Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Сахал пӗлекен, анчах Турӑран хӑракан ҫын — нумай пӗлӳллӗ, анчах саккуна пӑсакан ҫынран аванрах.21. Лучше скудный знанием, но богобоязненный, нежели богатый знанием - и преступающий закон.
Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа кирек мӗнле ирсӗрлӗхе те кураймасть, ирсӗрлӗх вӑл Турӑран хӑракан ҫынна та йӗрӗнтерет.13. Всякую мерзость Господь ненавидит, и неприятна она боящимся Его.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тӑван хушшинче асли хисеплӗ, Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче Унран хӑракан хисеплӗ.24. Старший между братьями - в почтении у них, так и боящиеся Господа - в очах Его.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫаран хӑракан тус вӑл — ху пекех, ҫавӑнпа та туслӑхне тӗрӗс ҫулпа илсе пырать.17. Боящийся Господа направляет дружбу свою так, что, каков он сам, таким делается и друг его.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫаран хӑракан юлашкинчен ырӑлӑх курӗ, вилес кунӗнче вӑл пиллӗх илӗ.13. Боящемуся Господа благо будет напоследок, и в день смерти своей он получит благословение.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗрне тытса пыни, тепӗрне те пӑрахманни, аллунтан яманни — лайӑх: Турӑран хӑракан пур асапран та хӑтӑлӗ.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хитре сӑн — ултавлӑ, илем те — ниме тӑмасть; Ҫӳлхуҫаран хӑракан арӑм вара — мухтава тивӗҫлӗ.30. Миловидность обманчива и красота суетна; но жена, боящаяся Господа, достойна хвалы.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫаран хӑракан кунҫулне тӑсать, ҫылӑхлисен вара ӗмӗрӗ кӗскелет.27. Страх Господень прибавляет дней, лета же нечестивых сократятся.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Килӗнте — арӑму, ҫырлаллӑ иҫӗм пултранки евӗрлех вӑл; сӗтелӳ тавра — ывӑлусем, ҫу йывӑҫӗн хунавӗ евӗрлӗ вӗсем: 4. Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын ҫапла пиллӗхлӗ пултӑр!
Пс 127 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын, Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрекен ҫын кирек кам та телейлӗ!
Пс 127 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын, Унӑн ӳкӗчӗсене хытӑ юратакан ҫын телейлӗ.1. Блажен муж, боящийся Господа и крепко любящий заповеди Его.
Пс 111 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын кам вӑл?
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун пек ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, халиччен те унӑн таса кӑмӑлӗ хавшаман, эсӗ вара, ун ҫинчен элеклесе, Мана пӗр айӑпсӑр ҫынна пӗтерме хӗтӗртрӗн, тенӗ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, тенӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Уц ҫӗрӗнче Иов ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ; вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ, Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ, усалтан сыхланса ҫӳренӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмешкӗн кирек мӗнле парне те пӗчӗк, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен паха парне те Саншӑн нимӗн те мар, анчах Ҫӳлхуҫаран хӑракан яланах аслӑ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Авраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм; 12. вӑл чӑнахах та манӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман аттемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ; 13. Турӑ мана аттем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫапла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, терӗм.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.