Поиск
Шырав ĕçĕ:
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Леш тӗнчене пурте ӗлкӗретпӗр, халлӗхе вилме никам та черете тӑман-ха…На тот свет все успеем, у смерти в очереди пока ишо никто не стоял…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ачасем черете тӑчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Моряк, хӑрах аллипе хутаҫ тытнӑ, тепӗрне чемодан тытнӑскер, Мускав поездӗнчен анса, ӑҫта кунта эвакопункт, тесе ыйтать, начальник патне кӗмешкӗн черете тӑрать, пӗчӗкҫеҫҫӗ таса мар пӳлӗмре лӑках халӑх, лараҫҫӗ те, тӑраҫҫӗ те, ҫывраҫҫӗ те — вӑрҫӑ!
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӑрахӑҫа тухнӑ кивӗ чиркӳ патӗнче палаткӑсем вырнаҫнӑччӗ, черете тӑтӑмӑр та редакторша мана чан ҫапнӑ ҫӗре хӑпарса пӑхар, терӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн ӑш хыпса килнӗччӗ те ҫӗнӗ тусӑм мана, квас ӗҫме тесе, черете ертсе кайрӗ.Хотелось пить, и моя новая подруга потащила меня в очередь за квасом.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Метро станцисен умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр карчӑксем, вӗсем ҫичӗ сехетрен тытӑнсах, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр йӑтса, пӗчӗк ачасене ҫавӑтса, черете утаҫҫӗ.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«4. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӳлӗмсен хуҫисене тата нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракан организацисене нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӑрӑмне хакламалли критерисем ҫинчен (вӗсене тӗпе хурса тӗп юсав ӗҫӗсене тумалли черете палӑртаҫҫӗ) пӗлтермелли йӗркене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.
11) Чӑваш Республикин стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсем тӗлӗшпе нормативлӑ требованисемпе методика требованийӗсене, вӗсене туса хатӗрлемелли черете тата тӳрлетӳсем кӗртмелли йӗрке тӗлӗшпе палӑртакан требованисене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑрасси;
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
…Вӗренӳ заведенийӗн картишӗнчи халӑх йышӗ Ленин мавзолейӗ умӗнчи вӗҫӗ-хӗррисӗр черете аса илтерет.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
2017 ҫул вӗҫӗнче виҫҫӗмӗш черете хута яма тӗллев лартнӑ.
Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
— Иккӗмӗш черете ӗҫе кӗртнӗрен производство лаптӑкӗ 14 пин тӑваткал метр хушӑнчӗ, — пӗлтерчӗ Константин Дони генеральнӑй директор.
Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
«Сестра постне» йӗркелени черете кӗскетме пулӑшнӑ.
«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Акан 1-мӗшӗ тӗлне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем асӑннӑ ушкӑнри 8293 ҫемьене лаптӑк пама черете тӑратнӑ.
Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Сӑлтавӗ - ку енӗпе темиҫе ҫул каялла яваплӑ пулнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче унпа усӑ курас тӗллевлӗ инвалидсен мӗнпур категорине пӗр черете тӑратни.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№