Поиск
Шырав ĕçĕ:
29. Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн пуҫӗнче е янахӗ ҫинче кӗсен пулсассӑн, 30. священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ те, кӗсенӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ун ҫинчи ҫӳҫӗ сарӑхса ҫинҫелнӗ пулсассӑн, священник ҫав ҫынсене таса мар тейӗ: ку — кӗсен чирӗ, ку — пуҫри е янах ҫинчи тилҫе чирӗ; 31. священник кӗсен суранне пӑхсассӑн, кӗсенӗ тир айне кайман, ун ҫинчи ҫӳҫӗ те хура мар пулсассӑн, священник ҫав кӗсенлӗ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 32. ҫиччӗмӗш кунне священник сурана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсенӗ сарӑлмасть пулсассӑн, ун ҫинче сарӑхнӑ ҫӳҫ те ҫук пулсассӑн, кӗсен тир айне кайман пулсассӑн, 33. чирлӗ ҫыннӑн ҫӳҫне-сухалне касса ямалла, анчах кӗсенлӗ вырӑна касас пулмасть, вара священникӑн кӗсенлӗ ҫынна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса лартмалла; 34. ҫиччӗмӗш кунне священник кӗсен чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсен ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, тир айне те кайман пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса тейӗ: ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та, вӑл таса пулӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Е тата камӑн та пулин ӳт-тирӗ вутпа пиҫсе кайсассӑн, пиҫни тӳрленнӗ вырӑна хӗрлӗрех е шурӑ пӑнчӑ тухсассӑн, 25. священник пӑнчӑ ҫинчи ҫӑмӗ шуралнине курсассӑн, суранӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ку вара тилҫе чирӗ, вӑл ӳт пиҫнӗ вырӑнта чӗрӗлсе кайнӑ; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 26. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, священник ӑна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 27. ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те пӑнчӑ ӳт-тир тӑрӑх питӗ сарӑлса пырать пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 28. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть, ҫитменнине тата палӑрсах каймасть пулсассӑн, ку пӗҫертнипе пулнӑ шыҫӑ; священник ҫав ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн ку пӗҫертнипе ҫеҫ пиҫӗхсе тӑрать.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑйсене чир ернӗ пирки ӑрӑмҫӑсем Моисее хирӗҫ тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн чирӗ ӑрӑмҫӑсене те, Египетри пур ҫынна та ернӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ [Манӑн халӑхӑма] ярасшӑн мар пулсассӑн, ӑна татах тытса тӑрсассӑн, 3. акӑ Ҫӳлхуҫа алли санӑн хирте ҫӳрекен выльӑху-чӗрлӗхӳ ҫине ҫитӗ, лашусем, ашакусем ҫине, тӗвӳсем, вӑкӑрусем, сурӑхусем ҫине ҫитӗ: мур чирӗ питех те йывӑр пулӗ; 4. Ҫӳлхуҫа [ҫав вӑхӑтра] Израиль выльӑхӗ-чӗрлӗхне Египет выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен уйӑрӗ, Израиль ывӑлӗсен мӗнпур [выльӑхӗнчен] пӗри те вилмӗ, те, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав ҫынсемшӗн хӑйсен чирӗ чи пӗлтерӗшли.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
14. Атеросклероз, гипертони, чӗрен ишеми чирӗ, чӗре сикни аптратсан катӑркаспа /боярышник/ 20 процентлӑ прополис настойкисене пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла, кунне 2-3 хут апатчен 20 минут маларах 25-шер тумлам ӗҫмелле.
Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Кӑмпа чирӗ ӳте, чӗрнене, лӑймака сийе, ҫӳҫе сиенлет.
Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
6-мӗшне кайсан трахом чирӗ аптӑратма пуҫларӗ.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Чирӗ вара выльӑхсене те ҫакланать.
Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ҫавӑн пекех меланома чирӗ пуҫланасси ҫине этем хӑш раса ҫынни пулни, хӑш ушкӑна кӗни те пысӑк витӗм кӳнине палӑртаҫҫӗ тӗрлӗ сӑнавсем.
Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Хальхи вӑхӑтра вут пуҫҫи чирӗ вӑй илни сисӗнет.
Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25