Поиск
Шырав ĕçĕ:
Митюк ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала пек шутласа ӳсре, мӗн ыйтнине тивӗҫтермесенех, мӗн тӑвас тенине тутармасан чун-чӗрине кӑларсах макӑрчӗ, кутӑнлашрӗ, чӑкӑртӑшланчӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Ҫак кӗвӗҫӳ тенине кам эсремечӗ шутласа кӑларнӑ-ши ӑна?
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Тӳрремӗн куҫарсан вӑл «сана ырӑ сунатӑп» тенине пӗлтерет.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
«Малтанхипе ӑнмасан, иккӗмӗшӗпе те ӑнӑҫмасть» тенине хирӗҫлетӗп эпӗ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Ленин мӑшӑрӗн хӑйне пурӑнмалӑх хӑйӗнех ӗҫлесе тупма тивет тенине никам та ӗненмӗ!
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Ҫапах суйлав участокӗнчен машинӑпа килсе илме пулчӗҫ тенине вӑл килӗштермерӗ, ваттисем патне пур ҫӗре те машина яраҫҫӗ тенӗ хыҫҫӑн тин ларса пыма килӗшрӗ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Учитель тӑрӑшуллӑ, калас тенине ачасем патне ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗ патне те ҫитерме пултарсан ҫеҫ вӗренекенсем чӗлхе пӗлни сумлине ӑнланса илейӗҫ.
Хулари чӑваш чӗлхи учителӗсен конкурсӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34084.html
— Вӗсемпе калаҫма вӑхӑтне тупатӑн-ха эсӗ, пуҫ ыратать тенине санне питех ӗненмелле мар-ха, пуҫ ыратакан ҫын ӗҫ пӗтнӗ-пӗтмен киле килмелле, ӗнер вара ҫичӗ сехет ҫитрӗ, пӑтӑ пиҫрӗ — эсӗ ҫук.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
«Где это видано, где это слышано» тенине илтнӗччӗ эпӗ ачасенчен.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.
Ывӑнтӑм тенине тинех ӗненӗп.
Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.
«Миҫе ҫула ҫитрӗ ӗнтӗ Поля?» — тесе ыйтасшӑнччӗ Каюров, анчах Пульхерия Феофилактовна хӑйӗн ҫул шутне чакарсах пырать тенине аса илчӗ те шарламарӗ тата йӗркеллӗ арҫын «ҫамрӑкланакан» хӗрарӑмран нихҫан та вӑл миҫерине ыйтмасть.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Кам илтӗр ҫак ҫӗрӗк ҫурта?» — тетӗп те: «Ҫӗрӗк пулсан та ҫӗр тенкӗ, тенине илтмен-им эсӗ? Сутма пӗлмелле ӑна!» — тет.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Асӑрханӑр: кил картинче хаяр йытӑ пур», — тенине вуларӗ те Макар, асӑрханса, калиткене шаккарӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Калама ҫук сапаланчӑк ӑслӑскер, Макар тепӗр чух хӑй мӗн тӑвас тенине те астумасть, пӗр-пӗр япалана шырама тытӑнсан, ӑна тупиччен хӑй мӗн шырани ҫинчен те манса каять.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Чӑваш республикинче халӗ те хура пӳрт сыхланса юлнӑ, тенине илтсен те эпӗ кун чухлӗ тӗлӗнмен пулӑттӑм.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Халь ӗнтӗ эсир кунта жень-шень лартса ӳстерме ӗмӗтленет, тенине ӗненетӗп, — терӗм эпӗ шӳтлесе.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Эпӗ час-часах ман пирки «консерватор» тенине илткелетӗп.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл кӑра ҫилӗллине хӑйне килӗшмен ҫынсемпе хыттӑн калаҫнине, никамран та хӑраманнине, никама та пуҫ тайманнине, хӑй мӗн тӑвас тенине тӗрӗс тунине, сӑмаха ҫирӗп тытнине, яланах тӳрӗ чунлӑ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Унсӑр пуҫне, тӳррипе каласан, «Шуҫӑм» колхоз председательне чӑрмантарас килмерӗ манӑн: вӑл журналистсене юратмасть тенине нумай илткеленӗччӗ, эпӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
«Майра» тенине ҫеҫ ӑнланаттӑм эпӗ, — вӑл сӑмах мана кӳрентеретчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.