Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аликовӑн кун пирки калаҫас килмест, ахӑр: аслӑ диспетчера вӑл тимлемесӗр итлет, маччаналла, чӳречерен тулалла пӑхать, утнӑ чухнехи пек, хулпуҫҫийӗсене, чӗркуҫҫийӗсене хускатса-вылятса тӑрать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хальхинче, темшӗн, вӑл пуҫне уснӑ, никампа сӑмахламасӑр, никама тимлемесӗр тенӗн шӑпӑрт тӑрать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вук иккӗшне те тимлемесӗр итлерӗ: ҫӗркаҫ тӳссе ирттернӗ инкек хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн савӑнӑҫне палӑртма манса кайнӑ пекех пулчӗ.Вук задумчиво слушал; после пережитой ночи он не мог громко выражать свою радость.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл мана ытлашши тимлемесӗр итлерӗ, сак ҫинче лараканскер, чӗн пушӑ вӗҫӗпе хӑйӑр ҫине тем ҫыркаларӗ.Он полувнимательно, полурассеянно слушал меня, сидя на скамье и рисуя концом хлыстика на песке.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Фомин вӗсен тӑрлавсӑр кӑшкӑрашӑвне тимлемесӗр тӑнласа тӑчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Патмар, ытла сарлака хул пуҫҫиллӗ кӗтӳҫӗ те, чӑпӑрккине выляткаланӑ май пӗр тимлемесӗр тенӗ пек кил картине, пӳрт-ҫурта, пӳрт кантӑкӗсене, маччана улӑхмалли ҫӑт хупнӑ алӑка пӑхса ҫаврӑнса, ун хыҫҫӑн лӑпӑстатрӗ…
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ашкӑнакан Федотка, Давыдова каллех хӑй еннелле пӑхтарас тесе, хуллен партӑна шаккаса илчӗ, Давыдов ун ҫине тимлемесӗр пӑхсан, Федотка парта хыҫӗ ҫине мӑнаҫлӑн сӗвенсе, сылтӑм аллине йӗм кӗсйине чикрӗ, унтан алпа пемелли граната — «лимонка» туртса кӑларса, ӑна каллех кӗсйине хӑвӑрт чикрӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун ыйтӑвне пачах тимлемесӗр, Дубцов хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ:
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тимлемесӗр калаҫсанах, Ольга куҫӗсем кӳренчӗклӗн, хаяррӑн пӑхаҫҫӗ, куҫхаршийӗсем пӗрӗнеҫҫӗ, пит-куҫне ӳпкевсӗр, анчах питӗ кӑмӑлсӑр сӑн ҫапать, — Штольц вара ҫав тери пӑшӑрханать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ачашшӑн кулкаласа, пуҫне тайса, ҫӗрелле пӑхса, тимлемесӗр итлерӗ е каллех ун питӗнчен пӑхса, урӑххи ҫинчен шухӑшларӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем вӑраххӑн утса пычӗҫ: Ольга тимлемесӗр итлерӗ утнӑ майӗн сирень туратне хуҫрӗ те, Обломов ҫине пӑхмасӑр, ӑна тыттарчӗ.Они шли тихо; она слушала рассеянно, мимоходом сорвала ветку сирени и, не глядя на него, подала ему.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чух дипломат хӑйӗн арӑмӗ каланине тимлемесӗр итлет, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелет кӑна — вӑрттӑн вара арӑмӗ канашланӑ пек ҫырса хурать.Иногда дипломат небрежно выслушает совет жены, пожмет плечами — и втихомолку напишет по ее совету.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ, шухӑша кайнипе урока тимлемесӗр ларнӑ Тамарӑна: «Лар! Единицӑ!» —тесе кӑшкӑрать учительницӑ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Прокуратурӑна килнӗ пӗр ҫыннӑн ыйтӑвне те тимлемесӗр хӑвармаҫҫӗ.
Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
- 1