Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗксӗм-хӗрлӗ, хӑрса кайнӑ гранат йывӑҫӗн хуппи тӗслӗ ту тепӗр тӑва, ҫуллахи кӑнтӑр кунӗнче пулакан хумсем пек ҫӑра-кӑвак, сӗткенлӗ те ҫемҫе, пӗр йӗрсӗр тӑва витсе тӑрать; кӑвакки хӑйпе юнашар икӗ ту хушшине хӑй тӗсне панӑ, кӑвакарса, пӗлӗтпе пӗрлешнӗ; тӗксӗм-хӗрлӗ тӗслӗ малти тӑвӑн чиккисене те хӑй тӗсне ӳкерчӗ, ун тӑрӑх тӗттӗм пулнӑ вӑхӑтри пек пӑтранчӑк ӗнтрӗк сапаланнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Саша куҫӗсем савӑнӑҫлӑн та ачашшӑн ҫутӑлса илчӗҫ, куҫ умне Рыбинӑн тӗксӗм кӗлетки тухса тӑчӗ, ывӑлӗн йӗс тӗслӗ ҫирӗп сӑнӗ йӑл кулчӗ, Николай именсе, куҫне мӑчлаттарчӗ; унтан сасартӑк ҫаксем пурте, тарӑннӑн, анчах ҫӑмӑллӑн сывласа илнине хускалса, пӗрлешсе-пӑтрашса, пур шухӑша та лӑпкӑлӑх туйӑмӗпе ҫавӑрса илекен, витӗр курӑнакан тӗрле тӗслӗ пӗлӗт пек пулса тӑчӗҫ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унпа юнашар хӗрлӗрех тӗслӗ пысӑк кӗреҫе сухаллӑ, ҫавӑн тӗслех ҫавракалатса каснӑ ҫӳҫлӗ пӗр хӗрӗх ҫулхи хресчен, илемлӗ те вӑйлӑ ҫын тӑрать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Каланча ҫинчен пушӑ ял ҫинче тусан мӑкӑрланса тӑни, ҫутӑ тӗслӗ блузкӑсемпе, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑрсемпе чӑпарланнӑ уй-хир курӑнать.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ылтӑн-хӑмӑр тӗслӗ куҫ шӑрҫисем тавра кӑвак-хӑмӑр тӗслӗ кӑшт ҫеҫ палӑракан хӑю пур.Лиловые, чуть заметные каемки окружали золотисто-коричневые зрачки.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эсӗ асту-ха, амӑшӗ; турӑ ҫынна хӑй тӗслӗ те хӑй евӗрлӗ тунӑ, — эппин, этем ун евӗрлӗ пулсан, вӑл та этем тӗслӗ пулмалла.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн тахҫан хура тӗслӗ пулнӑ тумтирӗ, хӗвелпе шурӑ тусан тӗслӗ пулса кайнӑскер, нумай тутӑх пӑнчӑсене пула питех те тӗссӗр курӑннӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл ҫӳллӗ те яштака пӳллӗ, сенкер ачаш куҫлӑ, ҫӳҫӗсем ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑртатаҫҫӗ, ӳчӗ шурӑ-кӗрен тӗслӗ, чи кирли вара — ун сӑнӗ хаваслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, ӗненмелле пулни; пӗрре пӑхсах ӑна кӑшт айванрах та теме пулнӑ; ӗлӗкрех ун пек сӑнлӑ ҫынсене сумлӑ дворян ҫемйисенче ӳснӗ «ашшӗ» ачисен хушшинче час-часах тӗл пулма пулнӑ; ун пеккисем пирӗн анлӑ ҫурма ҫеҫенхирлӗ кӗтессенче ҫуралса, мӑнтӑрланса ӳснӗ ӗнтӗ; вӗсем кӑшт силленерех утаҫҫӗ, сасси кӑшт пӑшӑлтирех вӗсен, вӗсем ҫине пӑхса илсенех, ача пек йӑл кулса яраҫҫӗ…
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Джима Лир король тумне тӑхӑнтартрӗ: кантӑк карри тумалли ҫитсӑран ҫӗленӗ вӑрӑм халат, кӑвакарнӑ ҫӳҫ тӗслӗ парик, лаша хӗлӗхӗнчен тунӑ сухал тупрӗ, унтан хӑйӗн театрӗнчи сӑрсене илчӗ те Джим мӑйне, питне, аллисене, хӑлхисене сӑрларӗ — йӑлтах тӗттӗм кӑвак сӑрпа сӑрларӗ, Джим вара шыва путса вилнӗ, шыв тӗпӗнче эрне выртнӑ ҫын тӗслӗ пулса тӑчӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Манӑн кӗсьере чиксе ҫӳремелли хунар пур, вӑл виҫӗ тӗслӗ ҫунать — шурӑ, хӗрлӗ тата симӗс тӗслӗ.Но у меня есть карманный фонарь с тремя огнями — белый, красный и зеленый.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫакӑнтан тӗлӗнмелли те ҫук: мулкач шуйттан тӗслӗ пулни ҫӑпата тӗслӗ пулнинчен ытла мар вӗт; тӗнчере кӑвак ҫӑпатасем пулмаҫҫӗ тесен, эпӗ ҫапла калӑп: хӑнчӑр куҫлӑ шуйттансем те пулмаҫҫӗ вӗт, тейӗп.
