Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрремӗш смена ирхи 9 сехетре вӗҫленет, анчах ҫулла фермӑра ытларах тытӑнса тӑма тивет, апат хатӗрлесе тепӗр чухне кӑнтӑрла та ҫитет.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Пӗрлӗхре вӑй пулмасан хуҫалӑх 25 ҫул тытӑнса та тӑраймӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ те ӑнса пымӗ.
Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15
Ҫав шутран 24 ҫул алла-аллӑн тытӑнса пӗрле вӑй хутӑмӑр.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
Сулахай урана малалла ҫӗклемелле, алӑсене айккинелле сармалла, ҫапла 5 ҫеккунт тытӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн ал-урана каялла ямалла.
Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн анне тӑван тӑрӑхра тытӑнса тӑрас темен, вербовкӑпа тухса кайнӑ, ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Халлӗхе вара Шупашкар влаҫӗсем нарӑс пуҫламӑшӗнчен тытӑнса уйӑх ытларах тапхӑрта тӗп хулари ҫулсен 2,6 пин тӑваткал метрпа танлашакан лаптӑкне шӑратнӑ асфальтпа саплани пирки хӑпартланса пӗлтерни ҫулсен юсавлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чӑн лару-тӑрӑва сӑнлать темешкӗн ниепле те чӗлхе ҫаврӑнмасть.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Экологи рейтингӗнче республика 2015 ҫул тӑршшӗпех (ҫуркунне – тӑххӑрмӗш, ҫулла саккӑрмӗш вырӑнсенче) малти регионсен йышӗнче тытӑнса тӑма пултарчӗ.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫламалла вӗсен: скакалкӑпа, михӗ тӑхӑнса сикмелле, боксер перчеткипе халат тӑхӑнтартмалла, алла-аллӑн тытӑнса тата баскетбол мечӗкӗпе чупмалла.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html
Ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнса ҫӳренӗскере саккун 200 пин тенкӗ таран штрафланинчен тытӑнса икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html
26-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарни каччӑ хӗсметрен 2009 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулхи раштавччен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ.
Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html
Пирӗн Чӑрӑшкассисемпе Хурӑнлӑхсенче иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тытӑнса йыш 7,8 пин ҫын ытла чакнӑ!
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Экологи рейтингӗнче республика 2015 ҫул тӑршшӗпех /ҫуркунне - тӑххӑрмӗш, ҫулла саккӑрмӗш вырӑнсенче/ малти регионсен йышӗнче тытӑнса тӑма пултарчӗ.
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулари ҫулсем ҫинче ирӗлтернӗ асфальтпа бетонпа усӑ курса 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ.
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html
Чӑваш Енри виҫӗ ҫултан аслӑ мӗнпур ача, муниципалитетсен ҫурринче вара пепкесем ҫулталӑк ҫурӑран тытӑнса ача садне ҫӳреме пултарӗҫ!
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945