Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрлӗ тӗслӗ катан пирпе ҫав тери чаплӑ чӑпар ҫитсӑна — хӑй тӑхӑнса-пӗркенсе ҫӳрес вырӑнне, капӑр кӗленчерен тунӑ, пӑхӑр пӑралуклӑ шӑрҫасене, — вӗсем урасем ҫинче е сӑмса ҫунаттисенче хитрен ҫиҫеҫҫӗ, — кӗлӗ туса пуҫ ҫапмалли ҫак пуянлӑха музунгу тырӑшӑн, пальма сӑришӗн тата какайшӑн парать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кӑвак зала кӗтӗм; кунти ҫав тери селӗм паркет ҫинче люстрӑсен ҫути, ҫавӑн пекех манӑн урасем чӗр куҫҫи таран сӑнланнӑ; такам ӳкерсе хӑварнӑ кӗл чечек ҫумӗпе иртнӗ май ӑна ҫӗклерӗм те — телейшӗн тесе юла юпрӑм: енчен те чечекре ҫунатсем мӑшӑрлӑ тӑк — паян Моллие куратӑп.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сиксе чӗтресе — пуҫӑмран сӗртӗннӗ хулӑн пусмана тӳсӗмсӗр алӑпа сиртӗм те аялалла анма пикентӗм; чунӑмри тӑвӑла пула урасем хуҫланасшӑн мар.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Урасем хытсах ларнӑ, пӑхӑнмаҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл мана ятлать, ҫав самантрах тачка ураллӑ хӗр ача васканипе шуҫлак плита ҫине карҫинкки-мӗнӗпе тӑсӑлса ӳкрӗ те — миндаль хумӗ манӑн урасем патнех кусса килчӗ; ҫав вӑхӑтрах виҫҫӗн, капмар пулла сӗтӗрсе кӗрекенскерсем, мана пӗр еннелле, повара тепӗр еннелле тӗртсе хӑварчӗҫ, миндаль ҫийӗн пулӑ хӳрипе сухаласа иртрӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Каҫпа кӗрсе пӗлме майлӑрах тенипе килӗшрӗм, анчах манӑн хамӑр енчисем патне пырса тухас килнипе урасем ҫӗре тивесшӗн мар васкаҫҫӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Спичка ҫутнипе хускалакан атӑсем, михӗсем, корзинкӑсем, кепкӑсем, алӑсем, урасем пӗр вӑхӑтлӑха курӑнчӗҫ те, спички сӳнсен ӗлӗкхинчен те тӗттӗмрех пулса тӑчӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Эпӗ хулиганланмастӑп, — терӗм ӑна хирӗҫ, шӑнса кайнӑ урасем ҫинче сиккелесе тата савӑннӑ пек кулкаласа.— Я не хулиганю, — не переставая счастливо улыбаться, отвечал я, подпрыгивая на озябших ногах.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ман урасем шанса кайрӗҫ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унтан пусма картлашкисем ҫинчен икӗ мӑшӑр урасем каштӑртаттарса утса улӑха пуҫларӗҫ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Каҫ ӗнтрӗкӗ вӑйлансах пыни ҫынсене хыпалантарать; пиҫсе-шыҫса кайнӑ урасем мӗнле лекнӗ ҫапла утаҫҫӗ, тымарсенчен такӑнаҫҫӗ; хӑранипе тата ӗшеннипе анкӑ-минкӗленнӗ тӑватӑ ҫын, хыҫри ҫула асӑрхамасӑр, хыҫала ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм хӑварать; кӗлеткен кашни вӑйӑмӗ тӗттӗм пӳлӗмри сехет шаккавӗлле, касса-витерсе ыратнине аса илтерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Эпӗ выҫӑхса ҫитрӗм, хӑрама пуҫларӑм; манӑн урасем ывӑннӑ тата аманса пӗтнӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Горизонтран леререх тупӑ сасси пӗр вӗҫӗмсӗр илтӗнет; вӑйсӑррӑн шартлатакан сасӑ ҫак самантсенче чарӑна-чарӑна урасем патнех куҫса килнӗн туйӑнать.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Чӗрӗ курпуна куҫӑр умне кӑларсамӑр; пӑркаланакан-ҫаврӑнакан, ӳсӗр урасем, путсах кӗнӗ хырӑм, каҫӑр хул пуҫҫисем, путӑклӑ, йӳҫек куҫсем тата кӗрепле алӑсем — курпун ҫинче.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Вунӑ минут та иртмерӗ — палуба урасем тапӑртатнипе, штаг хунарӗсем патӗнчен чупакан мӗлкесемпе тулса ларчӗ.Палуба, не прошло десяти минут, покрылась топотом и силуэтами теней, бегущих от штаговых фонарей.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫырантан вӗрекен ҫил, вӑрманӑн ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗкӗпе тулнӑскер, хӑлхапа ӳпкене кӗресшӗн; урасем патне, питрен сӗртӗне-сӗртӗне, чечекленекен туратсемпе курӑкӑн курӑнми ҫӗклемӗсем ӳкеҫҫӗ тейӗн.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унтан урасем ҫӳлелле тапӑртатса улӑхни илтӗнчӗ, эппин.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Эпӗ трюм патӗнче тӑнӑ чухне Самбо брезента ҫавӑрса пуҫтарам пек тӑватчӗ, манӑн урасем патне ҫитрӗ те пакӑлчакран хыттӑн тӗртрӗ, вара эпӗ палубӑран ӗнсепе шаплатрӑм, анчах ҫак алӑпа хӳтӗленсе юлтӑм.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Ҫумӑр пире, эпир кӗл чечек мар пулин те, пахчаҫӑран вӑйлӑрах шӑварать, урасем атӑсенче шӑмпӑртатаҫҫӗ, шӑнса кӳтрӗҫ, юлашкинчен туймиех пултӑм вӗсене.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.