Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑпартлануллӑ кӑмӑлпа таврӑнчӗ хулара пурӑнакан килне.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ван-Ланд — хӑпартлануллӑ, ӗшенми сунарҫӑ, вӑйӑҫ, эрехҫӗ, ҫапкаланчӑк, инҫе ҫул ҫӳревсене вӑл хӑнӑхнӑ ӗҫ пек, ыйхӑ е апат евӗр куллен кирлӗ пек хаклать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Икӗ ҫак сӑмаха — вӗриленнипе — ӗмӗтрен самантрах хӑпартлануллӑ чӑнлӑха куҫарчӗ: «Эсир ҫитнӗ!..».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Ҫакӑ ҫав тери хӑпартлануллӑ, ҫавӑнпах Роберт майӗпен-майӗпен ҫӑмӑллӑн, шӑппӑн сывлама пикенчӗ.Это было так заразительно, что Роберт понемногу стал дышать легче и тише.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Кунта хӑпартлануллӑ тӗрлӗ кӗленче, — вӗсене хӑна ҫурчӗн хуҫи уйрӑм сӑлтавпа кӑларса лартать; шӑпах хальхи йышшинче: ара, капитансем — професси капӑрлӑхӗн сӑлтавӗсене кура пӗр-пӗрне ытлах юратса кайман халӑх, вӗсем мӗншӗн те пулин пухӑнса пӗрле ӗҫсе ларни — шӑпах уйрӑм сӑлтав.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
— Нумай юлмарӗ, — Владимирӑн питне-куҫне курмастӑп ӗнтӗ, анчах сассинчен вӑл паҫӑрхи пекех хӑпартлануллӑ та савӑнӑҫлӑ инкенне туйса илетӗп.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Старик сӗтел ҫинчен бронзӑран тунӑ пысӑках мар бюста илчӗ те, ӑна боеца кӑтартса, темӗнле вырӑнсӑр хӑпартлануллӑ мӑнкӑмӑллӑхпа калаҫма тытӑнчӗ:
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑпартлануллӑ!
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫакӑн пек паттӑрлӑхсем ҫинчен итлесен, пирӗнте, ачасенче, темӗнле хӑпартлануллӑ туйӑмсем ҫуралатчӗҫ.Услышав о таких подвигах, у нас, в детях, рождались какие-то восторженные чувства.
Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14
Анчах каретӑра ларакан ҫитерсе самӑртнӑ, мӑн кӑмӑллӑ та тӑмпайла упӑте, мӑнтӑр хырӑмӗ ҫине кӗленче татӑк-кӗсӗкӗ хунӑскер, нихӑҫан та ирӗклӗхӗн мӑнаҫлӑ чеченлӗхне ӑнланаймасть, хавхалану савӑнӑҫне туйма-чухлама пултараймасть, хӗрлӗ хӑва туратти ҫинче кӑп-кӑпӑш кӑчкӑсем кӗмӗлленнине курса, хӑпартлануллӑ тӗлӗнӗвӗн пылак куҫҫулӗпе йӗреймест!
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Ватӑ касӑҫӑ хӑйӗн ветеранӗсене кӑйкӑр пекех виҫсе ҫаврӑнчӗ, — вӗҫсе илет ун пуҫӗнче хӑпартлануллӑ шухӑш, хӑй вара ҫав вӑхӑтрах маттуррӑн тӑстарать:
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Килӗшӳллех мар, анчах хӑпартлануллӑ сасӑсем юхма тапратрӗҫ вара раща тӑрӑх, ку тӗлӗшпе сӑнӗ пушшех тӗксӗмленсе ларнӑ, туйӑмлӑ Лещенко штабс-капитан пуринчен хытӑрах тӑрӑшрӗ, вӑл пуринчен вӑйлӑрах кӑшкӑрса та пуринчен пӑсарах юрларӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Кун валли эпӗ кама та пулин сиртен авантараххине тата интереслӗреххине суйласа илме пултарнӑ, — хӑпартлануллӑ мӑнаҫлӑхпа хирӗҫлерӗ Петерсон.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗлет вӑл ҫаплах полкри, дамӑсем, уйрӑммӑнах йӑслӑ-пӑслӑ та хӑпартлануллӑ каҫсем тӗлне мӗнле те пулин ҫӗнеткелеме те тӳрлеткелеме тӑрӑшса, пӗртен-пӗр «чаплӑ» платйине темиҫешер ҫул тӑхӑннине, перчеткисене бензинпа тасата-тасата янисене.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑрттӑн чееленсе улталани, хӑй пурне те ӑнланса тӑни, тавӑрас енӗпе хӗрарӑмӑн арканнӑ чӗри темӗнле тискерлӗх те шутласа кӑларма пултарни ҫинчен ҫырнӑччӗ вӑл айван-минӗревлӗ те суя хӑпартлануллӑ сӑмахсемпе.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1