Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑлса (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гелли кӑкӑрӗ тӗлӗнче аллипе сӑтӑрчӗ; булавка шӑпах — татӑлса ӳкнӗ пӗр тӳме вырӑнӗнче.

Гелли погладила рукой грудь; булавка нашлась как раз на месте одной потерянной пуговицы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Эпир пурте, Фарфонт ҫыннисем, ытти ҫынсен умӗнче ҫапла пӗлтеретпӗр тата ҫирӗплететпӗр: малашне пурӑнма май ҫук, мӗншӗн тесен эпир пурте ӑсран тайӑлнӑ е пирӗн ӑша усал сывлӑш вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та хамӑрӑн кӑмӑлӑмӑрпа, пӗр-пӗринпе килӗшсе татӑлса пурнӑҫран хамӑра хамӑр уйӑратпӑр.

«Мы все, жители Фарфонта, заявляем и свидетельствуем перед другими людьми, что, находя более жить невозможным, так как все мы помешаны или одержимы демонами, лишаем себя жизни по доброй воле и взаимному соглашению.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫӗнӗ Зеландирен Ахуан-Скапа таврӑннӑ Тарт капитан каласа панипе тата вӑл вырӑнти влаҫсене пӗлтернипе, пӑрахут команди ӗнентерсе ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн — Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнчи Фарфонт ятлӑ пӗчӗк утрав ҫинче питех те хӑрушӑ ӗҫ пулса иртнӗ: унта килӗшсе татӑлса мӗн пур ҫын хӑйне хӑй пӗр харӑс вӗлернӗ; виҫӗ тата ҫичӗ ҫулти икӗ ачана шутламасӑр, — вӗсене Тарт капитан тытса пыракан «Виола» пӑрахут ҫине илнӗ.

По рассказу капитана Тарта, прибывшего из Новой Зеландии в Ахуан-Скап, и согласно заявлению его местным властям, заявлению, подтвержденному свидетельством пароходной команды, в южной части Тихого океана, на маленьком острове Фарфонте, произошел случай повального и единовременного, по соглашению, самоубийства всего населения, за исключением двух детей в возрасте трех и семи лет, оставленных на попечение парохода «Виола», которым командовал капитан Тарт.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Манӑн кайри урисенчи таканӗсем татӑлса ӳкнӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗрслеттерӗн те пӗрре, таҫта аякра баш татӑлса сирпӗнет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман ҫулӗпе ун чухлӗ утсан, атӑ тӗпӗ татӑлса тухӗ…

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка пырса ҫитнӗ чухне Ҫӑпата Матви арӑмӗ татӑлса йӗретчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ассоль картах сикрӗ, каялла тайӑлчӗ, шаках хытса ларчӗ; унтан ҫӗкленӳллӗ хумханӑвӗн тытса чарайми куҫҫулӗпе хыпса илчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнса каясла татӑлса тапакан чӗрипе вӑштах сиксе ҫӗкленчӗ.

Ассоль вздрогнула, откинулась, замерла; потом резко вскочила с головокружительно падающим сердцем, вспыхнув неудержимыми слезами вдохновенного потрясения.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Маншӑн пулсан вуҫех ан ҫӳре, ухмах, уру татӑлса ӳкет вӗт! — терӗ вӑл хӑрах урапа сикекен ача патӗнчен иртсе пынӑ чухне, хулпуҫҫисене хӑпартса.

По мне хоть вовсе не ходи, но ведь, дурак этакой, нога пропадет! — он пожал плечами и сказал певучим тенором, проходя мимо подпрыгивающего парня.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

«Тепӗр тесен апат ӑшӑтса ҫиесси йывӑр ӗҫ-им? Уншӑнах ал татӑлса ӳкмӗ-ха», — шухӑшларӗ те ҫамрӑк упӑшка арӑмӗн хӑтланкаларӑшӗсем ҫине алӑ сулчӗ.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Шуҫӑм килме пуҫласан ҫеҫ ыран ял хӗрринчи пӗве умӗнче тӗл пулма калаҫса татӑлса уйрӑлчӗҫ.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Урапа кустӑрмисем айӗнчен тата ут урисенчен чӑмӑрккан-чӑмӑрккан пылчӑк татӑлса сирпӗнет.

Из-под колес и копыт летели лепешки грязи.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

«Черепаха» бронепоезд, эшелон пуҫӗнче пыраканскер, ҫул ҫывӑхӗнчи тӑшман ҫине перкелесех пынӑ, анчах та, ыттисенчен татӑлса юласран шикленсе, ытла малах кайса ҫӳреме хӑранӑ.

Бронепоезд «Черепаха», шедший в голове эшелона, держал путь под обстрелом, но далеко отходить опасался, боясь таким способом быть отрезанным.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Нимӗҫсен утлӑ ҫарӗ, татӑлса юлнӑ фронт витӗр хӗрлӗ чаҫсен хыҫне кӗнӗ те, хӗрлисен ирӗксӗрех калла чакса Бахмача та, Конотопа та нимӗҫсен аллине парса хӑвармалла пулнӑ.

Через образовавшийся прорыв немецкая конница зашла в тыл красным частям, и им пришлось откатываться, оставляя немцам и Бахмач и Конотоп.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Телеграф пралукӗсем татӑлса пӗтрӗҫ.

Телеграфные провода были порваны.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑйне виҫеллӗ те сӑпайлӑ тытма пӗлекенскер, Емельянов, сӑмах-качка чӗнмерӗ пулин те, юлашки кунсенче Ленинпа Зиновьев хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусем кӗҫ-вӗҫ татӑлса каяс пек карӑнса ҫитнине ӑнланчӗ, ҫакӑншӑн Ленинпа пӗрле шӑппӑн пӑшӑрханса тарӑхрӗ.

Емельянов, человек сдержанный, не высказывался вслух, но он кое-что понимал в сложных взаимоотношениях последних дней и втихомолку негодовал и огорчался вместе с Лениным.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

«Тӑван казаксем, хаклӑ Раҫҫей-аннемӗр, сирӗн еннелле — аслӑ ҫеҫенхирсен ирӗклӗ ывӑлӗсем еннелле аллине тӑсса, хурлӑхлӑн татӑлса йӗрет.

«Родные братья-казаки, к вам, свободные сыны привольных степей, дорогая мать-Россия протягивает руки и горько плачет.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Анчах хӗрарӑмсем, ниме вӗренмен ҫынсемпе калаҫса татӑлса, пӑлхав тапратса ярассипе хӑратнӑ.

Но женщины, сговорившись с невежественной чернью, пригрозили поднять восстание.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакна курсан Эмилӗн чӗри татӑлса аннӑ пекех пулчӗ.

И у Эмиля оборвалось сердце.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗлме хам та пӗлсех каймастӑп, ман шутпа, вӑл ҫӑлтӑртан татӑлса ӳкнӗ ванчӑк, космосра вӗҫсе ҫӳрекенскер.

Да и я сама толком не знаю, но, кажется, это обломок бывшей звезды, который куда-то летит в космосе.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней