Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тусӗ (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Эй, ытла асапланмалла кун пек, чӑвашлах ярар, – тенӗ хайхи тусӗ.

– Ой, так слишком хлопотно, давай лучше по-чувашски, – вдруг отвечает друг.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Ывӑннине те, вӑхӑт ҫитменнине те сисместӗн, малаллах ӑнтӑлас килет, - хӑйӗн пурнӑҫ чӗнӗвне ҫапла палӑртать хаҫат тусӗ.

Помоги переводом

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Вӑл шӑпӑртах тӑракан тусӗ еннелле пӑхрӗ.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑмсанатӑп сана, мӑн кӑмӑллӑ, хӑватлӑ Атӑл, эсӗ ӗмӗр тӑршшӗпех этемлӗхӗн чи ҫывӑх, шанчӑклӑ тусӗ пулнӑшӑн, темиҫе пин ҫул пурӑнса вӑл вӑхӑтри пурнӑҫа курма пултарнӑшӑн.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Йывӑр та асаплӑ пурнӑҫ тӑршшӗпех Н. К. Крупская Владимир Ильичӑн шанчӑклӑ тусӗ, пӗрле кӗрешекенӗ, партири юлташӗ пулнӑ, унпа ҫума-ҫумӑн тӑрса, партин идейӑллӑ тасалӑхне, революцилле шухӑш-кӑмӑлне хӳтӗленӗ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ӑна Родион Васильевичӑн ывӑлӗ Александрпа унӑн тусӗ Сергей Пчелов йӗркелесе ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

Ӑмӑртура — пулӑҫсем // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/a%d0%bca%d1 ... %b5%d0%bc/

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вара тӑватӑ пепкин юратнӑ амӑшӗ ҫеҫ мар, вӑл ҫут ҫанталӑк тусӗ, ӑста пахчаҫӑ, чечек ӗрчетекен, алӑ ӑсти, ҫав вӑхӑтрах ачисем вӗренекен Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулта, ача садӗнче йӗркелекен мероприятисене те мӑшӑрӗпе пӗрле хутшӑнма май тупать…

Помоги переводом

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

— Поэт ҫӑви ҫине унӑн юлашки ҫывӑх тусӗ Пазухин пырса кайнӑ.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна пытарнӑ чух ун тупӑкӗ хыҫҫӑн пӗр тусӗ те пыман, пӗлессе те вӗсем поэт вилӗмӗ ҫинчен питӗ кая юлса пӗлнӗ…

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин тусӗ патне васкаса тухрӗ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Вӑт ҫав Марфа сӑвӑ ҫырнине эпӗ ӑнсӑртран ҫеҫ пӗлтӗм, — терӗ Кӗҫтук, тусӗ каланине илтмӗш пулса.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Раштав ҫитсен, каникул вӑхӑтӗнче, Пазухин хӑйӗн тусӗ патне, Епхӳ кӗпӗрнине тухса кайрӗ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ: тусӗ ӑна Тӑхти каланинех каларӗ.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, ман ӗҫ мар, — терӗ Пазухин, тусӗ ҫине куҫ хӳрипе пӑхса.

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗрре, шӑматкун, вӑл хутар шкулӗнче ӗҫлекен тусӗ патне кайнӑччӗ, ҫавӑнтан таврӑннӑ чух ҫул майӗн Кирук патне кӗрсе тухас терӗ.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук хӑйӗн тусӗ литература чӗлхи пирки ҫапла хӗрсе тавлашнишӗн савӑнать пулас, ҫапах туйӑмне уҫҫӑн кӑтартмасть, вӑл хӑйӗн савӑнӑҫӗнчен именнӗ пек те туйӑнать.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Акӑ мӗн, — терӗ Лавр Кузьмич хуллен (тусӗ: «Эпӗ сана кӳрентерес ҫук, ху пӗлетӗн», — тени ун чӗринче темле ырӑ туйӑмлӑ хӗлӗхе пырса перӗнчӗ).

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Космонавт хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсемпе галерейӑран тухса кайсан, Мухаров кунта нумай тӑрасшӑн пулмарӗ, хавасланса ӳкнӗ тусӗ калаҫнине вӑл ирӗксӗртереххӗн итлерӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пуринчен ытла ҫакна йӑлтах Макарӑн чи ҫывӑх тусӗ, юратнӑ мӑшӑрӗ — Натюш лайӑх курать, ӑнланать, пӗтӗм чӗререн ӗненет.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗррехинче Мухаров хӑйӗн тусӗ патне (Макара училищӗре пӗр пӗчӗк чӑлан евӗр пӳлӗм панӑччӗ), кӗчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: ялан тирпейсӗр пулнӑ пӳлӗм тап-таса; урай, чӳрече кантӑкӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; пур-ҫук япаласене тирпейлесе хунӑ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней