Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑваттӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑваттӑ (тĕпĕ: тӑваттӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашана виҫҫӗ ҫапнӑ хыҫҫӑн урапа унталла та кунталла тайкаланнӑ, тӑваттӑ ҫапнӑ хыҫҫӑн вара тин вырӑнтан хускалнӑ.

После третьего удара телега покачнулась, после же четвертого она тронулась с места.

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Виҫӗ сехет те, тӑваттӑ та ҫитрӗ — ҫаплах ҫук!

Три, четыре часа — все нет!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ну, эпӗ халӗ кӑштах выртса канатӑп: пӗтӗмпех ывӑнса ҫитрӗм; эсӗ чӳрече каррисене усса яр та алӑка ҫирӗпрех хуп: ан чӑрмантарччӑр; тен, эпӗ пӗр сехетрен ҫывӑрса та кайӑп; тӑваттӑ ҫурӑ ҫитсен вӑрат.

Ну, а теперь прилягу немного: измучился совсем; ты опусти шторы да затвори меня поплотнее, чтоб не мешали; может быть, я с часик и усну; а в половине пятого разбуди.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Федор иккӗ, тӑваттӑ тата тӑххӑр ҫине пусрӗ.

Федор набрал номер двести сорок девять.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тӑваттӑ.

— Да.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗр сехет, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, пиллӗк…

— Один час, два, три, четыре, пять…

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пысӑккисем пурӗ те тӑваттӑ ҫеҫ, вӗсем те хаклисем мар — хулӑн, шурӑ тӳмесем.

Больших имелось всего четыре, да и они не оправдывали надежд, это были малоценные толстые, белые тройки.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, пиллӗк, улттӑ, ҫиччӗ, — тӑрӑшса пуҫларӗ ача пӳрнисене вӑрттӑн хутлатса, темӗнле суеҫле, анчах хурлӑхлӑ кулса, — саккӑр, тӑххӑр, вуннӑ, вунпӗр…

— Один, два, три, четыре, пять, шесть, семь… — старательно начал мальчик, исподтишка загибая пальцы и блудливо, но грустно улыбаясь, — восемь, девять, десять, одиннадцать…

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ… — пӑшӑлтатнӑ вӑл ҫамкине пӗркелесе.

— Одна, две, три, четыре… — шептал он, наморщив лоб.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чылай летчиксем хӑйне пӗлнине тӗлӗнсех ӗненет вӑл, ҫинчен тата икӗ орден ҫеҫ панипе сахал, тӑваттӑ памаллаччӗ, тесе шутлаҫҫӗ вӗсем (паллах вӗсен апла шутлама нимӗнле сӑлтав та ҫук).

С изумлением он убеждается в том, что многие лётчики знают его и даже считают несправедливым (разумеется, без малейших оснований), что у него только два ордена, а не четыре.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ куҫа уҫса пӑхнӑ ҫӗре — каютӑна кӑвак ҫутӑ кӗнӗ, стена ҫинчи сехет тӑваттӑ кӑтартать.

Когда я открыла глаза, в каюте все было уже голубоватым и часы на стене показывали четыре.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часрах паҫӑр хама сӑмах хушни еннелле ҫаврӑнса пӑхрӑм та, — ак тӗнче, пӗрререн тӑваттӑ пулса тӑнӑ.

Когда я снова обернулась на того, первого, который заговорил со мной, их стало уже и там целых четыре…

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанхи хутӗнче тӑваттӑ персе ҫирӗм пилӗк утӑмра ларакан бутылкӑна та тивертеймерӗм.

В первый раз, я дал сряду четыре промаха по бутылке в двадцати пяти шагах.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Тӑваттӑ, пиллӗк, — терӗ малалла Енакиев.

– Четыре, пять, – продолжал капитан Енакиев.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

84) вун тӑваттӑ тултарман ачана (сусӑр ачана вун саккӑра ҫитиччен) пӗччен пӑхса ҫитӗнтерекен ашшӗ е амӑшӗ;

84) одинокие родители, воспитывающие ребенка в возрасте до четырнадцати лет (ребенка-инвалида в возрасте до восемнадцати лет);

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 13 февраля 2018 г.

Ҫимуш еннелле тайӑлтӑм, унӑн — «пӗрре», Прошӑн — «тӑваттӑ».

Посмотрел в тетрадь Симуша, у него — «единица», а у Прошки — «четыре».

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Джезказганра виҫӗ объект, Аральскра тӑваттӑ ӗҫе кӗртнӗ.

Помоги переводом

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Чӑваш кӗнеке издательствин темпланне пӑхсан чун ыратать, унта патшалӑх шучӗпе кӑларма палӑртнӑ илемлӗ литература кӗнеки тӑваттӑ анчах, унччен 60-80 таран пулнӑ.

Помоги переводом

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Пурин те урамалла 2-3 чӳрече тухатчӗ пулсан, унӑн — тӑваттӑ.

Если у всех на улицу выходит 2-3 окна, у него - четыре.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

4. Эпӗ курах кайрӑм: акӑ ҫурҫӗр енчен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсе килет, капмар пӗлӗт тата явӑнса ҫунакан вут-ҫулӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑртатса тӑрать, 5. ҫакӑн варринчен вут варринче ҫулӑм ҫути евӗрлӗскер ялкӑшать; унӑн варринчен чӗрчун евӗрлӗскерсем тӑваттӑ курӑнаҫҫӗ; вӗсем акӑ мӗнлеччӗ: сӑн-сӑпачӗ вӗсен этемӗнни пек; 6. кашнийӗ тӑватшар питлӗ, кашнийӗ тӑватшар ҫунатлӑ; 7. урисем вӗсен — тӳрӗ туналлӑ, ури лаппийӗ — пӑру урин лаппийӗ евӗрлӗ, вӗсем йӗс пек ҫиҫеҫҫӗ (ҫуначӗсем ҫӑмӑл вӗсен).

4. И я видел, и вот, бурный ветер шел от севера, великое облако и клубящийся огонь, и сияние вокруг него, 5. а из средины его как бы свет пламени из средины огня; и из средины его видно было подобие четырех животных, - и таков был вид их: облик их был, как у человека; 6. и у каждого четыре лица, и у каждого из них четыре крыла; 7. а ноги их - ноги прямые, и ступни ног их - как ступня ноги у тельца, и сверкали, как блестящая медь, [и крылья их легкие].

Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней