Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хунисене (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Помоги переводом

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Савӑнӑҫлӑ митинг хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Шурча вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умне ҫитсе вӗсем чечек хунӑ, чӑваш халӑхӗн паттӑрӗсене асӑннӑ.

Они возложили цветы к обелиску, поставленному в память сложивших голову в Акрамовской войне, почтили память героев чувашского народа.

Шурчара пуҫ хунисене асӑнса юман лартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12468.html

Ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене асӑнса, вӑрҫӑран сывӑ таврӑннисене чысласа ирттерекен ҫак мероприятие Елчӗкри шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенсем ертсе пынипе, темиҫе ҫултанпа хавхаланса тата пысӑк хастарлӑхпа хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Михаил Васильевича вара вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка йӗркене кӗртес ыйту канӑҫсӑрлантарать.

А Михаила Васильевича беспокоит вопрос обустройства памятника в честь погибших на войне.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче пуҫ тайрӑмӑр.

Мы склонили головы перед памятником, построенному в память павших в Великой Отечественной войне.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

30. Хӑй малтанах суйласа хунисене чӗнсе илнӗ; чӗнсе илнисене тӳрре кӑларнӑ; тӳрре кӑларнисене мухтавлӑ тунӑ.

30. А кого Он предопределил, тех и призвал, а кого призвал, тех и оправдал; а кого оправдал, тех и прославил.

Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӑл ӗнтӗ урӑх чурисене ҫапла каласа йыхравлама янӑ: чӗнсе хунисене калӑр: «акӑ ӗҫкӗ-ҫикӗме хатӗрлерӗм, пӑрӑвӑмсене тата ҫитерсе самӑрлатнӑ выльӑхсене пустартӑм, пӗтӗмпе хатӗр; туя килсемӗр» тейӗр, тенӗ.

4. Опять послал других рабов, сказав: скажите званым: вот, я приготовил обед мой, тельцы мои и что откормлено, заколото, и все готово; приходите на брачный пир.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иисус вӗсене малалла та ытарлӑн каласа вӗрентнӗ: 2. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хӑй ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ: 3. вӑл хӑй чурисене туя чӗнсе хунисене йыхӑрма янӑ; лешӗсем пырасшӑн пулман.

1. Иисус, продолжая говорить им притчами, сказал: 2. Царство Небесное подобно человеку царю, который сделал брачный пир для сына своего 3. и послал рабов своих звать званых на брачный пир; и не хотели придти.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

56. Вара ҫурт лартма тытӑннисене, хӗр ҫураҫса хунисене, иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстерме пикеннисене тата хӑравҫӑ ҫынсене, саккун хушнӑ пек, хӑйсен килне таврӑнма каланӑ.

56. И сказали тем, которые строили дома, обручились с женами, насадили виноградники, и людям боязливым, чтобы каждый из них, по закону, возвратился в свой дом.

1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.

1. Дух Господа Бога на Мне, ибо Господь помазал Меня благовествовать нищим, послал Меня исцелять сокрушенных сердцем, проповедывать пленным освобождение и узникам открытие темницы, 2. проповедывать лето Господне благоприятное и день мщения Бога нашего, утешить всех сетующих, 3. возвестить сетующим на Сионе, что им вместо пепла дастся украшение, вместо плача - елей радости, вместо унылого духа - славная одежда, и назовут их сильными правдою, насаждением Господа во славу Его.

Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Саул ӗнтӗ ҫапла каланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли тата канӑҫлӑх парни валли палӑртса хунисене ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.

9. И сказал Саул: приведите ко мне, что назначено для жертвы всесожжения и для жертв мирных.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней