Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна вӑл хӑй, — ывӑлӗшӗн пӑлханса, хӑраса, унӑн ӳт-пӗвне упрасси ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑ ҫын — халь текех ҫук пек, ун пек ҫын унран уйрӑлса таҫта инҫете кайнӑ пек, тен, вӑл вут-хӗмре пуҫӗпех ҫунса кайнӑ пек туйӑнчӗ, ҫакӑ вара унӑн чунне ҫӑмӑллатрӗ, тасатрӗ, чӗрине ҫӗнӗ вӑйпа ҫӗнетнӗ пек туйӑнчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Авдотья ачине комод ещӗкне хучӗ — унӑн кроватьне вӑл хӑйпе пӗрле Алеша сӑрчӗ ҫине илсе кайнӑ, Василий ывӑлӗшӗн кӳренчӗ:
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн чӗринче икӗ туйӑм тавлашса тӑчӗ: вӑл пурнӑҫри хуйха ҫав тери лайӑх куракан ывӑлӗшӗн мӑнкӑмӑлланчӗ; анчах та ҫак хушӑрах ывӑлӗ ҫамрӑк пулин те ытти ҫынсем, пек калаҫманнине, ҫав пурте — амӑшӗ хӑй те — хӑнӑхса ҫитнӗ пурнӑҫа хирӗҫ хӑйӗн ывӑлӗ пӗччен тавлашса тӑнине те манма пултараймарӗ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ ывӑлӗшӗн хӑраса кайрӗ, ӑна хӗрхенсе пӑрахрӗ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи, йӗркене кӗрсе ҫитеймен пурнӑҫ: ӗҫлеме халӑх ҫитмест — ҫартан пурте таврӑнайман-ха, нумайӑшӗ нихҫан та таврӑнас ҫук ӗнтӗ, машинсем ҫитмеҫҫӗ, ҫаплах ӗнесемпе те лашасемпе ака-суха тӑваҫҫӗ; пӳртсем юхӑннӑ — вӗсене юсама пулӑшмалла; теприсене вилнӗ ашшӗшӗн, упӑшкишӗн е ывӑлӗшӗн пенси тутарса памалла: районти собеспа хӗрӳ кӗрешӳ пырать; унччен те пулмасть, учительсем ҫителӗксӗрри палӑрать, каллех кӗрешмелле, хальхинче — районти ҫут ӗҫ пайӗпе.
Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ывӑлӗшӗн лартрӗҫ Хӑмла ҫырлине Арӑмӗшӗн лартрӗҫ — Йӗплӗ куршанак.Посадили сыну Кусточек малины, Нелюбой невесте Колючей шипшины.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Анчах вӑл ахаль-и-ха ывӑлӗшӗн укҫа тӳлет, ахаль-и ывӑлӗ унӑн хулара пурӑнать, шкулта вӗренет тата мӑйне хӗрлӗ тутӑр ҫыхса ҫӳрет?
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ильинична каллех ӗнтӗ ывӑлӗшӗн ниҫта кайса кӗрейми тунсӑхлама тытӑнчӗ, ҫакна ниепле те пытарма пултараймарӗ.Ильинична с новой силой затосковала по сыну и скрыть этого не смогла.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Ҫине тӑраканскер», — савӑнаҫҫӗ ашшӗпе амӑшӗ ывӑлӗшӗн.
Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.
Вӑл таҫта ҫывӑхрах пурӑннӑ пек, ывӑлӗшӗн тунсӑхласа ҫитсе, ун патне пурпӗрех таврӑнас пек туйӑннӑ.словно она жили где-то поблизости и, соскучившись, обязательно вернется к ному.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тата амӑшӗн сасси те, вӑл, картишӗнче ҫӳресе, ывӑлӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ пек ачаш та ырӑ, чӗре тӗпнех сӑрхӑнса кӗрет, Костя, ачашланӑшӑн савӑнса, амӑшне мӑйӗнчен ытамласа илет те нумайччен унран уйрӑлаймасть, хуллен калаҫса чунне йӑпатнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӑпать…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Амӑшӗ ӑна аллисене сарса кӗтсе илӗ те, вилнӗ ывӑлӗшӗн нумай хушӑ хӳхле-хӳхле, хӑйӗн кӑвак пуҫӗнчи тӑрмаланчӑк ҫӳҫ пайӑркисене тӑпӑлтарӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Манӑн тӑхлача та ав ывӑлӗшӗн хупса лартрӗҫ.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Татӑлсах макӑрчӗ ывӑлӗшӗн Лукинична; ӗхлете-ӗхлете ӗсӗклерӗ Гришака асатте, — тӗпелти пӳлӗмре сӑмсине ал тупанӗ ҫине шӑнкарса, манкине хуралса ҫулланнӑ сӑхман арки ҫумне шӑла-шӑла ӳлесе йӗчӗ вӑл.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тачанкӑра ун пӗр хутаҫ выртнӑ, мӗн кӑна ҫук-ши унта: алӑ пысӑкӑш ҫавра кулач, виҫӗ килограмм таймалӑх сысна сали, икӗ теҫетке пӗҫернӗ ҫӑмарта, чӳлмекре пӑслантарса пӗҫернӗ хур аҫи пек пысӑк автан, симӗс сухан ҫыххи, ешӗл хӑярсем, — ывӑлӗшӗн хыпса ҫунакан Ниловна хутаҫ ҫыххи таранах тем те пӗр чике-чике тултарнӑ…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эпӗ — совет халӑхӗн ывӑлӗ, совет влаҫӗ хамшӑн тӑрӑшнине эпӗ амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗшӗн ачашшӑн тӑрӑшнипе ҫеҫ танлаштарма пултаратӑп…
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
Суранланмарӑр-и эсир, турӑ сыхлатӑрах, ӗнсӗре хуҫмарӑр-и?» чӗвӗлтетнӗ пуп ывӑлӗшӗн темӗн те тума хатӗр Хивря.Не ушиблись ли вы, не сломили ли еще, боже оборони, шеи? — лепетала заботливая Хивря.
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ывӑлӗшӗн мӗн пултарнине пурне те тунӑ вӑл, ӑна нимшӗн те ӳпкелеме ҫук.Провожая сыночка, вдова Шань отдала ему свое сердце, чего только она не сделала!
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Анчах хресчен ывӑлӗшӗн ку пурнӑҫланма пултарайман япала пулнӑ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эпӗ фронтри капитана киле юлнӑ ывӑлӗшӗн вожатӑй пулма сӑмах панӑ.А я обещала фронтовому капитану быть всегда вожатой для оставшегося дома сынишки.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950