Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ан шавла-ха, Петрок! — татах чышать ӑна юнашарри.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӗкӗрте хӑй пек мӑйракаллӑ качака путеккине курать, епле-ха чӑтӑн унпа вылямасӑр, вара ӑна мӑйракипе пырса чышать.
Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Чышать, атӑ пуҫӗпе тапать, ҫӳҫрен ярса илсе лӑскать, ҫӗре ҫапа-ҫапа ӳкерет.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӳрт урайне урисемпе шаплаттарса тӑрса сӑмсипе сӗт витрине талт-талт чышать, шампӑртаттарса сӗтне тӑкать.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Шӑллӗ начар итленӗшӗн Алешка ҫиленет, хӑшпӗр чухне вӑл чӑмӑрӗпе шакла пуҫлӑ шӑллӗне ӗнсинчен хытах чышать те, Мишкин шӑлӗсем шӑлтлатсах илеҫҫӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл хӑйне кӑкринчен чышать.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шаман сиксе тӑрса сӗтеле чышать, урипе кӑрст! тапать, вара, шаман йӑлипе, пӗҫҫисене пӑркаласа, пиҫиххи ҫумӗнчи хӑнкӑрмисене шӑнкӑртаттарса, хӑйне мӑйран-пӑвнӑ пек, ҫилленнипе хӑрӑлтатакан сассипе кӑшкӑрса ярать:
Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вавила ҫынсене нимӗн шарламасӑр, суккӑрла хӗнет: шӑлӗсене хытӑ ҫыртса лартнӑ хӑй, аллине ҫӳлелле ҫӗклет те, ҫынна питӗнчен чышать, унтан, лешӗ тӗшӗрӗлсе ансан, васкамасӑр куҫӗсемпе теприне шырать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ким ӑна ним чӗнмесӗр сӗтӗрсе пырать, хутран-ситрен, «чӗлхене» тепӗр хулпуҫҫи ҫине куҫарса хумалла пулсан ҫеҫ, чӑмӑрпа аяк пӗрчинчен таклаттарса чышать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Гарик ҫаплах кӗсменсемпе ҫырана чышать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Пӗри тӗрлӗ шӑтӑксенчен перет, тепри пур, щельсене тӑпра чышать, теприсем тата, винтовкӑсемпе, чул муклашкисемпе, тупӑпа пулемёт кӗпҫине, танк бронине кӳпкеҫҫӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чиновник ӑна: «Ак ҫакнӑ йышӑнмасӑр тӑраймӑр вара», тет те питӗнчен ҫатлаттарать; вӗҫкӗн патак ярса тытать, чиновник ӑна кӑкӑрӗнчен чышать; вӗҫкӗн ӳкет, шавланине илтсе, тарҫӑсем чупса ҫитеҫҫӗ, барин вилӗ выртать, — вӑл ҫӗре питӗ хытӑ персе анса тӑнлавӗпе сӗтел ури айне лартакан тимӗр ҫине ҫапӑннӑ иккен.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку карчӑк ыраттармаллах ҫапать, е сӑмса кӑкӗнчен, е тӑнлавран тивертме тӑрӑшать, ҫапасса та ыттисем пек ҫапмасть-ха вал, хӑй чышкин чӑмрашка енӗпе, чӑмӑртаса тытнӑ пӳрнисен шӑмӑ кукрашкисемпе пыра-пыра чышать.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
16. Кам та кам ҫынна тимӗр япалапа вӗлерсе пӑрахмаллах ҫапать, ҫавӑ вара ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 17. кам та кам аллинчи чулпа, вӗлерме пултаракан чулпа, ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ҫавӑ ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 18. вӗлерме пултаракан йывӑҫ япалапа ҫынна вӗлермеллех ҫапакан та ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 19. юншӑн тавӑраканни ҫын вӗлерекене хӑех вӗлерме пултарать: тӗл пулсассӑн ӑна хӑех вӗлерме пултарать; 20. кам та кам кураймасӑр ҫынна вӗлермеллех чышать е юриех, усал сунса, мӗнпе те пулин персе ӑна вӗлермеллипех тивертет, 21. е тӑшманлӑха пула ӑна аллипе вӗлермеллех ҫапать пулсассӑн, ҫапакана вилӗм аллине памалла: вӑл ҫын вӗлерекен шутланать; юншӑн тавӑракан ӑна тӗл пулсанах вӗлерме пултарать.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1