Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑп сăмах пирĕн базăра пур.
шӑп (тĕпĕ: шӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑп та лӑп мӗн чухлӗ тӳлемеллине пӗлес тесен граждансем фонда ҫӗнӗ квитанцисем илме пыма та пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Шӑп урам варринче ҫатма пек тип-тикӗс ҫулччӗ, вӑл кӑшт кӑна анаталлаччӗ.

Помоги переводом

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Шӑп ҫавӑн пек текстсен пуххипе усӑ курса тӗнчери чи паллӑ онлайн куҫаруҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ те.

Именно с такими базами текстов известные мировые онлайновые переводчики и работают.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать ҫав - февралӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа шӑп та лӑп 27 ҫул ҫитрӗ.

Помоги переводом

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Шӑп пул!

— Молчи!

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла йӗри-тавра шӑп.

Кругом было пусто и тихо.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑп кӑна ҫиччӗ, тасалӑх эрни.

— Святая неделя.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю господин, хӑй сӑмахне май хута кӗмесӗр шӑп ларнӑшӑн самай тӗлӗннӗскер, вӑтанчӗ те вырӑнне ларчӗ.

Господин Фратю, немало удивленный тем, что никто не откликнулся на его призыв, смутился и сел.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗвел шӑп кӑна ҫӳле хӑпарса ҫитнӗ, ун ҫути, ешӗл ҫулҫӑ хушшипе сӑрхӑнса, ӗшнене ылтӑнпа ҫуса тухнӑ пек чӑпарлатать.

Солнце подходило к зениту, и его лучи, пронизывая листву, осыпали лужайку золотым дождем трепещущих зайчиков.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арҫынсен мӑнастирӗ сӑрт-ту хушшинче пытанса ларать, вӑл кирек хӑҫан та шӑп, халӑх та унта ытла ҫӳремест, хӗрарӑмсен Бяла Черквари мӑнастирӗ вара яланах тав-шуйлӑ.

Не в пример мужскому монастырю, затерянному в горах, всегда безмолвному и безлюдному, женский монастырь в Бяла-Черкве был очень оживленным местом.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Лар та шӑп пул…

— Сиди и молчи…

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Асран кӑна кайӑн, — сӑмах тӑсрӗ Стефчов, — ку шӑп кӑна иртӗхӳ-ҫке!

— Подумать только, — продолжал Стефчов, — ведь это прямо разврат!

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Игумен ак шӑп кӑна таврӑнчӗ.

Но игумен как раз вернулся.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хапха патне ҫитрӗм те урамалла пӑхатӑп — тӗнчипех шӑп та канӑҫлӑх.

Вышел на порог, посмотрел на улицу — всемирная тишина.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Паллах, Катерина Васильевна; анчах пирӗн пурнӑҫ шӑп кӑна ҫакна пула начар та ӗнтӗ.

— Конечно, Катерина Васильевна; но именно потому и дурна наша жизнь.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Бьюмонт, хӑй шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна шӑп ҫав хавхаланушӑн юратнӑ та ӗнтӗ.

И, сколько ей казалось, именно это одушевление всего больше привлекало к ней Бьюмонта.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Пирӗн йӗркеленӗ пурнӑҫра шӑп кӑна ҫавӑн пек пропорци, пысӑкрах пулмасан: ҫак йӗркепе пыракан пурнӑҫра тупӑш икӗ хут пысӑкрах пулать, тупӑшпа вара икӗ хут меллӗрех усӑ кураҫҫӗ.

— При нашем порядке точно такая же пропорция, если не больше: при нем получается вдвое больше дохода, и доход употребляется вдвое выгоднее.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку хӗрарӑм вӑл — Вера Павловна Кирсанова, хӑй ҫамрӑк-ха, ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, шӑп кӑна мана килӗшмелли ҫын, е, урӑхла каласан, Полина, сан пек, пӗрре те санӑн Катю пек мар: вӑл шухӑ та чӗрӗ госпожа.

Эта дама, Вера Павловна Кирсанова, еще молодая, добрая, веселая, совершенно в моем вкусе, то есть больше похожа на тебя, Полина, чем на твою Катю, такую смирную: она бойкая и живая госпожа.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсен питҫӑмартисем, куҫӗсем мӗнле ҫиҫсе тӑнине куртӑн вӗт-ха эсӗ залра; вӗсем тухса кайнине, каялла килнине куртӑн вӗт-ха; вӗсем тухса кайрӗҫ — эпӗ илсе тухрӑм вӗсене, кунта кашни пӳлӗмех, — арҫыннӑн-и, хӗрарӑмӑн-и вӑл, — ман хӳтлӗхӗм, унта ман вӑрттӑнлӑха никам та пӗлмест, алӑк каррисем, сас-чӗве пытаракан чаплӑ кавирсем, унта шӑп, унта вӑрттӑнлӑх; вӗсем таврӑнчӗҫ — вӗсене хам вӑрттӑнлӑхӑмсен патшалӑхӗнчен ҫӑмӑл савӑнӑҫпа савӑнма эпӗ илсе килтӗм.

Ты видела в зале, как горят щеки, как блистают глаза; ты видела — они уходили, они приходили; они уходили — это я увлекла их, здесь комната каждого и каждой — мой приют, в них мои тайны ненарушимы, занавесы дверей, роскошные ковры, поглощающие звук, там тишина, там тайна; они возвращались — это я возвращала их из царства моих тайн на легкое веселье.

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, ҫавӑн ҫинченех шухӑшласан та, тата тепӗр тӑватӑ сӑмах кӗрет вӑл шухӑша, пӗчӗк кӑна тӑватӑ сӑмах: «вӑл апла тутарасшӑн мар»,ҫав тӑватӑ пӗчӗк сӑмах вара ытларах та ытларах шухӑшлаттарать, акӑ ӗнтӗ хӗвел те анать, анчах ӗлӗкхи тата ҫав тӑватӑ пӗчӗк сӑмах ҫаплах шухӑшлаттарать-ха; вара шӑпах ҫумран кая пӗлмен Маша кӗрсе Вера Павловнӑна чей ӗҫме хушас умӗн, — шӑп кӑна ҫак вӑхӑт умӗн, — леш тӑватӑ пӗчӗк сӑмахран пилӗк пӗчӗк сӑмах пулса тӑрать: «манӑн та апла тӑвас килмест».

Нет, хоть и думается все это же, но думаются еще четыре слова, такие маленькие четыре слова: «он не хочет этого», и все больше и больше думаются эти четыре маленькие слова, и вот уже солнце заходит, а все думается прежнее и эти четыре маленькие слова; и вдруг перед самым тем временем, как опять входит неотвязная Маша и требует, чтобы Вера Павловна пила чай — перед самым этим временем из этих четырех маленьких слов вырастают пять других маленьких слов: «и мне не хочется этого».

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней