Поиск
Шырав ĕçĕ:
Святой Яков кварталӗ хӑйӗн фонтанӗпе тивӗҫлипе мухтанать, ун умӗнче, хавассӑн калаҫа-калаҫа, вилӗмсӗр Джованни Боккачио ларма юратнӑ; ӑна аслӑ Сальватор Роза пысӑк пир ҫине пӗрре кӑна мар ӳкерсе илнӗ; Сальватор Роза Томазо Аниелло тусӗ пулнӑ, Томазо Аниеллона чухӑн халӑх Мазаниелло тесе чӗннӗ, вӑл чухӑн халӑхӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе вилнӗ — Мазаниелло та пирӗн кварталта ҫуралнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫав тери чухӑн, пит чухӑн, унтан ытла шухӑшласа кӑларма та ҫук…Такая бедность, такая бедность, что горчее и придумать нельзя…
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Ӑна пуян теме юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл пуян мар, чухӑнрах та; анчах хӑр чухӑн тесе те калаймӑн, мӗншӗн тесен унран чухӑнраххисем те нумай.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей Гаврилович, пуҫне пӑркаласа, ӑна хирӗҫ яланах ҫапла каланӑ: «Ҫук, Кирила Петрович, ман Володька Мария Кирилловнӑн упӑшки пулаймӗ. Чухӑн дворянинӑн, ачаш арӑм тарҫийӗ пуличчен, чухӑн дворянкӑна качча илсе кил хуҫи пулни аванрах пулӗ», –тенӗ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
1. Иисус пӑхнӑ та пуянсем Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хӑйсен парнине хунине курнӑ; 2. пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та ҫавӑнта икӗ вак укҫа хунине курсассӑн 3. Вӑл каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ; 4. ыттисем пурте ытлашшине Турра парне кӳчӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Чухӑн ҫынна ӑсне кура, пуян ҫынна пуянлӑхне кура хисеплеҫҫӗ: 34. чухӑн чухне хисеплӗ ҫын пуяна тухсассӑн мӗн тери хисеплӗрех пулӗ?
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ: 14. акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ; 15. анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Чухӑна ан ҫарат: вӑл ахаль те чухӑн, хапха умӗнчи мӗскӗне те ан кӳрентер, 23. мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫне Ҫӳлхуҫа хутшӑнать, вӗсене ҫаратакансенӗн чунне кӑларать.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳрӗлӗхпе сахал туни тӳрӗлӗхсӗр нумай тунинчен ирттерет; ылтӑн-кӗмӗл пухнинчен чухӑн ҫынна пулӑшни лайӑхрах, 9. мӗншӗн тесессӗн чухӑн ҫынна ырӑ туни вилӗмрен хӑтарать, кирек епле ҫылӑхран та тасатать.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вара Давид патне Нафан [пророка] янӑ, лешӗ ун патне пынӑ та каланӑ: пӗр хулара икӗ ҫын пулнӑ, пӗри — пуян, тепӗри — чухӑн; 2. пуяннин вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та питӗ йышлӑ пулнӑ, 3. чухӑннин вара пӗртен-пӗр сурӑхсӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӑл ӑна путеклех туяннӑ та ҫитерсе ӳстернӗ, ҫак путек унӑн ачисемпе пӗрле ӳснӗ; унӑн ҫиес ҫӑкӑрне ҫинӗ, унӑн алтӑрӗнчен ӗҫнӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ҫывӑрнӑ, вӑл уншӑн хӗрӗ пекех пулнӑ; 4. пуян ҫын патне ҫулҫӳрен кӗнӗ те, лешӗ ҫулҫӳрен валли [апат] хатӗрлеме хӑйӗн сурӑхне е вӑкӑрне хӗрхеннӗ, вӑл ӗнтӗ чухӑнӑн сурӑхне пуснӑ та ҫав ҫын валли апат хатӗрленӗ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн тӑванусенчен е ютран килсе сан ҫӗрӳнте, сан килӳ-ҫуртунта пурӑнакансенчен тара кӗрӗшсе ӗҫлекене — чухӑн, кӗлмӗҫ ҫынна — ан кӳрентер; 15. ӑна ӗҫӗшӗн хунӑ хака ҫав куннех, хӗвел анса ларичченех, тӳлесе тат, мӗншӗн тесессӗн вӑл чухӑн, чунӗ ҫавна кӗтет: унӑн сана ӳпкелесе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнмалла ан пултӑр, сан ҫинче ҫапла ҫылӑх ан пултӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Чухӑнпа чухӑн пӗрлешсен, ним ҫуках юлать, тӑвансем.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чухӑнсем пӗрех ӗмӗрех чухӑн пулаҫҫӗ, пуянсем нихҫан та хурлӑх курмаҫҫӗ.Ведь все одно бедняки вечно останутся бедняками, а богачи никогда горя не увидят.
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Чухӑнӗ — чухӑн та, ҫапах та чее, — терӗ Уча.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эй турӑ, эсӗ чухӑнсемшӗн сахал тӑрӑшатӑн, чухӑн ҫыншӑн кӑмпа та тутлӑ апат-ҫимӗҫ!Плохо ты, господи, о бедных заботишься, бедному и гриб — лакомство!
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кирек епле пулсан та кашни вырсарникун чиркӗве ҫӳретӗп, унтан пӗр сехет хушши евангели вулатӑп, кунсӑр пуҫне хам университета кӗрсен кашни уйӑхра иленекен шурӑ тӗслинчен епле пулсан та иккӗ ҫурӑ (вуннӑмӗш пайне) чухӑнсене паратӑп тата ҫакна никам пӗлмелле мар тӑватӑп: ыйткалакансене мар, никам пӗлмен чухӑн ҫынсене, пӗр-пӗр тӑлӑха е карчӑка шыраса тупатӑп та паратӑп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чухӑн хресченсене Полыпа панӗсене сутрӗ, пан помещиксемпе мир турӗ, Украинӑна Франция, Румыния, Греция ҫӑрттанӗсене сутрӗ, вӗсемпе пӗр кавар пулса, Украинӑри чухӑнсем ҫине вӑрҫӑпа тухрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пуян чиркӳсемпе пупсен ылтӑнпа ҫӗленӗ ризисене чухӑн халӑхӑн лаҫ пек пӳрчӗсемпе вӗсен ҫӗтӗк-ҫатӑкне амӑшӗ ӗлӗк те курнӑ, анчах та халиччен ӑна кусем ҫапла пулмалла пек туйӑннӑ, халӗ вӑл кунпа килӗшме ҫуккине, ку чухӑн ҫынсене кӳрентернине курчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех, вӑл чиркӳ пуянсемшӗн мар, чухӑнсемшӗн ҫывӑхрах та кирлӗрех пулнине пӗлчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Анчах ҫав ҫилех чухӑн хӗрарӑмӑн чашӑкра йӑтса пыракан ҫӑнӑхне вӗҫтерсе салатнӑ.— Но тот же ветер развеял у бедной женщины муку, которую она несла в чаше.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ливан ҫуртне ҫаплах хӗрарӑм, чулҫӑн тӑлӑха юлнӑ чухӑн арӑмӗ, ҫитсе кӗнӗ.Также пришла в дом Ливанский женщина, бедная вдова каменщика.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.