Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ну, ним тума та ҫук, пӗчченех кай, хӗрӗм, сана ҫул кӑтартса килнӗ мучу пӗр харӑсах пур урипе те уксахлакан пулчӗ, эппин, таҫта ӑна урпа ҫӑкӑрӗпе тӑрантарнӑ пулмалла.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ним хускалмасӑр хытса выртасси ӑна мӑй таранах тӑрантарнӑ ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитернӗ.Ему хотелось вырваться из опостылевшего плена неподвижности.
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Сире тӑрантарнӑ, тумлантарнӑ, сирӗн сӑмсана шӑлнӑ чухне аҫу-аннӳ кирлӗ сире, вӗсем ватӑлсан вара хӗсӗрлетӗр.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Бригадӑна тыла илсе тухса хӗлле тӑхӑнмалли вӗр-ҫӗнӗ тумсем панӑ, пӗр талӑк хушши калама ҫук селӗм тӑрантарнӑ, тепӗр кунне вара, вакунсем ҫине вырнаҫтарса, инҫе ҫула кӑларса янӑ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мамочкин Травкина хӑйӗн никам та пӗлмен ҫӑлкуҫӗнчен илекен тутлӑ апат-ҫимӗҫӗпе командира юрас тесе мар тӑрантарнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Чӗпписем пуҫӗсене ҫӗкленӗ, ҫӑварӗсене карнӑ, ӑмӑрткайӑк пулла таткаласа хӑй чӗпписене тӑрантарнӑ.Орлята подняли головы и разинули рты, а орел разорвал рыбу и накормил детей.
Ӑмӑрткайӑк // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 23–24 стр.
«Вӑл ҫывӑрса тӑриччен, каниччен, эпӗ лашасене тӑрантарнӑ пулӑттӑм, вӗсен чӗрнисене пӑхӑттӑм…«Он бы себе выспался, передохнул, а я бы за это время коней покормил, копыта им осмотрел…
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ну, ку, калас пулать, тӗрес те: хуҫа арӑмӗ ӑна кӑшман ҫитернӗ, апат юлашкисем панӑ, ытти пахча ҫимӗҫпе тӑрантарнӑ, дояркӑ вара пӗлтӗрхи типӗ утта пӗр ывӑҫ пӑрахса парать те ӗне ҫилли айӗнче тӗлӗрсе ларать, сӗт кӗтет.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ытти хӑш-пӗр ҫынсемшӗн вӑл ирсӗр этем пулнӑ пулсан, пирӗншӗн, ачасемпе аннешӗн, хамӑр ҫын, тӑван ҫын пулнӑ: вӑл пире тӑрантарнӑ, тумлантарнӑ, пирӗншӗн вӑл ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗрччен хирте пилӗкне авнӑ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Вунвиҫӗ ҫула ҫитичченех-ха вӑл суха хыҫҫӑн утнӑ, ҫемйине тӑрантарнӑ.— Ему тринадцати лет не было, а он за плугом ходил, семью кормил.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Менельниксем е ытти чаплӑ кунсем тӗлне пусма палӑртнӑ кӑрккасемпе чӗпсене мӑйӑрпа тӑрантарнӑ: хурсене, ҫу пухчӑр тесе, праҫник умӗн темиҫе кун малтан ирӗкре ҫӳреме пӑрахтарса, ниҫта хускалмасӑр ларма, михӗпе ҫакса хунӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ, вуннӑри хӗрача, вӗсене пӑхнӑ, тӑрантарнӑ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Зинаида Николаевна Купташкина асӑннӑ тӑрӑх - вӑл 300 ытла ҫынна тӑрантарнӑ, вӗсем виҫӗ сменӑпа ӗҫленӗ.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Кашкӑра ури тӑрантарнӑ пек, журналиста та ура тӑрантарать.
Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
20. Анчах чӗри мӑнаҫлӑланса кайсассӑн, кӑмӑлӗ чӑрсӑрланмаллах хытса ҫитсессӗн, ӑна патшаран сирпӗтнӗ, чысӗ-мухтавӗсӗр тӑратса хӑварнӑ; 21. ӑна ӗнтӗ этем ывӑлӗсенчен уйӑрнӑ, унӑн ӑсӗ-тӑнӗ тискер кайӑкӑнни пек пулса кайнӑ; вӑл хир ашакӗсемпе пӗрле пурӑннӑ; ӑна, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарнӑ, унӑн ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ — этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл патшалӑха кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса иличчен ҫапла пурӑннӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша каласа та пӗтереймен-ха, тӳперен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Навуходоносор патша, итле! эсӗ патшалӑхусӑр тӑрса юлтӑн. 29. Сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарӗҫ. Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн!» 30. Ҫапла калани Навуходоносора ҫийӗнчех ҫитнӗ: ӑна ҫынсенчен уйӑрнӑ; выльӑх пек, курӑк ҫинӗ вӑл; ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ, ӗнтӗ ҫӳҫӗ-пуҫӗ арӑсланӑнни пекех, чӗрнисем вӗҫен кайӑкӑнни пекех ӳссе кайнӑ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Акӑ, патша, ҫакӑн пӗлтерӗшӗ — Ҫӳлти Турӑ малтанах палӑртса хуни, хуҫамӑма, патшана, кӗтекенни ҫакӑ пулать: 22. сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарма тытӑнӗҫ, эсӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнӑн.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ун вырӑнне Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ангел апачӗпе тӑрантарнӑ, вӗсене, ӗҫлеменскерсене, тӳперен хатӗр ҫӑкӑр — кирек кама та килӗшмелле ҫӑкӑр — ярса панӑ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл антӑхакан чуна тӑрантарнӑ, выҫӑхнӑ чуна ырӑлӑхӗпе тутӑ тунӑ.9. ибо Он насытил душу жаждущую и душу алчущую исполнил благами.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӗсем ыйтнӑ та — Вӑл путенесем ярса панӑ, вӗсене ҫӳлти ҫӑкӑрпа тӑрантарнӑ.40. Просили, и Он послал перепелов, и хлебом небесным насыщал их.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.