Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах нимӗнле хут та, журнал та курӑнмасть; капитан каютин сӗтелӗнче ҫеҫ, ешчӗкӗн аякри кӗтес хушӑкӗнче, ҫыру татки татӑлса юлнӑ; вӑл ман патӑмра упранать, эпӗ ӑна сире хӑҫан та пулин кӑтартатӑн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ухӑ ҫиппи татӑлса кайрӗ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Журналистпа калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫапах та чунра ҫӑмӑл пулса кайрӗ, хулпуҫҫи ҫинчен тем йывӑр япала татӑлса аннӑнах туйӑнать: кӑмӑл хавасланчӗ, уҫӑлчӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Иксӗмӗр пӗр сӑмахсӑр килӗшсе татӑлса «Хумсем ҫинче чупаканра» пулса иртни пирки урӑх калаҫмарӑмӑр, — унӑн тӗлӗнмеллерех палӑракан черчен ӗренкине-ӗлкине сиенлесрен хӑрарӑмӑр темелле-ши…
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Горн халӗ — лаша сиккипе пынин ӑнтӑлуллӑ ӗнтӗркевӗнче, унта ҫилхе, тӗттӗм, каҫхи ҫӗр, сӑртсен таракан мӗлкисем, пӗтӗм кӗлеткен кӗвӗллӗ кисренӗвӗ тавралӑх анлӑшӗн сикекен-сарӑлакан сисӗмлӗхӗпе тата пуҫ ҫаврӑннипе татӑлса ӳкесле куҫӑмпа пӗрлешсе кайнӑ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Дрибб пилӗк хутчен татӑлса анчӗ, улттӑмӗш хутӗнче ӑнӑҫтарчӗ, анчах ҫав тери тертленсе вӑй хунӑран вӑрманпа тӳпе унӑн куҫӗ умӗнче виле ҫинчи шӑнасенчен те хытӑрах ташлаҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ӑна никам та тытса чармарӗ, ашшӗ ҫеҫ хыҫалтан пӑшӑлтатса юлчӗ: «Ас ту, татӑлса ан ӳк», — унтан кулса ячӗ.Никто его не удерживал, только отец сказал вслед: «Смотри, не оборвись», — и засмеялся.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Акӑ, пӗррехинче, тӗлӗкре, мана штейгер чӗнсе илсе ҫапла каларӗ пек: «Малыгин, эсӗ контора кай та укҫа илсе татӑлса тух», тет.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ку ҫаккинчен татӑлса ӳкнӗ шуҫран тунӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑр палли пулчӗ-мӗн: ҫав пит илемлех тавайман хӗрлӗ ҫӑлтӑр паллисем вунсаккӑрмӗш ҫулта красноармеецсен ҫӗлӗкӗсем ҫинче, рабочисен тата большевиксен блузисем ҫинче вут-хӗлхем евӗрлӗ йӑлтӑртататчӗҫ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хура пустав тужурки унӑн тӗреклӗ мускуллӑ ӳт-пӳне ҫирӗппӗн туртӑнтарса витсе тӑрать, анчах тужурки ҫинче пӗр тӳме те юлман, — тӳмисем ахаль татӑлса ӳкнӗ темелле мар, юри касса илнӗ тесе шутлама май пур.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Татӑлса ӳлерӗ хамӑр тупайман ҫӑтмах пек ир, Йӑл! кулать кӑвак тавралӑх.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Аялта — вак чуллӑ тӑпра, ун ҫинче хытӑ, йӗплӗ тӗрлӗ курӑк сапаланса тымарланнӑ; ҫак лаптӑк ҫурт-хуралтӑран вӑтӑр утӑмра сылтӑмалла авӑнчӑклӑн та чупуллӑн, сулахаялла тӳррӗн те авӑккӑн татӑлса чикӗленет; чӑнкӑ ахрат сӗмӗнче типнӗ тунасем сулланкалаҫҫӗ — виркӗс сӑртлӑхӑн, сывлӑшӑн витӗр курӑнакан тӗтрипе карӑннӑ ҫӗр хуппин улт ҫӗр хӑлаҫлӑ ахрачӗн чикки.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене халӑхран татӑлса, «пӳлӗмри» ӗҫ шайӗпе кӑна ҫырлахса татса пама пулманнине эпӗ халиччен темиҫе те палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Тепӗр эрнерен, хӑйӗн еркӗнӗпе вӑрттӑн калаҫса татӑлса, Покета Лаура Мульдвей, унтан вара Сногден килсе ҫитрӗҫ; Ван-Конета хӑй хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗркине малалла та тытса пымашкӑн Сногденсӑр йывӑр тиветчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унран йывӑр тиев татӑлса ӳкрӗ: Фергюсона вӑл опытлӑ, йӑрӑ алӑсене пачӗ эппин…Тяжесть свалилась с него. Он передал Фергюсона в опытные и ловкие руки.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Эсборна вӑл тата икӗ кун кӗтрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ирхине хӑйне тӑруках килсе тухнӑ пушӑлӑх хӗрринче ҫакӑнса тӑнӑн, халран кайса тытса тӑракан юлашки чул муклашки ҫав тери хӑрушла ҫӳллӗшрен татӑлса аннӑн туйрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Тахҫан ҫӗр чӗтреннӗ чухне татӑлса аннӑ чике ту татӑкӗ — Лаптак Чул — тӗлӗнче уйрӑмах вӑйлӑ йӑнӑшрӗҫ.Самая крупная ошибка произошла у Плоского Камня — обломка скалы, некогда сброшенного землетрясением.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Карапсен йывӑр ӗҫӗпе килӗшсе тӑман, ӑнсӑртран «Тинӗс шӑрчӑкӗ» ят панӑ ҫак брига тӑвӑл суту-илӳ карапӗсен яланхи ҫулӗнчен чылай инҫете хӑваласа кайрӗ; канат пӑявӗ татӑлса пӗтрӗ, парӑссемпе стеньгсем, ватерлини сусӑрланчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ку — кивӗ, лайӑх вӑйӑ; ӑна ҫуррине ҫитсен пӑрахма юрамасть, тата кунсем карт мар; вӗсен, манӑн ҫакӑнта пӗтекен хаклӑ кунсен, виле ӳчӗсен умӗнче тупа тӑватӑп: татӑлса ывӑтӑннӑ икӗ вӗҫе туртса ҫыхатӑп, ҫав тери хытӑ, аллӑм сурса ыратма пуҫличчен хытӑ туртса ҫыхатӑп, ҫав тӗвӗре санӑн мӑйу хӑрӑлтатӗ!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи чукун хӑмаран сасартӑк сӑмахсемпе цифрӑсем татӑлса ӳкрӗҫ те — Гелли пурӑнакан манӑҫнӑ урам ячӗ Нока чӗринчен пырса ҫапӑнчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.