Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кардинал шупка кӑвак тӗслӗ манти тата хӑмач тӗслӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, ҫӳлти пусма ҫинче тӑрса, халӑха пиллерӗ.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Стена ҫумӗнче пысӑках мар комод пур, ун ҫине чаплӑ ваза лартнӑ, вазӑна икӗ ҫыхӑ кӑлкан лартнӑ, вӗсене анилинпа сӑрланӑ: пӗри хӗрлӗ наркӑмӑш тӗслӗ — тепри симӗс-кӑвак тӗслӗрех.
XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Тинӗс хӗрринчи урам ҫинелле сӑнаса пӑхнӑ май Синицкий ешерсе тӑсӑлакан бульвара, шупка-кӗрен тӗслӗ чечексем кӑларнӑ олеандрӑсен тӗмӗсене, тӗксӗм хӗрлӗ тӗслӗ чечек клумбисене, инҫетрех те мар шуралса выртакан шыв станцине асӑрхарӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Унӑн ҫаврӑнӑҫуллӑ пӳрнисем хушшипе тӗрлӗ тӗспе ӳкернӗ ӳкерчӗксем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ: ракетлӑ пассажир самолечӗсем, глянцӑллӑ хут ҫине сӑрланӑскерсем, кӗренрех тӗслӗ йӗр хӑварса вӗҫеҫҫӗ; тӑррине ҫавракалатса тунӑ кӑвак тӗслӗ тепловозсем вӑшлатса иртеҫҫӗ, лутра автобуссем хыттӑн каяҫҫӗ, шыв ҫийӗпе ҫав тери пысӑк глиссерсем шӑваҫҫӗ; страница тӑршшӗпех пӗр ҫын ертсе пынипе ӗҫлекен автоматла станок ӳкерсе хунӑ; Алтай сӑрчӗсенчен карнӑ пысӑк вольтлӑ магистральсен бронзӑран тунӑ провочӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; тинӗс тӗпне батисфера антараҫҫӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Темскер ҫурӑлнӑ пек, янӑравлӑн хаплатать, ылтӑн тӗслӗ вут-хӗм пайӑрки шатӑртатса сирпӗнет, вара метала шӑратакан ҫутӑ-кӑвак тӗслӗ хӗм пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӳлӗме кӗҫех икӗ ҫын кӗчӗҫ: кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, куҫлӑх тӑхӑннӑ карчӑк тата фрак тӑхӑннӑ ҫын; карчӑк, пукан ҫине ларса, пӗр вӑхӑтрах хӑйӗн сарӑ шӑлӗсене тата роялӗн икӗ тӗслӗ клавишӗсене кӑтартрӗ, фраклӑ ҫынни сӗрмекупӑсне хулпуҫҫи патне ҫӗклерӗ, темле сарӑ тӗслӗ куҫне хӗсрӗ те, сӗрмекупӑса сӗркӗчпе касса татрӗ, вара рояль хӗлӗхӗсен хулӑн сасӑллӑ юрри ҫумне сӗрмекупӑсӑн ҫинҫе, шӑхӑракан сасси хутшӑнчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сӑнӗпе вӑл повар тӗслӗ, тумӗпе вилнӗ пуян ҫынсене масар ҫине ӑсатма тара тытакан факеллӗ ҫынсенчен пӗрин тӗслӗ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унта, ылтӑн тӗслӗ хӑйӑрпа витӗннӗ сӑмсахра, турпаспа ҫункав сарӑлса выртать, хӗрлӗ кирпӗч куписем курӑнаҫҫӗ, таптаса пӗтернӗ ҫӳҫе тӗмӗсем хушшинчен какай тӗслӗ вӑрӑм фабрика тӑсӑлса тухать, аякран вӑл хупӑсӑр тупӑк пекех туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йӑмӑх кӑвак тӗслӗскерсем майӗпен кӗрен тӗслӗ, унтан шупка кӑвак тӗслӗ, юлашкинчен вӗсем шупка хӗрлӗ пулса тӑчӗҫ.Из густосиних они постепенно становятся фиолетовыми, потом голубыми, наконец, розовыми.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Гранат тӗслӗ хӗрлӗ кӑшман, мрамор тӗслӗ йӳҫ кӑшман, чаплӑ та мӑнаҫлӑ кавӑнсем, симӗс пӑрҫа хутаҫҫисем, тамаланнӑ сухансем…
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Эсир Пӗрлешӳллӗ штатсенчи пехотӑн ҫутӑ кӑвак формине тӑхӑннӑ салтаксене, драгунсен кӑвак тӗслӗ, стрелоксен ҫутӑ симӗс тӗслӗ мундирӗсене курӑр.Вы увидите голубую форму пехоты Соединенных Штатов, синие мундиры драгун, светло-зеленые — стрелков.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ӗлӗк тӗксӗм симӗс тӗслӗ пулнӑ бархат пиншакӗн, анчах тахҫанах тӗссӗрленсе кайса, халь ӗнтӗ хӑмӑр тӗслӗ пекех пулса тӑнӑскерӗн, тӗрлӗрен кӗсъесем нумай пулнӑ.
V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫа пулмасан, африка пасарӗнче укҫа вырӑнне «писэ» ятлӑ тӑватӑ сантима пӗлтерекен занзибар укҫи тата «виунга» ятлӑ хӗвелтухӑҫ ҫыранра тӗл пулакан уйрӑм тӗслӗ рак хуранӗ ҫӳрет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗр хӗрри хӑмӑртарах тӗслӗ тусанпа витӗннӗ, анчах ытти тӗлти сий айӗнче шур-кӗмӗл тӗслӗ тепӗр таса сий курӑнать.Под которым виднелся чистый серебристо-белый металл, с одного края разъеденный бурым налетом.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Тӗсӗ унӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса тӑчӗ: е кӑвакрах тӗслӗ, е сип-симӗс, е сӑрӑ, е тата сарӑрах тӗслӗ те пулкаласа илчӗ.Окраска его постоянно менялась: то она была синеватая, то ярко-зеленая, то серая и даже желтоватая.
Питӗ сайра тӗл пулакан чӗрчун // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 117–120 с.
Анчах, сӑмахран, неон лампин ҫутинче хӑмӑр кӑвак тӗслӗ писевӗ тутасене чирлӗ тӗслӗ кӑтартать.Но при неоновом освещении, например, лиловая помада придает губам болезненный вид.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пиншакӗ пӗр тӗслӗ, шӑлаварӗ тепӗр тӗслӗ пулма пултарать.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑл виҫӗ тӗслӗ кокардӑллӑ шлепке тӑхӑннӑ; ку вырӑнсенче виҫӗ тӗслӗ кокардӑпа ҫӳрени пысӑк хӑюлӑх пулать, мӗншӗн тесен вӑрттӑн тапӑнакансемпе кӗтесре сыхласа тӑракансем ӑна часах персе вӗлерме пултараҫҫӗ.
I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Старикӗн пӳрнисем хӗвел ҫинче хура пекех туйӑнакан кӗрен мускат сапакӗсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ, кӗрен-кӑвак, кӗл тӗслӗ пино-гри ҫырлисене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне тивсе тухаҫҫӗ, ҫутӑ хӗрлӗрех кӑвак мальбекпе пӗр ҫӗре чӑмӑртаннӑ хулӑн хупӑллӑ, хура-кӑвак тӗслӗ каберне ҫырлисене ачашлаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Дунай шывӗ симӗс-сарӑ тӗслӗ, йывӑр тӗслӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.