Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑмне кӑна, кӑмака тума тесе, пӗлтӗр кӗркунне завод карьерӗнчен кӳнӗччӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тутисене ҫӑт хытарса тытса, кӗхле-кӗхле аттисене хыврӗ, вӗсен тӗпне ҫыпӑҫнӑ ҫырма тӑмне силлесе хӑйпӑнтарчӗ, унтан, ӳпӗнтерсе, лӑпӑр-лӑпӑр шывне юхтарса кӑларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аманса пӗтнӗ, тертленсех ҫитнӗ, ҫунакан пуҫпа, типнӗ пырпа тӑватӑ пуҫлӑ ҫын куҫать: тӑватӑ уран, хырӑмпа шӑва-шӑва, ӳке-ӳке, ҫыранӑн шӗвӗ тӑмне пичӗпе перӗне-перӗне, сике-сике, тӗмсене хуҫа-хуҫа, курӑнми чараксене хул пуҫҫипе те кӑкӑрпа ҫӗмӗре-ҫӗмӗре; ҫак ҫын, этем шухӑшӗ-сисӗмӗсӗр юлнӑскер, тунсӑхпа, ӗмӗт татӑлнипе, теветкеллӗхпе хӗсӗнсе ҫитнӗскер, хӑйӗн таткаланчӑк-ҫуркаланчӑк кӗлеткине шыв хӗрринче тепӗр сехете яхӑн сӗтӗрсе пычӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Шупашкартан хӑйсен автомашинипе илсе килнӗ бурпа ҫӗре пӑраласа хӗрлӗ тӑмне кӑларчӗҫ, бетон ункӑсем антарса хӑварчӗҫ.
Виҫӗ ҫӗнӗ тарасаллӑ пултӑмӑр // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.08.20, http://gazeta1931.ru/gazeta/8031-khal-khran-ta-numaj-kilet-32
Тӑмне кӑна виҫҫӗр лава яхӑн турттарса тӑкрӗҫ.
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Энтюк тӑмне те, хӑйӑрне те хӑй тӗрӗслесе пӑхрӗ.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Тӑмне илес пулсан, унӑн вӑрттӑнлӑхӗ пур — ун пеккине пӗтӗм облаҫра та шыраса тупаймӑн.— Что касаемо глины, так она у нас с секретом, — такого богатства во всей области не сыщещь.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кӳршӗсем хӑйсен тӑмне пама килӗшменнипе, хӑйсем завод тума хатӗрленнипе пысӑк кирпӗч завочӗ тӑвасси ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗмен.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Алешӑн вӑрлӑх участокӗ валли хатӗрлекен тӑвайккипе пынӑ чухне вӑл ҫак тӑвайккири тӑпра мӗнрен тӑнине те, кунта илсе килме ӗлкӗрнӗ известь тӑмне те, тислӗке, бригадӑри складра хӑйӗн вӑхӑтне кӗтсе выртакан минераллӑ удобренисене те курнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Саня икӗ ҫул аслӑрах пулнӑ, шкула та ҫӳренӗ, анчах хӑйне темле тӳлек те мӑран тыткаланӑ: юратсах ӗҫлеме пуҫланӑ та, ҫавӑнтах йӑлӑхса ҫитнӗ, вара вӑл чылайччен ҫӗр ҫинче ларнӑ, тӑмне аран-аран йӑвалакаланӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Разметнов калинкке ҫине пырса уртӑнчӗ те пуҫне усрӗ, ҫурӑмӗ ҫинче кӑна хул калакӗсем чӗтренсе тӑчӗҫ: ватӑ Шалый, ҫатан ҫумне пырса, тайӑлса кайнӑ юман тӗкмене ним ӑнланмасӑр, урнӑ пек силлеме тытӑнчӗ, Демка Ушаков, айӑпа кӗнӗ шкул ачи пек, ампар стени ҫумне пырса ҫыпӑҫнӑ та ҫумӑрпа исленнӗ штукатурка тӑмне чӗрнипе тӑрмалать, пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннӑ куҫҫульне шӑлма та пӗлмест.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах кунтеленсенчен пӗри хайӗн тӑмне, хаклӑ чулсенчен ялан тунӑ чухнехи евӗр, лаша пуҫӗ пекле йӑваласа лартнӑ, тепри — сурӑх пуҫӗ пек; иккӗшӗн ҫех — Ахиорпа Захариян — кӗлеткисем пӗрешкел, хӗрарӑм кӑкӑрӗ евӗрлӗ пулса тухнӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
43. Чирӗ чулсене хайӑрса кӑларса, пӳрте хырса тухса ҫӗнӗрен шӑлнӑ хыҫҫӑн та палӑрать, ҫеҫкеленсе тӑрать пулсассӑн, 44. священник пырса пӑхӗ те, эхер те пӳрт ҫинчи чир сарӑлнӑ пулсассӑн, апла ку — ҫиекен тилҫе, вӑл пӳрт таса мар; 45. ҫав пӳрте ҫӗмӗрмелле, унӑн чулӗсене, йывӑҫне, ӑна шӑлнӑ мӗнпур тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкмалла; 46. пӳрт питӗрӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра унта кам та кам кӗрет, ҫавӑ каҫченех таса мар; 47. кам ҫав пӳртре ҫывӑрать, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ]; кам ҫав пӳртре апат ҫиет, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ].
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш кунне священник каллех пырӗ, чирӗ пӳрт стенисем тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, 40. священник чир ернӗ чулӗсене хайӑрса кӑларма, унтан вӗсене хула тулашне таса мар ҫӗре кайса пӑрахма хушӗ; 41. пӳртне шалтан пӗтӗмпех хырса тухчӑр, хырса тӑкнӑ тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкчӑр; 42. унтан урӑх чулсем илччӗр те леш чулӗсем вырӑнне кӗртсе лартчӑр, урӑх тӑм илччӗр те пӳрте ҫӗнӗрен тӑмпа шӑлса тухчӑр.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1