Кӑвак ҫӑпата // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.
Павел Петрович вара стенисене темле тӗслӗ хӳхӗм шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, чӑпар тӗслӗ персидски ковёр ҫине хӗҫпӑшалсем ҫакса тултарнӑ, тӗттӗм-кӑвак триппа ҫаптарнӑ мӑйӑр йывӑҫҫинчен тунӑ сӗтел-пуканлӑ, ватӑ хура юмантан тунӑ renaissanse библиотекиллӗ, чаплӑ ҫырмалли сӗтел ҫинче бронза статуэткӑсем ларакан, каминлӑ чаплӑ кабинетне таврӑнчӗ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл тӗлӗнмелле ӳт-пӳллӗ пулнӑ; унӑн ылтӑн тӗслӗ, ылтӑн пек йывӑр ҫивӗчӗ чӗркуҫҫирен те аяларах усӑнса аннӑ; анчах ӑна никам, та хитре хӗрарӑм темен; унӑн сӑн-питӗнче лайӑххи пӗр куҫӗсем кӑна пулнӑ, тӗрӗссипе, куҫӗсем те мар, мӗншӗн тесен вӗсем пысӑках мар тата чакӑр кӑвак тӗслӗ пулнӑ, — пуринчен ытла ҫав куҫсем хӑвӑрттӑн та тарӑннӑн, пӗр шухӑшсӑр маттуррӑн пӑхни, е, салхуллӑн шухӑша кайса, этем ӑнланми пӑхни илемлӗ пулнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӗсем пӳлӗмре курӑнакан мӗнпур япалана ӳкереҫҫӗ, пӳлӗмӗ вара пӗтӗмпех художнике кирлӗ ӑпӑр-тапӑрпа тулса ларнӑ; унта нумай вӑхӑт выртнипе тата тусан ларнипе кофе тӗслӗ пулнӑ гипс ал-урасене, хуҫӑлса пӗтнӗ станоксене, ӳпӗнтерсе пӑрахнӑ палитрӑна куратӑн, унтах юлташӗ гитарӑпа выляса ларать, стенисене сӑрӑпа сӑрласа пӗтернӗ, уҫса пӑрахнӑ чӳречерен тӗксӗм тӗслӗ Нева шывӗпе ун ҫинчи хӗрлӗ кӗпеллӗ мӗскӗн пулӑҫӑсем курӑнаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӑл тытса тӑракан йӗтӗн тымарӗ патӗнче хура-симӗс тӗслӗ, ҫеҫкинчен пуҫласа аялалла хӑмпӑланнӑ, шупка-сарӑ тӗслӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хурарах кӑвак тӗслӗ ҫумӑр пӗлӗтне вӑл самантлӑха кӗмӗл тӗслӗ кукӑр-макӑр хуртапа эрешлесе илчӗ те, йӑлтӑркка сӑннипе аялалла вирхӗнсе, хурал сӑрчӗн ҫаврака кӑкӑрӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Уринче ун вӗр-ҫӗнӗ атӑ, каллех пуклак сӑмсаллӑскер, анчах халӗ ҫулла тӑхӑнса ҫӳрекен парусинӑран ҫӗленӗ атӑ мар, ҫемҫе тиртен ҫӗленӗскер; ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, анчах кӗпи те леш Украинӑри пек айккинчен тӳмелекен ал тупанӗ сарлакӑш тӗрӗллӗ кӗпе мар, ҫӳллӗ ҫухаллӑ та кӑкӑрӗ ҫинче хутаҫ пек кӗсьеллӗ, пуставран ҫӗленӗ кӗпе; капюшонлӑ, шалти кӗсьеллӗ ҫӗнӗ плащпа, ку плащ ӗнтӗ ҫуллахи тусан тӗслӗ кӑвак плащ мар, ҫутӑ-хӑмӑр, типнӗ каштан ҫулҫи тӗслӗ…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Паллакан секретарь-машинистка паян шупка сирень тӗслӗ кӗпепе мар, темле кофе тӗслӗрех, тӗттӗм-сарӑрах кӗпепе.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем ҫула ҫитнӗ, тапса тӑракан сывлӑхлӑ ҫынсем, ҫеҫенхирти вӗри сывлӑшпа кӑвак янкӑр мӗн иккенне питӗ лайӑх пӗлсе тӑракансем, мӗншӗн тесен, вӗсен пичӗсем бронза тӗслӗ мар, тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ пулса кайнӑ, мӑйӑхӗсем вара шӑрт пек хытӑ та смала сӗрнӗ пек хура.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Юман тӗслӗ хаклӑ йышши обой ҫыпӑҫтарнӑ столовӑйра Атепинпа пӗрле ларать, чие ҫырли тӗслӗ ҫӑра чей сӑрӑхтарать.Сидел с Атепиным в столовой, оклеенной дорогими, под дуб, обоями, цедил крепкий, бордовый чай.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.