Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ ӗнтӗ король, шлепкине аллинче тытса, куҫҫульне шӑла-шӑла утать, кашнинех тав тӑвать, вӗсем инҫетри тинӗссенчи хурахсене ҫапла ырӑ кӑмӑлпа пулӑшнӑшӑн мухтать: чи хитре хӗрсем, вырӑнӗсенчен тӑра-тӑра, ӑна чуптуса илме ирӗк ыйтаҫҫӗ, — ытахальтен, асӑнмалӑх тесе, — вӑл вара пӗртте хирӗҫ мар, хӑш-пӗрисене пилӗк-улт хут та ыталаса чуптӑвать; пурте ӑна хӑйсен хулисене тата тепӗр эрнелӗх хӑнана пыма чӗнеҫҫӗ, хӑйсем патӗнче пурӑнма сӗнеҫҫӗ, ку вӗсемшӗн пысӑк чыс пулнӑ пулӗччӗ теҫҫӗ, анчах вӑл: «Паян кӗлӗ пухӑвӗ хупӑнать, эсир ыйтнине ниепле те тивӗҫтерейместӗп», — тесе тавӑрать, унсӑр пуҫне тата вӑл, Инди океанне хӑвӑртрах ҫитсе, хурахсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма васкать имӗш.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
1851 ҫулта хаклӑ япала тупни ҫинчен пирвайхи хут илтсенех моряксем карапӗсене, рабочисем — хулисене, хресченсем — хӑйсен хирӗсене пӑрахса хӑварнӑ, ылтӑн сивчире вара мур килсе ҫакланнӑ пек алхаснӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кайма палӑртнӑ ҫулран ниҫталла пӑрӑнмасӑр пыракан маршрут пирки Талькав халичченех пӗр сӑмах чӗнмерӗ, анчах вӑл отряд пампассенчи аслӑ ҫулсене те, Аргентинӑн ялӗсемпе хулисене те шыраманнине аванах ӑнланчӗ пулмалла.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫав князь, аннӑ та салтаксемпе Воронеж патӗнчен, вӗсен ирсӗр тӗнне йышӑнма тата патша кӑмӑлне юрама килӗшменшӗн казак хулисене йӑлтах ҫаратса-тустарса пӗтернӗ.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сирӗн величествӑран, стратегилле майсене шута илсе, Камышинпа Царицын хулисене, Саратов кӗпӗрнине, кунпа пӗрлех Воронеж хулине те, Лиски станцине те, Поворинӑна та Дон Ҫарӗ ҫумне пӗрлештерес ӗҫре пулӑшу пама тата Дон Ҫарӗн чиккине Зимовой станицӑри картта ҫинче кӑтартнӑ пек йышӑнма.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Германи ҫарӗсене хирӗҫ наступлени пуҫласа ярас тӗллӗшпе чехословаксем Атӑл тӑрӑхӗнче хӗвелтухӑҫ фронт туса хума шут тытнӑ; вӗсем ӗнтӗ Саратов, Царицын тата Астрахань хулисене йышӑнса илеҫҫӗ текен сас-хура июнь уйӑхӗнче, хӗвелтухӑҫ ҫилӗ пек, Дон тӑрӑх варкӑшса ҫӳреме тытӑнать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Оршапа Смоленск хулисене йышӑнса илме Кубань казакӗсен 2-мӗш дивизийӗпе Астрахань казакӗсен бригадине илсе пынӑ.Для занятия Орши и Смоленска сосредоточена 2-я Кубанская дивизия и бригада астраханских казаков.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
2. Поляк корпусӗн дивизийӗсене казаксен фронтри батарейин артиллерийӗ шучӗпе вӑйлатмалла та корпус чаҫӗсен Орша, Смоленск, Жлобин тата Гомель хулисене тытса илмелле.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку дивизин пайӗсем пысӑк ҫапӑҫупа Лешнювпа Броды хулисене туртса илнӗ те малалла каяймаҫҫӗ: австриецсем патне пулӑшу пырса ҫитнӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Гитлеровецсен ҫурҫӗрти ударлӑ группировки ноябрӗн юлашки кунӗсенче Рогачев, Клин, Солнечногорск хулисене аран-аран илнӗ хыҫҫӑн танковӑй чаҫӗсемпе Яхрома патне ҫеҫ тухма пултарчӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сылтӑм флангра, кӑнтӑрта, Гудериан генерал ертсе пыракан иккӗмӗш бронетанковӑй арми тӑрать, ҫак армине 3-мӗш, 4-мӗш, 17-мӗшпе 18-мӗш танк дивизийӗсем, 10-мӗшпе 29-мӗш мотопехотнӑй дивизисем тата 167-мӗш пехотнӑй дивизи кӗрет; вӗсен ҫывӑх задачи Тула, Кашир, Рязань, Коломна хулисене туртса илесси пулса тӑрать…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак ҫурҫӗр группировки умне ҫитес вӑхӑтра Клин, Солнечногорск, Рогачев, Дмитров хулисене тытса илме задача лартнӑ…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Турккӑсем вырӑссен тинӗс хӗрринчи хулисене ним мар аркатса тӑкассӑн, пӑрахучӗсене путарса хурассӑн туйӑнать.Казалось, туркам совсем просто разгромить русские города на побережье, потопить пароходы.
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Фашистла авиаци хӑйӗн бомбардировщикӗсене ытларах та ытларах ярать, Мурманск, Орша, Могилёв, Смоленск, Киев, Одесса, Севастополь хулисене аркатать…
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӑваш Енре шутлавӑн 60 участокне уҫнӑ: 9 хулара - 34, 38 ялта - 26. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене илес-тӗк, Калинин районӗнчи Ярмӑркка, Декабристсен, Кадыков урамӗсенчи, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи, Ленин районӗнчи Мир, Иван Яковлев, Кӑкшӑм, Энгельс, Шевченко, Ильбеков урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи, Мускав районӗнчи Анисимов, Константин Иванов, Павлов мичман, Гузовский, Энтузиастсен урамӗсенчи, Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата Юханшыв, Парк, Энергетиксен, Коммунистсен, Совет, Хӗвел, Первомайски урамӗсенчи, Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем микроҫырава хутшӑнаҫҫӗ.
«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
– Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫуррине йышӑнакан Евроази тӗнчин хулисене пӗрлештерсе Хусан ТЕХО ӗҫне планетӑра сарма пулӑшрӗ.
Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
10. Ҫӳлхуҫа кунӗнче мана Турӑ Сывлӑшӗ ҫавӑрса илнӗччӗ, ҫавӑн чухне эпӗ хам хыҫра трупа сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: 11. мӗн куратӑн, ҫавна кӗнекене ҫыр та Асийӑри ӗненекен ушкӑнсене (Чиркӳсене) — Эфес, Смирна, Пергам, Фиатира, Сардис, Филадельфи тата Лаодики хулисене — яр, терӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ; 5. малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ; 6. Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ; 7. тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ 8(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Суту-илӳ тӑвакансем хӑйсене ҫаратнипе асапланӗҫ; вӗсем хӑйсен хулисене, кил-ҫуртне, сӑн-питне мӗн чухлӗ ытларах капӑрлатӗҫ, 49. Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫилленӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Илиодор, Келе-Сирипе Финикия хулисене пӑхса ҫаврӑнатӑп тесе, тӗрӗссипе вара патша хушнине тумашкӑн, ҫийӗнчех ҫула тухнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.