Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑпӑр сасси уласа Хирти ҫил пек йӑнӑшать, Кӗҫ, мӑн саспа шавласа, Вӑрман шавӗ пек урмӑшать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Акӑ вӑл, кутсӑр-пуҫсӑр ҫил, ҫавраҫилленсе пӗтӗрӗнсе илчӗ те, аспид ҫӗлен пек чашкӑрса, выҫӑ, ҫилхеллӗ кашкӑр пек уласа, арҫури пек ҫухӑрашса-шӑхӑрса, йывӑҫсене, йывӑҫ тӗммисене кармакласа тустарма, лӑскама, ҫӗре ҫитиех авма-хайӑрма, сывсӑррине, тӗрексӗррине, муртӑхнине, патӑркине шатӑрт та шатӑрт хуҫма-ваклама пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Покрышка нумайччен, уласа ҫунать, ӑшӑ та, ҫутӑ та пур.
Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244
Инҫех те мар тискеррӗн кӑшкӑрашнӑ сасӑсем выҫӑ кашкӑрсен кӗтӗвӗ уласа ҫывхарнӑн илтӗнеҫҫӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Картиш урлах карса хунӑ пӑралукран сӑнчӑрпа кӑкарнӑ йытти пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне хӑрӑлтатса чупать, каҫӑхса кайсах уласа вӗрет.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫакна ҫирӗплетнӗ пекех, ҫав самантрах унта та кунта йытӑсем уласа вӗрнӗ сасӑсем хӑлхана килсе кӗчӗҫ.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урам вӗҫӗнче пӗр йытӑ хаяррӑн йынӑшса уласа ярсан, Хветут шартах сикрӗ.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анне, картлашка ҫине тӗшӗрӗлсе анса, уласа йӗрсе ячӗ…
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Курас ҫук ӗнтӗ ӑна, — уласа йӗрсе ячӗ тимӗрҫӗ арӑмӗ.
Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чан сасси хытӑ ҫапнипе пӗтӗм сывлӑш уласа тӑрать.
Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Шӗшлӗ сасартӑк кашкӑр пек уласа ячӗ.
Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Такӑнса ӳкнӗ этем хӑрушшӑн уласа ячӗ.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кашкӑрсем уласа ярсан ҫеҫ пӗтӗм ял шӑпланса пусӑрӑнать.Но все мгновенно стихает, как только доносится душераздирающий волчий вой.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Уласа Йӗрет чӗрем.
VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ах, чун ытла та тулашсассӑн, Ҫук, пытараймӑн хупласа, Чӗре ытла та ыратсассӑн, Ӑна чараймӑн уласа.
VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Аспарӑн кӑкӑрӗ ҫине малти урисене хучӗ те хӑрушӑ уласа ячӗ.
Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Тек вӑл нимӗн те калаймарӗ, чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе хыттӑн уласа йӗрсе ячӗ.
14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Уу-у-у-у-у!.. — тесе уласа ячӗ те шурӑ сухаллӑ Ухилле мучи симӗс курӑк ҫине кайса ӳккӗрӗ…— У-у-у-у-у-у! — завыл седобородый дед Ухилле и повалился на зеленую траву…
VI // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.
— Вилес пать ман, вилес пать! — тесе, пӗчӗк ача пек, ватӑ Паккай уласа ячӗ.— Пусть смерть заберет меня, пусть смерть заберет!.. — рыдает, словно малый ребенок, старый Паккай.
IV // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.
Шӑнкӑрч ишме пӗлмест те шыва путтӑрӗ!.. — терӗ те Тимкка ҫӗр ҫинче йӑваланса, уласа ячӗ.Шынгырч-то плавать не умеет, утонул!.. — Тимкка завыл, катаясь по земле.
IV // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.