Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗллехи (тĕпĕ: хӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр хӗллехи каҫ вӑл пирӗн пата килсе кӗчӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗш хушшинче тахӑш тӗлте, тахӑш самантра каллех хӗллехи пек асар-писер хӗрӳ лару-тӑру сиксе тухассӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Утарпа сад пахчи юхӑннӑшӑн вӗсем хӑйсене е Бархатова мар, ҫутҫанталӑкри сарӑмсӑр пулӑмсене айӑпланӑ: пыл хурчӗсене темле чир тӗп тунӑ, улмуҫҫисене хӗллехи хаяр сивӗ хӑртнӑ имӗш…

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗллехи вӑхӑтра кансӗртерех.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче ялта пулса иртрӗ ҫав пӑтӑрмах.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗллехи сивӗре хӑв та кӑвакарса кайӑн.

Помоги переводом

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Хӗллехи сессинчи экзаменсенче виҫӗ предметпа парайманччӗ…

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче пӗррехинче Люся чирлесе ӳкнӗ тенине илтрӗм, каярахпа Люся йывӑр ҫын иккенни палӑрчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кӑнтӑр иртсен Герасим Федотович хӑрнӑ чиесене касса ваклама тытӑнчӗ: хӗллехи сивӗ каҫсенче тимӗр кӑмака хутма селӗм вутӑ пулӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗвеллӗ ҫанталӑк ытлашши сулхӑн мар пулин те хӗллехи пекех тӗплӗн тумланнӑ мучин шӑрпӑк пурах ӗнтӗ, анчах кам-ха вӑл?

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виҫӗ хӗвеллӗ хӗллехи кун.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Куҫне уҫать те хайхискер: ҫил-тӑманлӑ хӗллехи каҫ мар — хӗвеллӗ ҫурхи кун, ҫӗр ҫине юр мар сапӑнать — шап-шурӑ ҫеҫкере ларакан ҫӗмӗрт ҫеҫкисем вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Амӑшӗ хӗллехи кун вуникӗ ҫухрӑм утаймастех.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ачине вӑл хӗллехи вӑхӑтра ҫакнашкал инҫе ҫула ма илсе тухнӑ-ха?

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Арҫын хӑйпашкарах кӗлеткеллӗ, ырханккарах сӑнлӑ — ун пеккисене хӗллехи сивӗ ҫатӑрах ҫавӑрса тытать.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑй савӑнӑҫлӑ, кӑвак куҫӗ хӗллехи ҫӑлтӑр пек ҫиҫет, унта чӑрсӑрлӑх, хӑюлӑх палӑрать.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ку таранччен писателӗн ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Этем илемӗ» (калавсем, 1961), «Урпашра та вутчуль пур» (калавсемпе повесть, 1980), «Ҫӗнӗ пӳрт» (калавсем, 1985), «Хӗллехи ӑшӑ» (повеҫсемпе калав, 1990), «Икӗ ҫӳлевӗҫ вилӗмӗ» (повеҫсемпе калавсем, 1993).

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Акӑ, сӑмахран, 2000 ҫулхи июль уйӑхӗнче, ҫыравҫӑ вилнӗ хыҫҫӑнах, «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ уйрӑлу сӑмахӗнче В. Станьялпа А. Тимофеев (Ыхра) Николай Мартынов сӑпайлӑхне, тирпейлӗхне, ӗҫченлӗхне аса илсе писателӗн «Хӗллехи ӑшӑ» повеҫӗнчи тӗп геройӑн, Малян ятлӑ ватта юлнӑ хӗрӗн, сӑнарӗнче чӑн чӑваш характерӗ сӑнланнине, Малян Нарсписен, Саламписен, Укахсен ретӗнчи сӑнар пулнине палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Хӗллехи хаяр сивӗ кунсенче Пайтула ярса тытрӗҫ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шупашкарти воевотӑ унпала Хӗллехи кунсенче ҫӳрет сунара.

Помоги переводом

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней