Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уласа (тĕпĕ: ула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Молотилка уласа ларнӑ тӗлте хӑмӑр тусан ҫӗкленет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑшман самолечӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри уласа вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кампа пурӑнӑп? — уласа ячӗ Натали Лашманова, Ваҫиле кӳрши.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уласа тӑранчӗҫ те сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ертсе пыраканӗ, ватӑ кашкӑр ами, сасартӑк уласа ячӗ, хӑратрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Час-часах юр ҫӑвать, ҫил уласа шӑхӑрса вӗрет.

Все чаще выпадает снег, свистит и завывает ветер.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хутран-ситрен вӑйлӑ ҫилсем вӗреҫҫӗ, ҫил-тӑмансем ҫӗкленсе кайса уласа тӑраҫҫӗ.

Порой дули сильные ветры, поднимались и выли снежные метели.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тахӑшӗ хурлӑхлӑ уласа ячӗ…

Кто-то жалобно завыл…

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Миҫе снаряд ванчӑкӗ пӑрлатса, уласа вӗҫмен-ши ун патне?

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каллех йытӑ уласа ячӗ кил картинче.

Помоги переводом

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Уласа ячӗ ҫӗрлене кил картине хупӑнса юлнӑ йытӑ.

Помоги переводом

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Уласа макӑрас килет ман халь ҫамрӑк чух ухмахланнӑшӑн, ҫемҫешкеленнӗшӗн.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑйлӑрах ҫил юхӑмӗ уласа килсен пӳрт ҫине витнӗ тимӗр сӗвӗнсе ывтӑнас пек халтӑртатать.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑрушшӑн уласа яни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк кашкӑрсем чуна ҫӳҫентермелле уласа ячӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑр кӗтӗвӗн пуҫлӑхӗ, ҫак сасса ҫеҫ кӗтнӗн, йывӑррӑн ури ҫине ҫӗкленчӗ, уласа ячӗ те…

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑпӑр сасси уласа Хирти ҫил пек йӑнӑшать, Кӗҫ, мӑн саспа шавласа, Вӑрман шавӗ пек урмӑшать.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ вӑл, кутсӑр-пуҫсӑр ҫил, ҫавраҫилленсе пӗтӗрӗнсе илчӗ те, аспид ҫӗлен пек чашкӑрса, выҫӑ, ҫилхеллӗ кашкӑр пек уласа, арҫури пек ҫухӑрашса-шӑхӑрса, йывӑҫсене, йывӑҫ тӗммисене кармакласа тустарма, лӑскама, ҫӗре ҫитиех авма-хайӑрма, сывсӑррине, тӗрексӗррине, муртӑхнине, патӑркине шатӑрт та шатӑрт хуҫма-ваклама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Покрышка нумайччен, уласа ҫунать, ӑшӑ та, ҫутӑ та пур.

Помоги переводом

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней