Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑварланӑ (тĕпĕ: тӑварла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сутлӑхра тӑварланӑ, вӗри тата сивӗ мелпе тӗтӗмленӗ чавыча.

Помоги переводом

Камчатка тӑрӑхӗнчи тутлӑ пулӑсем — Чӑваш Енре // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=fTMvoaSW5Ro

Камчатка тӑрӑхӗнчи тӗтӗмленӗ, тӑварланӑ, типӗтнӗ пулӑсене Чӑваш Ене илсе килнӗ.

Помоги переводом

Камчатка тӑрӑхӗнчи тутлӑ пулӑсем — Чӑваш Енре // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=fTMvoaSW5Ro

Унӑн тата тӑварланӑ кӑмпа, йӳҫӗтнӗ хӑяр тупӑнчӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӗрарӑмсем паян пурте кайса пӗтнӗ-ха, — терӗ лесник, сӗтел ҫине пӗр турилкке тӑварланӑ кӑмпа лартса.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тӑварланӑ кӑмпа, ҫӑмартапа ӑшаланӑ кӑлпасси, пулӑ пур — ҫитмест-им пире?

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Унтан тӑварланӑ пулӑ ман ума шап! пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Аркадий Кузьмича пӗлтерӗр, тархасшӑн, арӑмӗ тӑварланӑ кӑмпа ҫисе аптранӑ, хӑвӑртрах пулӑшма васкатӑр…

Помоги переводом

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Пӗчӗкҫеҫ тӑваткал сӗтелӗ ҫинче пуҫламан ҫӑкӑр, пӗр турилкке тӑварланӑ хӑяр.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗр айӗнче вӑл ҫӳлтинчен чылай аслӑрах, унта хӗллесерен вуншар пӑт ҫӗр улми выртать, катки-каткипе тӑварланӑ хӑяр, помидор, кӑмпа, йӳҫӗтнӗ купӑста, пан улми, банки-банкипе тӗрлӗ ҫырларан тунӑ варени, кӗленчесенче улма-ҫырла эрехӗ, пысӑк пичкере хӗлӗпех сӑра татӑлмасть…

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл таврари вак-тӗвек сутӑҫсем валли фабрик-заводсем туса кӑларакан тавар тата тӑварланӑ пулӑ кӳре-кӳре килнӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Унтан вӑл чееленсе ҫапла ыйтрӗ: — Санӑн тӑварланӑ арбуз ҫиес килет-и, ывӑлӑм? — терӗ.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анне Епифана апат лартрӗ, ҫул ҫинче ҫиме тӑварланӑ хӑяр шурӑ ҫӗтӗкпе ҫыхса пачӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑварланӑ кӑмпа, типӗтнӗ кӑмпа.

Рядом стояли кадки с солеными грибами, на перекладинах висели связки сушеных грибов.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку типӗтнӗ пӑши (лось) какайӗ, ку, шетникри, тӑварланӑ ӗне ашӗ; ку шӑрттанне сурӑх ашӗнчен, ыттисене ӗне ашӗнчен тунӑ терӗ.

Тут была и вяленая лосятина, и засоленная говядина, шыртаны из баранины и говядины…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӳсӗр йӗкӗт халь чӗтрекен аллипе сӗтел ҫинчи тӑварланӑ кӑмпана ҫаклатса илме тӑрса муталанчӗ-муталанчӗ — илеймерӗ.

И вот сейчас этот баловень, как обычно пьяный, сидит в качестве ее жениха за столом, пытаясь подцепить из миски гриб, но тот то и дело выскальзывает из неуверенных рук,

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем ӑна пӗлсе уйӑрчӗҫ: Иван халь хире пӗр чӗрес тӑварланӑ панулми йӑтса килет.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл та, ку та — ӗҫлесси те, савӑнасси те — ҫамрӑксене кирлех: ӗҫленӗшӗн укҫа та тӳлерӗҫ, тӑварланӑ аш-какай та валеҫрӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тепӗр чух, асӑрхамасан, выльӑх кӗтӗвӗ пекех хӑваласа каяҫҫӗ, ниме те уяса тӑмаҫҫӗ, — сӗтел ҫине пӗр чашӑк тӑварланӑ кӑмпа лартса пачӗ старик.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тухатпӑр! — кӑшкӑрчӗҫ пурте, тӑварланӑ кусар пулла ӗме-ӗме ҫинӗ хушӑра.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑварланӑ хӑяр тытрӑм та вара ҫӑкӑрпа ҫисе ятӑм.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней