Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑшманне (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Серафимӑ хӑйне алӑкран кӑларса ярасса кӗтсе тӑмарӗ, тӑшманне ҫут тӗнчери мӗн пур усал сӑмахсемпе хӑртса, малти пӳлӗмрен сирпӗнсе тухрӗ.

Серафима не стала дожидаться, когда ее выставят за дверь, и сама стремглав вылетела из горенки, понося на чем свет стоит свою лихоманку-соперницу.

12 // .

Малтан пӗр тӑшманне, унтан иккӗмӗшне штыкпа тӑрӑнтарнӑ, виҫҫӗмӗшне пӑшалпа персе ӳкернӗ.

Пырнул штыком одного турка, пырнул второго, выстрелил в третьего.

Раҫҫей салтакӗ // .

Аксинья, хӑй йӑвине хӳтӗлесе, ҫапла хаяррӑн шӑртланать, пӗтӗм иртнӗ кӳренӗвӗшӗн халӗ тӑшманне тавӑрать.

Аксинья лютовала, защищая свое гнездо, за все прежнее разила теперь.

19 // .

Вӗсем пӗчӗк сӑрт хыҫӗнче вӗренчӗкле атакӑна кӗреҫҫӗ, хӑйсен «тӑшманне» чеен ҫавӑрса илсе, хӳтӗре мишеньсем ҫине тупӑсемпе пӑшалсемпе переҫҫӗ.

За бугром сходились в атаках, хитро окружали и обходили «противника», стреляли по мишени из дробовиц.

11 // .

Вӑл хӑйӗн тӑшманне — ту ҫыннине хисеплет, анчах хӑйшӗн ют тата хӑйне хӗсӗрлекен салтак ҫине йӗрӗнсе пӑхать.

Он уважает врага-горца, но презирает чужого для него и угнетателя солдата.

IV // .

Хирӗҫ пеме валли уйӑрнӑ ҫур минут иртсен, Ромашов подпоручик тӑшманне тавӑрма пултараймасси палӑрчӗ.

По истечении установленной полуминуты для ответного выстрела обнаружилось, что подпоручик Ромашов отвечать противнику не может.

XXIII // .

Унтан пӗшкӗнчӗ те хӑйӗн тӑшманне малтан пӗр енне, унтан тепӗр енне ҫавӑрса пӑрахрӗ.

Потом наклонился над ним и стал поворачивать его то на один бок, то на другой.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // .

Ҫапла хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ хыҫҫӑн манӑн тискер этем (ҫав вӑхӑтранпа эпӗ ӑна манӑн тискер этем теме пуҫларӑм) хӑрах аллипе эпӗ панӑ хӗҫҫе, тепӗр аллипе тӑшман пуҫне ҫӗклесе, савӑнса-кулса ман пата таврӑнчӗ, унтан вара, темиҫе майлӑ тайӑлса, хӗҫҫе тата тӑшман пуҫне ман ума хучӗ.

После этой кровавой расправы со своим преследователем мой дикарь (отныне я буду называть его моим дикарем) с веселым смехом вернулся ко мне, держа в одной руке мою саблю, а в другой — голову убитого, и, исполнив предо мною ряд каких-то непонятных движений, торжественно положил голову и оружие на землю подле меня.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // .

Таракан мӗскӗн ҫын, эпӗ унӑн икӗ тӑшманне те вӗлертӗм пулин те (вӑл ҫакна хӑй те курчӗ), пӑшал ҫулӑмӗпе сассинчен тем пекех хытӑ хӑрарӗ, утайми пулчӗ, вӑл вырӑнтан тапранма хал ҫитереймесӗр юпа пек хытрӗ, ним тума пӗлмесӗр: тармалла-и е ку ҫынпа пӗрле пулмалла-и, тесе шухӑшларӗ пулас; май пулсан, вӑл манран та тарнӑ пулӗччӗ.

Несчастный беглец, несмотря на то что я убил обоих его врагов (по крайней мере, так ему должно было казаться), был до того напуган огнем и грохотом выстрела, что потерял способность двигаться; он стоял, как пригвожденный к месту, не зная, на что решиться: бежать или остаться со мной, хотя, вероятно, предпочел бы убежать, если бы мог.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // .

Соколов хӑй тӑшманне шӑтарас пек витӗрсе пӑхса ҫапла каларӗ:

Пронзая врага уничтожающим взглядом, Соколов громко сказал:

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // .

