Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлетӗн-и, эпӗ Мускавра, вокзалта, сирӗн халдейсене куртӑм.— А я, понимаешь, вчера ваших этих халдеев в Москве на вокзале видел.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тата сире, халдейсене, милиципех шыра.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
6. Акӑ Эпӗ халдейсене, хаяр та чарусӑр халӑха, хӑйне тивӗҫлӗ мар ҫӗрсене туртса илесшӗн ҫӗр талккӑшӗ тӑрӑх ҫӳрекенскере, хускатса ярӑп.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсене тытса пӑрахнӑ патша тарҫисем ҫав хушӑра кӑмакана хӗртсех тӑнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр нефть, сӑмала, сӳс тата ҫапӑ ҫунтарнӑ; 47. ӗнтӗ кӑмака ҫийӗн хӗрӗх тӑхӑр чике ҫӳллӗш ҫулӑм ҫӗкленсе хӑпарнӑ, 48. ҫулӑм тата палка-палка тухнӑ, кӑмака ҫывӑхӗнче пулнӑ халдейсене ӗнтсе, ҫунтарса янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Патша халдейсене ҫапла хуравланӑ: калас сӑмахӑм манӑҫрӗ; эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ, сирӗн ҫурт-йӗре аркатса тӑкӗҫ; 6. тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне каласа парсассӑн, сире манран тӗрлӗ парне те чыс-хисеп пулать; эппин, тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне калӑр, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах та ку вара аскӑн ӗҫне тата нумайрах туса тултарчӗ: хӳме ҫине касса ӳкернӗ арҫынсене, сӑрӑпа сӑрласа ӳкернӗ халдейсене, 15. пилӗкне пиҫиххи, пуҫне чаплӑ пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, ҫарпуҫ пекех курӑнаканскерсене, Вавилон ывӑлӗсем евӗрлӗскерсене, Халдея ҫӗрӗнче ҫуралнӑскерсене, курчӗ те, 16. вӗсене пӗрре курсах юратса пӑрахрӗ те Халдея ҫӗрне элчӗсем ячӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Исмаил тата Годолийӑпа пӗрле Массифӑра пулнӑ мӗнпур иудее те, унта тӑракан халдейсене те — ҫар ҫыннисене — вӗлерсе пӗтернӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Годолия — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ — вӗсене, вӗсен ҫыннисене шантарса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса пурӑнма ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче юлӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, сире лайӑх пулӗ; 10. эпӗ вара Массифа хулинчех юлӑп та хамӑр патӑмӑра килсе ҫӳрекен халдейсем умӗнче халӑх ячӗпе калаҫӑп; эсир эрех, ҫуллахи ҫимӗҫсем, ҫу пуҫтарӑр, вӗсене хӑвӑр савӑтӑрсене тултарӑр, хӑвӑр йышӑннӑ хулӑрсенче пурӑнӑр, тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫак хула ҫурчӗсем ҫинчен, Иудея патшисен керменӗсем ҫинчен — тӑшман хӗҫӗпе ишӗлчӗк купи пуласскерсем ҫинчен — ҫапла калать: 5. унта пурӑнакансем халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма каяҫҫӗ, хӑйсен ҫурчӗсем вара вилепе — Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа пӗтерес ҫынсен виллисемпе — тулса ларӗҫ, ҫав ҫынсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Эпӗ ҫак хуларан Хамӑн сӑнӑма пытартӑм.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑха та кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сире пурӑнӑҫ ҫулӗпе вилӗм ҫулӗ сӗнетӗп: 9. ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ; хуларан тухса халдейсене, хӑвӑра хупӑрласа тӑракансене, парӑннисем вара сывӑ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене: 10. Эпӗ ҫак хула енне ырӑ тума мар, усал тума ҫаврӑнса тӑтӑм, тет Ҫӳлхуҫа, хула Вавилон патшийӗн аллине лекӗ, лешӗ вара ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иеремия вӗсене каланӑ: Седекияна ҫапла калӑр: 4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, тейӗр: акӑ Эпӗ сирӗн аллӑрти ҫар хатӗрне, — хӑвӑра хула тулашӗнче хупӑрласа илнӗ Вавилон патшипе халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшакан кӑрала, — каялла ҫавӑрса ярӑп та ҫак хула варринче пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 5. сире хирӗҫ Хам ҫапӑҫӑп — тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, ҫилленсе, хаярланса, хӑрушла тарӑхса ҫапӑҫӑп; 6. ҫак хулара пурӑнакансене — ҫыннине те, выльӑх-чӗрлӗхне те — пӗтерсе тӑкӑп; вӗсем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа — сире Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ — ҫапла калать: Эпӗ Вавилона сирӗншӗнех вӑй ятӑм, пур сӑлӑпа та, карапӗсемпе мӑнаҫланакан халдейсене те ҫапса аркатрӑм.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа — Хӑйӗн чурисем-пророкӗсем урлӑ каланӑ пек — Иудӑна тӗп тума ун ҫине халдейсене, Сири хурахӗсене, Моав хурахӗсене тата Аммонпа Самари ывӑлӗсене янӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах та ҫиччӗмӗш уйӑхра кунта Исмаил — Елишама ывӑлӗн Нефанийӑн ывӑлӗ, патша йӑхӗнчен тухнӑскер — вунӑ ҫынлӑ ушкӑнпа пырса ҫитнӗ те Годолийӑна тапӑннӑ, ӑна вӗлернӗ, унпа пӗрле Массифӑра пулнӑ иудейсене те, халдейсене те вӗлерсе тухнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Годолия вӗсен умӗнче тата вӗсен ҫыннисем умӗнче тупа туса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса тӑрассинчен ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче вырӑнаҫӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, вара хӑвӑрах аван пулӗ, тенӗ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1