Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑслӑлӑха ӗлӗкхи вӗрӳ-суру тӗнӗн вӑрттӑн ӗҫ-пуҫӗсенче те шыранӑ вӑл ҫаплах, ҫавна пула капищӑсене ҫӳренӗ, парнесем кӳнӗ: питӗ хӑватлӑ Ваал-Либанона, Тирпа Сидонра ана, пултарулӑхпа аркану туррине, тинӗсре ҫӳрекенсен хӳтлӗхне, Мелькарт ятпа чысланӑ, Сивах оазисӗнче Аммон тесе чӗннӗ, ун кӗлетки унта, уяв картине ҫул кӑтартса, пуҫ сулнӑ, халдейсен вӑл Бэл ятлӑ пулнӑ, хананейсен — Молох; пуҫҫапнӑ ҫаплах унӑн арӑмне — хаяр та вӗри туйӑмлӑ Астартӑна, ытти хрӑмсенче Иштар, Исаар, Ваальтис, Ашера, Истар-Белит тата Атаргатис ятсем илнӗскере.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Старик тӑчӗ, сумкине илчӗ, вара вӗсем питӗрнӗ дачӑсем патӗнчен, хупнӑ тирпа ресторан аяккинчен хулана, Кӗҫӗн Арнаутски урамӗнчи вунпиллӗкмӗш ҫурта утрӗҫ.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
20. Ирод ҫавӑн чухне Тирпа Сидон ҫыннисем ҫине ҫилӗллӗ тӑнӑ; лешӗсем пӗр канаша килнӗ те ун патне пынӑ: патша вырӑнне тирпейлесе тӑракан Власта хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран хӑйсемпе килӗшӳ тума ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 14. ҫавах сутра Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансассӑн тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ; унта Унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ, тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ; 18. вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма пынӑ; усал сывлӑш ернипе асапланакансем те сывалнӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ урлӑ кайса каллех Галилея тинӗсӗ патне тухнӑ.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унтан кайсассӑн Тирпа Сидон ҫӗрне ҫитнӗ; унта пӗр ҫурта кӗнӗ, ӗнтӗ Хӑй ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман; анчах та пытарӑнса юлайман.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тирпа Сидон таврашӗнчисем те, Вӑл мӗн туни ҫинчен илтсессӗн, Ун патне питех те йышлӑн пынӑ.И живущие в окрестностях Тира и Сидона, услышав, что Он делал, шли к Нему в великом множестве.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ.21. И, выйдя оттуда, Иисус удалился в страны Тирские и Сидонские.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ: 21. хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 22. калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, 4. филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1