Анчах ҫак студент Стефчова вӗлерме хатӗр тӑни, хӑйсен таса ӗҫӗн хаяр тӑшманне чиксе пӑрахма хатӗр пулни тӗлӗнтерсе ячӗ.

Но доктор был прямо-таки потрясен, увидев, что студент действительно готов убить Стефчова — противника святого дела.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // .

Паҫӑр анӑраса кайнӑ хӗр-манахсем халь тинех йӗркене кӗре пуҫларӗҫ, хӑйсене султан тӑшманне пытарса усрать тенӗшӗн кӳренсе, жандармсене хирӗҫ тӑма та тытӑнчӗҫ.

Придя в себя от первого потрясения, монахини стали горячо протестовать и даже обижаться, что их подозревают в укрывательстве человека, которого считают врагом султана.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // .

Ставри пуп аллинчи епитрахильне те пӑрахрӗ; ун тусӗсем тӗлӗнсе енчен енне пӑхкаласа илчӗҫ, Соколов хӗпӗртесе пӑхрӗ хӑйӗн тӑшманне, сӑнарӗ унӑн тӑрӑхласа кулнӑ пек туйӑнчӗ.

Поп Ставри выпустил из рук епитрахиль; его друзья изумленно переглядывались, Соколов торжествующе смотрел на своего врага; злорадная улыбка оживила его лицо; он упивался жгучим позором соперника.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // .

Енчен Стефчов вырӑнӗнче Михалаки Алафрангов пулнӑ пулсан, Алафранговӗ ним шутласа тӑмасӑрах хӑй тӑшманне сутнӑ пулӗччӗ, ҫавна вӑл ырӑ ӗҫ турӑм-ха тесех шухӑшланӑ пулӗччӗ.

Будь на месте Стефчова Михалаки Алафранга, он совершил бы предательство со спокойной совестью, уверенный в том, что делает доброе дело.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // .

Хальхинче ӑна, кофейньӑра ларса, хӑйӗн тӑшманне сутса вӗлерттерес тенӗ усал шухӑш пырса кӗчӗ.

В кофейне ему на этот раз пришла в голову жестокая мысль погубить своего врага, предав его.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // .

Кирияк Стефчов кофейньӑран паян та яланхи пекех тухса тарчӗ, анчах вӑл хальхинче хӑй тепре килсен тӑшманне ҫӗнӗ вӑйпа тапӑнатӑпах тесе ҫирӗп шут тытрӗ.

И сегодня, в кофейне, Кириак Стефчов бежал с поля боя, как убегал в других случаях, но на сей раз твердо решив вернуться и с новой силой броситься на противника.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // .

Ровоама хаджин кӑмӑлӗ ҫак кунсенче, тем, сӳрӗкленсе ҫитрӗ; мӑнастирӗн пысӑк тӑшманне, Соколов тухтӑра, ирӗке кӑларни ӑна ытла пӑшӑрхантарать.

В эти дни госпожа Хаджи Ровоама была не в духе; ее уязвило освобождение доктора Соколова — опасного врага монастыря.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // .

Унтан вара старик, тем хӑрушӑ япала сиссе, хӑйӗн яланхи тӑшманне ӑҫта та пулин курасса шанса, кил картине куҫпа пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах — кӑлӑхах: Трофим ниҫта та курӑнман.

Тогда старик, озаренный страшной догадкой, сиротливыми глазами оглядел двор в надежде увидеть где-нибудь на крыше сарая своего извечного недруга, но взгляд его бродил впустую: Трофима нигде не было.

XXVIII сыпӑк // .

Апла пулсан, ыйту паллӑ: малтан ҫав класс тӑшманне ҫакса вӗлермелле, унтан вара унӑн тирне сӳмелле.

Значит, вопрос ясный: сначала этого классового врага надо на шворку, а потом уж и шубу с него драть.

XVI сыпӑк // .

Пӗтӗм юлашки вӑйне хурса, Давыдов тӑшманне аран-аран хытӑ ҫӗр ҫине тӗртсе кӑларчӗ, кунта вара ӑмӑрту пӗтрӗ те: ӳкессе вӗсем пӗрле ӳкрӗҫ, анчах ӳкнӗ чухне Давыдова Нестеренкӑна ҫавӑрса яма май килсе тухрӗ те, вӑл ҫиеле пулчӗ.

Напрягая последние силы, Давыдов кое-как вытеснил противника на твердую землю, и тут наступил конец состязанию: падали они вместе, но уже при падении Давыдов сумел повернуть Нестеренко и оказался сверху.

VIII сыпӑк // .

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней