Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тов 12

Раздел: Библи –> Товит кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 21:57

Предложений: 25; Слово: 387

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Товит хӑйӗн ывӑлне Товияна чӗнсе илнӗ те каланӑ: хӑвпа пӗрле ҫул ҫӳренӗ ҫынна тӳлеме хатӗрле эсӗ, ӑна хушса тӳлеме те ан ман, тенӗ. 2. Ывӑлӗ каланӑ: аттем, эпӗ, ӑна хам илсе килнӗ пурлӑхӑн ҫуррине парсассӑн та, тӑкак тӳсмӗп, 3. мӗншӗн тесессӗн вӑл мана сан патна сывӑ халлӗн илсе ҫитерчӗ, манӑн арӑма сыватрӗ, кӗмӗлӗме илсе килсе пачӗ, санӑн куҫна та сиплерӗ, тенӗ. 4. Ашшӗ ӗнтӗ: ҫавӑн пек парас та ӑна, тенӗ. 5. Вӑл Ангела чӗнсе илнӗ те каланӑ: хӑвӑр мӗн чухлӗ илсе килнинчен ҫуррине ил те ыррӑн-сыввӑн каях ӗнтӗ, тенӗ.

6. Ангел вара иккӗшне те чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: Турра мухтӑр, Турра аслӑлӑр, Унӑн аслӑлӑхне асра тытӑр, Вӑл сирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен пур чӗрӗ чуна пӗлтерӗр. Турра мухтани, Унӑн ятне аслӑлани, Турӑ ӗҫӗсем ҫинчен Ӑна чунтан юратса каласа пани — ырӑ ӗҫ; Турра аслӑласа мухтама ан ӳркенӗр. 7. Патша вӑрттӑнлӑхне пӗлтерменни аван, Турӑ ӗҫӗсене пӗлтерни — мухтава тивӗҫ. Ырӑ тӑвӑр, вара усалли сире тӗкӗнеймӗ. 8. Ырӑ ӗҫ вӑл — типӗ тытса кӗлтуни, мӗскӗнсене пулӑшни тата тӳрӗлӗхпе пурӑнни. Тӳрӗлӗхпе сахал туни тӳрӗлӗхсӗр нумай тунинчен ирттерет; ылтӑн-кӗмӗл пухнинчен чухӑн ҫынна пулӑшни лайӑхрах, 9. мӗншӗн тесессӗн чухӑн ҫынна ырӑ туни вилӗмрен хӑтарать, кирек епле ҫылӑхран та тасатать. Ырӑлӑх тӑваканӑн, тӳрӗ ӗҫпе пурӑнаканӑн кунҫулӗ вӑрӑм пулать. 10. Ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйсен пурӑнӑҫне хӑйсемех пӗтереҫҫӗ. 11. Сирӗнтен нимӗн те пытармастӑп; мӗн калассине каларӑм ӗнтӗ: патша вӑрттӑнлӑхне пӗлтерменни аван, Турӑ ӗҫӗсене пӗлтерни — мухтава тивӗҫлӗ. 12. Эсӗ кӗлтунӑ чухне, Сарра кинӳ кӗлтунӑ чухне эпӗ сирӗн кӗллӗре Святой умне ҫитертӗм, эсӗ вилнӗ ҫынсене тирпейлесе пытарнӑ чухне те эпӗ санпа пӗрлехчӗ. 13. Эсӗ, апат ҫисе ларнӑ ҫӗртен тӑрса, пӗр ӳркенмесӗр виле кайса пытартӑн, ырӑ ӗҫӳ манран пытарӑнса юлмарӗ, ун чухне те эпӗ санпа пӗрлеччӗ. 14. Хальхинче мана Турӑ сана тата санӑн Сарра кинӳне сыватма ячӗ. 15. Эпӗ — Рафаил, сӑваплӑ ҫынсен кӗллисене Турӑ патне ҫитерекен, Святой мухтавлӑхӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сӑваплӑ Ангелран пӗри пулатӑп, тенӗ.

16. Ҫак сӑмахсене илтсен, Товитпа Товия аптӑраса кайнӑ, хӑранипе иккӗшӗ те ҫӗре ӳпне ӳкнӗ. 17. Ангел вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр, канӑҫлӑх пултӑр сире. Ӗмӗрӗпех Турра мухтавлӑр. 18. Эпӗ хам ирӗкӗмпе килмен, Туррӑмӑр хушнипе килтӗм, ҫавӑнпа Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑр. 19. Ҫак кунсенче Эпӗ яланах сире курӑнса ҫӳрерӗм, анчах эпӗ ӗҫмен те, ҫимен те, сирӗн куҫӑра ҫеҫ ҫавӑн пек курӑннӑ. 20. Халӗ ӗнтӗ Турра мухтӑр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хама кунта Янӑскерӗ патне хӑпаратӑп, мӗн-мӗн пулса иртнине пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хурӑр, тенӗ. 21. Товитпа Товия ура ҫине тӑрсан Ангела текех курман вара. 22. Вара вӗсем Туррӑн тӗлӗнмелле хӑватлӑ, аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен, хӑйсене Ҫӳлхуҫа Ангелӗ епле курӑнни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней