлах юратмасть иккен, хӑйне вӑл ытларах юратать, пуринчен хытӑрах…
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ытла та вӑхӑтсӑр уйрӑлчӗ ҫутӑ тӗнчерен, ытла та.
Самарти кунсем-ҫулсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Паллах, пӗр кӗнекере Владимир Ильичӑн мӗнпур пек пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама май ҫук, — вӑл ытла та пысӑк, ытла та анлӑ.
Ленин пурнӑҫӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Ун пек ҫынсем сӑмаха ытла ҫӑмӑллӑн параҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑйсен сӑмахӗсене ытла ҫӑмӑллӑн пӑсаҫҫӗ те.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тухса тӑракан йӗтес шӑммисемпе ытла та вӑрӑм мӑйлӑскерсем, пурсӑмӑр та эпир темле ытла пӗчӗкҫӗ, мӗскӗн тата типшӗм пек туйӑнатпӑр.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пиҫӗхсе ҫитме ытла та сахал ҫапӑҫнӑ-ха эпир, курасса та ҫавнашкалах ытла сахал курнӑ та, илтессе те хамӑр хӑлхана тӳрех мӗн пырса кӗнӗ — ҫавна ҫеҫ илтнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫак праҫникре темӗншӗн кӑмӑл ытла та уҫӑ, ытла та лайӑх.Почему-то так светло, так замечательно на душе в этот праздник!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Вӑл часрах лаша хыҫҫӑн чупа пуҫланӑ, анчах юр пит тарӑн пулнӑ, тӑлӑпӗсем те йывӑр пулнӑ, урисем чӗркуҫҫи таран ытла юр ӑшне пута-пута ларнӑ; вӑл пӗр 20 утӑмран ытла тӑвайман, хашка пуҫласа чарӑнса тӑнӑ.
VIII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
«Эпӗ кӗҫӗр вилме пултаратӑп, вилетӗп те пулӗ», — тесе шухӑшласа илнӗ вӑл, анчах ҫав шухӑш ӑна ытла лайӑх маррӑн та, ытла хӑрушшӑн та туйӑнман.
VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Пур ҫӗрте те ӑна ӗҫлеме юратнӑшан, хавшакшӑн, вӑйӗшӗн хаклӑ хунӑ, пуринчен ытла ырӑ, лайӑх кӑмӑлӗшӗн юратнӑ; анчах вӑл ниҫта та нумай пурӑнайман, мӗншӗн тесен ҫулталӑкра икӗ хут, хӑш чухне ытларах та ӗҫме тапратнӑ, ун чухне вара, ҫийӗнчи тумтирне ӗҫсе янисӗр пуҫне, ашкӑнма, ҫын ҫумне ҫулӑхма, вӑрҫма юратнӑ.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл ытла та шурса кайнӑ тата яланхинчен ытларах уксахлать.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах Монтанелли халӑхӑн кӑмӑлне кайни пуринчен ытла ҫакӑнтан килет пулӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ: вӑл чиркӗвӗн ытти пуҫлӑхӗсем пек ашкӑнса пурӑнмасть, вӑл ытла та йӗркеллӗ тата таса чӗреллӗ ҫын.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫамрӑк чухне ытла та шухӑшламасӑр качча илнӗ капӑр тумлӑ хӑрӑк пукане литераторсен пысӑк ушкӑнне пухакан хуҫа пулма юрӑхлӑ пулман, ҫавӑнпа Грассини ытла та хурланнӑ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ытла та пӗр систермесӗр, ытла та кӗтмен ҫӗртен капла хӑтланчӗ вӗт-ха вӑл?
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Авиаци чаҫӗсен виҫӗ пайне ытла гварди чаҫӗсем тунӑ, икӗ пин ытла летчик Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ; 61 летчик икӗ хутчен Герой ятне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ, Александр Иванович Покрышкинпа Иван Никитич Кожедуб летчик-истребительсем виҫӗ хутчен Совет Союзӗн Геройӗсем пулчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл ытла та ывӑнса ҫитнӗ пек, салху курӑннӑ, ҫавӑнпа та Карди атте сасартӑк: — Эпӗ сире ывӑнтартӑм пулас, каноник атте. Каҫарӑр мана ытлашши нумай калаҫнӑшӑн. Эпӗ ҫав ыйтӑва ытла та чӗре патне илсе, итлекенсене, тен, йӑлӑхтарса та ҫитернине манатӑп, — терӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Чӑл-пар тарнӑ хӗрсен хушшинче пӗри, кӗске хура жакеткӑлли, час-часах каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл пуринчен ытла ахӑлтатса кулнӑ пек, пуринчен ытла намӑсланса, хура куҫӗсемпе йӑлтӑртаттарса пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.
II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Чӑнах та, Пушин Махова пуринчен ытла кӑмӑлланӑ, унпа пӗрле ытти шоферсенчен ытларах рейса ҫӳренӗ, вӗсен койкисем те общежитинче юнашар пулнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.