Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенине (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курак Мӗтри, хунькассинче пулнӑ пек, халӗ унтан урапа ҫинче силленсе таврӑннӑ пек тӗлӗк тӗлленсе выртаканскер, такам хыттӑнах: «Тӑр, мучи! Ҫитет сана ҫемҫе ҫӗрте кун чухлӗ ҫывӑрса килнипе», — тенине илтсе вӑранса кайрӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Анчах манӑн чун Каканаров вилнӗ тенине ниепле те йышӑнасшӑн мар.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пӗррехинче Альбин, сухан пуҫтараканскер, Нина ӑна: «Привет, Альбин!» – тенине пачах илтсе юлман.

Как-то Альбина была очень занята уборкой лука и не заметила, как Нина ей через забор: – Привет, Альбина! Нет ответа.

Хуйхӑ суханӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/336

Тӑтӑшах этемлӗхӗн черчен пайӗнчен: «Паянхи кун амӑшӗ пулма ҫӑмӑлах мар-ха», - тенине илтме тивет.

Помоги переводом

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Техникӑпа наука ҫитӗнӗвӗсемпе усӑ курма ҫине тӑрса вӗренни, пӗлӳпе туллин, творчествӑлла усӑ курни — ҫапла ӑнланать хальхи ҫын хастарлӑх тенине.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Анчах ҫакӑ пире хуйха ӳкермелле тенине пӗлтермест вӗт-ха.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫавсене пулах хӳме тенине ҫӳллӗрех тытма тӑрӑшатпӑр, ҫӑра тенине тӗреклӗреххине те пысӑкраххине шыратпӑр, чӳрече касатпӑр та ҫавӑнтах решетке ҫапса хуратпӑр.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чипер Платон Укаҫа качча илме шутлать тенине илтнӗччӗ пӗррехинче Тимуш.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Вилнӗ» тенине илтнӗ хыҫҫӑн текех кирлӗ пулмарӗ иккен ӑна упӑшки…

Помоги переводом

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Тоня, ҫапла-и?..» тенине илтсен, вӑл, Григориу ҫине пӑхасшӑн пулса, пуҫне кӑштах ҫӗклерӗ те, анчах пӑхма хӑюлӑх ҫитереймесӗр куҫне тартрӗ.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳп-ҫап тенине вӑхӑтра пӳртрен илсе тухса пӑрахмасан, ун айне пуласси те часах.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пӗр-пӗрне… чӑрмантармасӑр», тенине илтсен, ман ӑшра темӗскер кӑлт хускалса илчӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Завод лартакан стройтрест управляющийӗнче халь ҫӗне ҫын, унччен урӑх стройтрестӑн главнай инженерӗ пулнӑскер, ӗҫлет тенине илтессе илтнӗччӗ-ха эп, анчах курма тӳр килменччӗ ӑна, ятне-хушаматне те пӗлместӗмччӗ.

Помоги переводом

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗр ӗҫрех, пӗр ыйту пиркиех тӗрлӗ ҫын тӗрлӗрен шухӑшласси кашни ҫыннӑн психологийӗ расна пулнинчен те, пӗри ватӑраххинчен, тепри ҫамрӑкраххинчен те, ответлӑх шайӗ тӗрлӗ пулнинчен те е тата кашнийӗ ответлӑх тенине хӑйне май ӑнланнинчен те, темрен те, темрен те килет, — терӗ малалла Григориу.

Помоги переводом

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркин ӑна сӑмах панӑ вӑхӑтра халӑх алӑ ҫупни кӗрлесе тӑчӗ те, эпӗ «…управленири… тава тивӗҫлӗ строитель Тарас… сӑмах илет», тенине ҫеҫ илтсе юлтӑм.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов пирки «этем мар, копер тукмакӗ…» тенине илтнӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ кун иртсенех ҫакскер, Аликов, трафарет туса хатӗрлет те, унпа усӑ курса, леш хайхи ӳкерчӗкпе сӑмахсене (сӑвай ҫапакан копер тукмакӗпе «Эпир завод лартатпӑр…» текен сӑмахсене ӗнтӗ) бригадӑри ҫынсен курткисем ҫине сӑрла-сӑрла лартать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов та ҫавах: тӑвас тенине темле йывӑр пулсан та тӑвать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Турунов» та «Турунов» тенине илтсен ҫеҫ аса илнӗ пек пултӑм та шухӑшларӑм: «Ара, Турунов мухтаса пӗтернӗ йӗкӗт-ҫке ку», — терӗм.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта «рекордлӑ срок» тенине тӑватӑ ҫӗрте вуларӑмӑр, пирӗн ӗҫри кӑлтӑксем ҫинчен, ҫав кӑлтӑксене пӗтерес тӗлӗшпе кайран эпир намӑслана-намӑслана ӗҫлени ҫинчен пӗр сӑмах та курмарӑмӑр.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тахҫан илтнӗччӗ ҫав, илтнӗччӗ Ҫтаппан салтак пулнӑ хӗре качча илнӗ, арӑмӗпе пит те мухтанать, тенине.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней