Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Моисей таврӑннӑ та халӑхӑн аслӑ ҫыннисене чӗнсе пухнӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа вӗрентсе каланӑ ҫак сӑмахсене пурне те вӗсене каласа панӑ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей Турӑ патне [ту ҫине] улӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна ту ҫинчен чӗнсе каланӑ: Иаков килне ҫапла кала, Израиль ывӑлӗсене ҫапла пӗлтер: 4. эсир Эпӗ Египет ҫыннисене мӗн тунине, Эпӗ хӑвӑра ӑмӑрткайӑк ҫуначӗ ҫинче [йӑтса ҫӳренӗ пек] ҫӗклесе ҫӳренине, сире Хам патӑма илсе килнине куртӑр; 5. эппин, эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн, 6. эсир Манӑн патшалӑхӑм, священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр; ҫакӑ ӗнтӗ эсӗ Израиль ывӑлӗсене калас сӑмах, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей Израиль [ывӑлӗсен] пур аслӑ ҫыннине чӗнсе пуҫтарнӑ та вӗсене каланӑ: килӗр-йышӑр тӑрӑх хӑвӑр валли путек суйласа илӗр те пасха пусӑр; 22. пӗр пайӑрка иссоп илсе, ӑна савӑтри юнпа йӗпетӗр те алӑксен урлавӗпе икӗ янахне ҫав савӑтри юнпа сӗрсе тухӑр; ирччен хӑвӑр ҫуртӑр алӑкӗнчен никам та ан тухӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисейпе Аарон фараон патӗнчен тухнӑ та, Моисей вара Ҫӳлхуҫа фараон патне янӑ шапасем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫана чӗнсе кӗлтунӑ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл пӑхма пынине Ҫӳлхуҫа курнӑ, вара Турӑ ӑна тӗм варринчен чӗнсе каланӑ: Моисей! Моисей! тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл хӑйӗн хӗрӗсене каланӑ: ӑҫта вӑл ҫын? эсир ӑна мӗншӗн пӑрахса хӑвартӑр? чӗнсе килӗр ӑна, вӑл ҫӑкӑр ҫитӗр, тенӗ.20. Он сказал дочерям своим: где же он? зачем вы его оставили? позовите его, и пусть он ест хлеб.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗр кайнӑ та ача амӑшнех чӗнсе пынӑ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Фараон хӗрӗ ӑна: чӗнсе кил, тенӗ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара ача аппӑшӗ фараон хӗрне каланӑ: еврей арӑмӗсем хушшинчен сан патна кӑкӑр ӗмӗртекен чӗнсе килес мар-и?
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: пухӑнӑр, эпӗ сире килес кунсенче хӑвӑра мӗн пулассине каласа хӑварам.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑйӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту; 30. эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл, Иосиф хӑйӗн тумтирне ун аллинче хӑварса чупса тухнине курсассӑн, 14. килӗнчи ҫыннисене чӗнсе, вӗсене ҫапла каланӑ: пӑхӑр-ха, вӑл пирӗн пата ҫак еврее пире мӑшкӑллама илсе килнӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Лаван ҫав таврари ҫынсене пурне те чӗнсе пухнӑ та ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; 2. тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил; 3. Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр; 4. сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ватӑлса ҫитсе куҫӗ курми пулсассӑн, Исаак хӑйӗн аслӑ ывӑлне Исава чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эй ывӑлӑм! тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ӗнтӗ Ревеккӑна чӗнсе кӗртнӗ те ӑна каланӑ: ҫак ҫынпа пӗрле кайӑн-и? тенӗ.58. И призвали Ревекку и сказали ей: пойдешь ли с этим человеком?
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Вӗсем: хӗре чӗнсе кӗртер те унран ыйтар, вӑл мӗн калӗ, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Авраама тӳперен иккӗмӗш хут чӗнсе каланӑ: 16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн 17. Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ; 18. эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, тет, тенӗ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен чӗнсе каланӑ: Авраам! Авраам! тенӗ.11. Но Ангел Господень воззвал к нему с неба и сказал: Авраам!
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ; 17. Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ; 18. тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.