Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чурара пурӑнакан халӑхӑн ӑҫтан пулчӗ-ха ҫавӑн пек чӑрсӑрлӑх, чуралӑхра тытакансем ӑҫтан хӑраса ӳкрӗҫ-ха?Откуда эта дерзость у порабощенного и этот страх у поработителя?..
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сирӗн чуралӑхра пурӑнасси пӗтсе пырать.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах ҫак хулара кантӑкран туса лартнӑ читлӗхсенчи ҫутӑ ҫине пӑхатӑн та — кунта вӑл та, ытти пур япаласем пекех, чуралӑхра иккенне ӑнланса илетӗн.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
14. Ӗнтӗ ачисем ӳтпе юнран пулнӑран Вӑл та вӗсем пекех ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ, ҫакна Вӑл вилӗм пуҫлӑхне, шуйттана, Хӑйӗн вилӗмӗпе ҫӗнтермешкӗн 15. тата вилӗмрен хӑранипе хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех чуралӑхра пурӑнакансене хӑтармашкӑн тунӑ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакӑнта ытарлӑн калани пур: ҫав арӑмсем икӗ халала пӗлтереҫҫӗ, пӗр халалне Синай тӑвӗ ҫинче панӑ, вӑл чура пулма ҫуратать, ку — Агарь ӗнтӗ: 25. Агарь Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗре килет, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ачи-пӑчи-мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать; 26. ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл пире пурсӑмӑра та анне пулать.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22. пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23. чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамос халӑхӗ пӗтрӗ: санӑн ывӑлусем — тыткӑнра, санӑн хӗрӳсем — чуралӑхра.Погиб народ Хамоса, ибо сыновья твои взяты в плен, и дочери твои - в пленение.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патшапа татнӑ сӑмахпа килӗшӳллӗн, аслӑ пуҫлӑхсем те, пӗтӗм халӑх та кашниех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине ирӗке яма килӗшнӗ, вӗсене малашне чуралӑхра тытас мар тесе, вӗсене ирӗке кӑларнӑ; 11. анчах ҫавӑн хыҫҫӑн, шухӑшне улӑштарса, ирӗке янӑ арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасене каялла илме тытӑннӑ, ирӗксӗрлесех вӗсене каллех чура туса хунӑ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Седекия патша пӗтӗм халӑхпа, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм халӑхпа, чурасене ирӗке кӑларасси ҫинчен, — кашнийӗнех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине, еврейпе еврей хӗрарӑмне, ирӗке ярасси ҫинчен, никамӑн та иудее, хӑйӗн тӑванне, чуралӑхра тытма юраманни ҫинчен, — сӑмах татнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Израиль чура-и вӑл? чуралӑхра ҫуралнӑ тарҫӑ-и? мӗншӗн-ха вӑл тупӑш вырӑнне тӑрса юлчӗ?14. Разве Израиль раб? или он домочадец? почему он сделался добычею?
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ вӗсене эпир хӑрушӑ чуралӑхра пурӑнни ҫитмест, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен йӗрӗхӗсене тупа турӗҫ — вӗсем Санӑн ӳкӗтне аркатасшӑн, Санӑн еткерне тӗп тӑвасшӑн, Сана мухтаса юрлакансен ҫӑварне хупласшӑн, Санӑн Ҫуртун чапне, Сана парне кӳмелли вырӑнӑн чапне сӳнтересшӗн, халӑхсене суя турӑсене мухтаттарасшӑн, ӗнтӗ этем-патшана ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑласшӑн.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпир — чурасем, анчах Туррӑмӑр пире чуралӑхра та пӑрахмарӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӗске вӑхӑтлӑха ырӑлӑх пачӗ, Вӑл, пирӗн халӑхӑн йӑлкӑмне сыхласа хӑварса, пире Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫинче тӗпленме ирӗк пачӗ, Туррӑмӑр пирӗн куҫсене ҫуталтарчӗ, чуралӑхра йӑл илме пачӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку вӑл шӑпах пушхирте Египет ҫыннисене тем тӗрлӗ асаплантарса пӗтернӗ Турӑ; 9. ҫирӗп тӑрӑр та паттӑр пулӑр, филистимсем, еврейсем сирӗн патӑрта чуралӑхра пулнӑ пек, сирӗн хӑвӑрӑн еврейсен аллине чуралӑха кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр; паттӑр пулӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн пушхирте виличчен пирӗншӗн Египет ҫыннисем патӗнче чуралӑхра пулни авантарахчӗ, тенӗ.Ибо лучше быть нам в рабстве у Египтян, нежели умереть в пустыне.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2