Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ытла сăмах пирĕн базăра пур.
ытла (тĕпĕ: ытла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Симфони уншӑн питӗ ҫывӑх сывлӑшпа, анчах кас-кас е ытла та ассӑн, е ытла та хӑвӑрт сывларӗ, ҫак сывлавсенче Аня вӑйлӑ тата тарӑн шухӑшласа пурӑннӑ ҫыннӑн сӑн-сӑпатне курчӗ, ҫав ҫын пурнӑҫӑн сарлака хумӗсенче, руле ҫирӗп тытса, хӑйне тӑршшӗпех тӗрӗслесе пыни лайӑх паллӑ пулчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юрату юрри вӗҫленсен, пӗр кӗске саманта шӑп кӑна (шӑп кӑна!) пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑх, вӑл ытла та шӑп пулнипе, пуҫ мимине ыраттарса кайнӑн та туйӑнчӗ, анчах залри икӗ пин ҫын, ҫивӗч те пӑхӑнтаракан команда тӑрӑх тунӑ пекех, ытла та пӗр харӑс алӑ ҫупса яни ҫак шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен патах татса ячӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫул укҫи ытла ан «ҫырттӑр» тесе республика хыснинче 24 миллион тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Ҫитес ҫӗре ҫитме пулать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60947

Пӗлтӗр эсир 30 пин ытла ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ, республикӑра ӗҫе вырнаҫтарнин кӑтартӑвӗ 80 ытла процентпа танлашнӑ.

В прошлом году вы помогли трудоустроить более 30 тысяч человек, уровень трудоустройства в республике составил более 80 процентов.

Олег Николаев Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/19/poz ... i-s-dnem-s

Ку ытла та тӑрлавсӑр ҫын, ытла та.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пупӑн пӗтӗм сӑнӗнче пуринчен ытла сӑмси палӑрса тӑрать: вӑл ытти ҫынсенни пек мар, ытла пысӑк, йӗрлӗ-йӗрлӗ, пӗркеленчӗклӗ, ҫитменнине тата — ун вӗҫӗнче темиҫе хура пӑнчӑ пур.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ывӑлӗ ытла ҫине тӑман пулсан вӑл Укаслӑва кин тӑвас тенипе ниепле те килӗшес ҫукчӗ, ывӑлне ытла кӳрентерес мар тенипе ҫеҫ хӑтана яма пулчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ ҫӳҫене-ҫӳҫенех, ытла та асӑрханса, урасене шитшерӗн-шитшерӗн шутаркаласа ҫыран хӗрринех ҫывхартӑм та куҫа аялалла тирӗнтертӗм — чӗрем сӳ-ӳ-ӳ! сӗвсе кайрӗ: ытла та чӑнкӑ вӑл, пӗве «тӗпсӗр», шывӗ «хуп-хура» (ун ҫинче пӗр тӗлте ӳпресен кӗтӗвӗ пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне ҫӑмхаланать).

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫав хушӑрах ун ӑшӗнче темскер, ытла та хаклӑскер, йӑшӑлт вӑранчӗ те пӗтӗм чун-чӗрине ыррӑн-ыррӑн хускатса, хумхантарса ячӗ, кӑштахран вара куҫӗ умне майӗпен ытла та ҫывӑх ӗлке, чӗрери ҫурхи хӗвел — Полина сӑнарӗ — ҫӗкленсе-тӗсленсе, хӗрелсе-чечекленсе тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Бориспа вӗсем икӗ уйӑх каялла ытла та ӗненмелле мар, ытла тӗлӗнмелле хӑвӑрт паллашрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ӑнланаймарӑм… те ытла мӑн кӑмӑллӑ, те ытла хӑравҫӑ ҫын вӑл.

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Гармонист, гармонист, Ытла хитре вылятӑн, Ытла хитре вылянипе Хӑвна юраттаратӑн, — ҫавӑнтах такмакласа илчӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗлтӗр, хисеплӗ ӗҫтешсем, 850 пин тӑваткал метр ытла пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассине тивӗҫтернӗ, ку 2021 ҫулхи калӑпӑшсенчен 19 процента яхӑн ытларах.

В прошлом году, уважаемые коллеги, обеспечен ввод более 850 тыс. квадратных метров жилья, что почти на 19 процентов превышает объемы 2021 года.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Муниципалитет территоринче ял хуҫалӑх таварне тарӑннӑн тирпейлессипе 6 кооператив тата тӑватӑ фермер хуҫалӑхӗ тӑрӑшать, вӗсем аш-какайран 90 ытла тӗрлӗ хатӗр ҫимӗҫ тата ҫурмафабрикат, сӗтрен 10 ытла тӗрлӗ продукци тата 9 тӗрлӗ сыр хатӗрлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Кунне ултӑ сехетрен ытла вӗҫместпӗр, аллӑран ытла вӗҫсе хӑпарма юрамасть.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӗ те пӗлместӗп ӗнтӗ: ҫавӑн чух те хӗр ытла уҫӑ кӑмӑллӑ пулни, те хам ытларах сыпни хӑюлантарчӗ мана?

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ытла та кулӑшла пулса тухнӑччӗ ку: сочиненисене нихӑҫан та «виҫҫӗ» паллӑран ытла ҫырайман хӗр хаҫат кӑларма каять.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ку хӗрарӑм чӗри ытла та савӑнӑҫлӑ, ытла та лӑпкӑ тесе шутлама пултарӗҫ айккинчен пӑхакансем.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь вӗсен хуйӑхӗсем ытла та пысӑк, кӑмӑлӗсем ытла та тилӗрнӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытла та вӗри, ытла та вӑйлӑ пуль ҫав унӑн чӗри.

Помоги переводом

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней