Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗри Михайлона хулӗсенчен, тепри урисенчен йӑтрӗҫ: Михайлон аллисемпе халат аркисем ҫӗрелле усӑнса анчӗҫ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Тепӗр юлташӗпе урисенчен тытса кутӑн та силлекеленӗ укҫа пама килӗшменнисене.
Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Урапа кустӑрмисем айӗнчен тата ут урисенчен чӑмӑрккан-чӑмӑрккан пылчӑк татӑлса сирпӗнет.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫав каҫхинех Бауманпа Бобровский, тӗрмери простыньсене тӑрӑхла ансӑрӑн ҫурса, пусма ҫыхрӗҫ, пукансемпе тенкелсен урисенчен пусмаллисем турӗҫ; камерӑсенче нумайӑшӗнче «хӑйсен», тӗрмерисем харпӑр хӑй укҫипе илнӗ «венски» тенкелӗсем пулнӑ.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗсене вӑл урисенчен тытса тӑрать.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпир ҫав самантрах тапранса тухма хатӗрччӗ; анчах вӑл малтан хӑйӗн шыв айӗнчи кӗсйинчен кантӑра туртса кӑларса вӗлернӗ кӑвакалсене урисенчен ҫыхрӗ те, кантӑран икӗ вӗҫне те шӑлӗпе ҫыртса, малтан утса кайрӗ; ун хыҫҫӑн Владимир, Владимир хыҫҫӑн эпӗ йӗркеленсе тӑтӑмӑр.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Юлашкинчен вӑл ӑна аллисемпе урисенчен ярса тытрӗ те, пӗчӗк ачана чӗркенӗ пек чӗркесе хучӗ, суран ҫинчи мӗнпур ҫыхӑсене тӳрлетрӗ, аманнӑ шӑмӑсем тӗлне хуп татӑкӗсем хурса ҫыхрӗ, хӑйне пӗтӗмпе вӑкӑр тирӗпе чӗркесе йӗнер ҫумне ҫыхса лартрӗ те малалла вӗҫтерчӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Луччӗ эпӗ малтан вилӗм, вӑл ман хыҫҫӑн вилтӗр; ун чӗркуҫҫийӗсемпе урисенчен тытса пуҫҫап.Пусть лучше я прежде, а она после меня; проси и хватай его за колени и ноги.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Малтан вӗсем Хума ҫывӑхӗнчи кайӑксене, урисенчен ярса тытса, тетелрен кӑлара-кӑлара пеме тытӑнчӗҫ — ку кайӑксем кирлӗ мар-ҫке-ха вӗсене.
Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Попугая урисенчен тытрӗ те купца чӳречерен кӑларса ывӑтрӗ.
Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Василий Иванович ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑчӗ те: — Урисенчен сӗтӗрӗр ӑна, шампа хырӑма! — тесе хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ.Василий Иванович приподнялся с лавки и весело закричал: — Тащите его за ноги, толстопузого!
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ли Цин-шань ӑна туйипе урисенчен тата пуҫӗнчен хӗнет.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ачасем слонӑн вӑрӑм хобочӗнчен, унӑн шыҫмак та пысӑк урисенчен, урам тарӑх пыракан сӑрт пек пӗвӗ-сийӗнчен тӗлӗнетчӗҫ.Мальчишки дивились длинному хоботу слона, его толстым ногам, он шел по улице как гора.
Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Кӑвакал чӗпписем шывра ишсе пынӑ вӑхӑтра, ҫӑрттан аялтан ҫивчӗ шӑлӗсемпе урисенчен сӗтӗрсе каять те ҫисе ярать.Они плывут по воде, а она снизу зубами за ножки утянет и съест.
Сӗрекене мӗнле пулӑ кӗнӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Иккӗшӗ Гусейн тете аллисенчен уртӑнчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗ — урисенчен, тата тепри ҫӳҫӗнчен ҫавӑрса тытрӗ.Двое повязали дядю Гусейна по рукам, третий — по ногам, и еще один схватил за волосы.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӗрачасене икӗ еннелле тӗртсе уйӑрма кимӗ сӑмсинелле чупать вӑл, ларкӑч айӗнчен урисенчен тытса, Егоркӑна сӗтӗрсе кӑларать.Расталкивая девочек, он бежит на нос и из-под скамейки вытаскивает за ноги Егорку.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫӑрттанӗ ӑна хырӑмӗнчен, ҫара урисенчен хӳрипе ҫапать, пӗр сассӑр ҫӑварне уҫа-уҫа хупать, ҫӑварӗнчен вара вӑлта ҫиппин татӑкӗ усӑнса пырать.Щука бьет его хвостом по животу, голым ногам и беззвучно хлопает пастью, из которой торчит поводок.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Артемон хатӗр пулса пӗр вырӑнта халтӑртаттарса ҫавӑрӑнма пуҫларӗ, унӑн хыҫалта урисенчен нӳрлӗ хӑйӑр ҫеҫ сирпӗнсе тӑрать…Артемон от готовности так завертелся, что сырой песок полетел из-под его задних лап…
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Унӑн урисенчен вӗрен ҫыхса хучӗҫ те Буратино юман турачӗ ҫинче ҫакӑнса та тӑчӗ..Привязали к ногам верёвку, и Буратино повис на дубовой ветке…
Вӑрӑ-хурахсем Буратинона йывӑҫ ҫине туртса ҫакаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑрӑ-хурахсем Буратинона урисенчен ярса тытма пуҫланӑччӗ кӑна, анчах вӑл вӑхӑтра акӑш кӳлӗ урлӑ вӗҫсе Буратинона хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.
Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.