Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн театрти кӳренӗвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сирӗлчӗ; вӑл каллех Ольга ҫине телейлӗн, хавхаланса пӑхма пуҫларӗ; вӑл пурин умӗнче те Ольга юрланине савӑнса, кӑшт ҫеҫ куҫҫуль юхтармасӑр итлет; киле таврӑнсан вара, Ольгӑна пӗлтермесӗр, диван ҫине выртать, анчах каска пек хускалми ҫывӑрмашкӑн мар, Ольга ҫинчен ӗмӗтленме, пулас телей ҫинчен шухӑшлама выртать, — вара хӑй Ольгӑпа арлӑ-арӑмлӑ мӗнлерех пурӑнасси ҫинчен шухӑшласа хӗпӗртет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чарӑну-тӑрусенче сӗревҫӗсемпе пӗрле вагонсем айне кӗрет, хуп-хура хуралса тухать, хӑйне лакӑм е мелке тыттарсан, тем пекех хӗпӗртет.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӗн пирки хӗпӗртет вӑл?
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун вӑхӑтне ҫитнӗ ытти ачасем типшӗм те салху пулаҫҫӗ, вӑл вара савӑнӑҫлӑ, ҫут тӗнчене ҫуралнӑшӑн хӗпӗртет тейӗн ҫав.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл та юр ӳкнишӗн, иксӗмӗр пӗрле сулмаклӑ голланди утӑмӗ туса ярӑннишӗн хӗпӗртет.и тоже радуется, что идет снег и что мы катаемся с ней просторным — голландским шагом.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑйӗн хӗрсем ҫуккишӗн хӗпӗртет…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫавӑнпа амӑшӗ те, хӑйӗн хӗрӗ ҫине пӑхса, чӗререн хӗпӗртет; хӗрӗн вара нервисем ҫеҫ урмӑшнӑ: вӑл ҫӗр каҫипех ҫывӑраймӗ, темиҫе хут макӑрӗ-ха.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Княжна хӗпӗртет; Грушницкий те ҫавӑн пекех.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир пырсан, вӑл питӗ хӗпӗртет.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сип-симӗс кавир пек курӑнакан тырӑ калчисене курсан чун чӑннипех те савӑнать, хӗпӗртет.
Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07
Хуҫи ҫакӑн пек шанчӑклӑ юлташ тупӑннӑшӑн питӗ хӗпӗртет.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
«Вӑт, ман упӑшка епле лайӑх, айккинелле чупаканни мар, укҫа ӗҫлесе илме, ҫемьене тӑрантарма пӗлет», — хӗпӗртет пуль арӑмӗ.
Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ
Ҫуркунне хӗвел ӑшшинче тумла пӑт-пат тумланине, кайӑксем савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетнине, ҫырмасенче шарласа шывсем юхнине итлесе хӗпӗртет.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Кашни парнешӗн хӗпӗртет, алӑ ҫупса ташлать.
Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№
Тӑван ялӗнчех пурӑннишӗн хӗрарӑм питӗ хӗпӗртет.
Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15
Амӑшӗ, 88 ҫулхи Иустиния Леонидовна, ывӑлӗпе пӗтӗм чунтан хӗпӗртет.Мать, 88 летняя Иустиния Леонидовна, всей душой гордится сыном.
Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
«Маншӑн трактор-комбайн вӑл - чун киленӗҫӗ, ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче кунӗн-ҫӗрӗн хирте ирттермелли те пӗртте пӑшӑрхантармасть. Пирӗн ӗҫ яваплӑ. Ӑшӑ, уяр кунсемпе усӑ курса хир ӗҫӗсене вӑхӑтра вӗҫлеме тӑрӑшмалла. Ӳркенмесен ялта та пурӑнма аван. Ҫӗр вӑл, ҫын пекех, хӑйне юратнине, пӑхнине кӗтет. Ху тӑрӑшнин тухӑҫӗ аван пулсан вара чун тата та вӑйлӑрах хӗпӗртет», - тет Юрий Анатольевич.
Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Ҫитӗнекен хӑярпа помидорсене курсан чун хӗпӗртет.
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
Ятарлӑ инструментпа хӑй касса кӑларнӑ эреше курсан ача пӗрре тӗлӗнет, тепре хӗпӗртет.Ребенок, увидев собственноручно вырезанные специальным инструментом узоры, и удивляется, и радуется.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
15. Вӗсене пурне те вӑлтапа ҫаклатать, хӑйӗн серепине лектерет, хӑйӗн тетелӗсене тултарать, ҫавӑншӑн хӗпӗртет те каппайланса савӑнать.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.