Поиск
Шырав ĕçĕ:
Килти выльӑх-чӗрлӗх шутӗнче буйволсене, яксене, сурӑхсене, качакасене, сыснасене, мулсене, килти кайӑк-кӗшӗке тытаҫҫӗ.Домашние животные — буйволы, яки, овцы, козы, свиньи, мулы, домашняя птица.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
«Ара, сыснасене апат памалла-ҫке!»
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Выльӑх докторӗсем регистраци тӑваҫҫӗ ӗнесене, лашасене, сурӑхсене, сыснасене.
Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719
— Сыснасене апат халех парас ҫук та, ана пӗтерме пулӑшас терӗм, — пуҫ ҫӗклемесӗрех хуравларӗ Севет инке.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Бетховен е Дебюсси симфонийӗсене итлесе киленес вырӑнне сыснасене тутлӑрах апат пӗҫерсе парассишӗн хыпкаланаҫҫӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Сыснасене апат пама ӗлкӗрнӗ вӑл.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Колхозниксем ун пирки сыснасене аван пӑхнӑшӑн яланах ырӑ сӑмахпа калаҫаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Апат юлашкисем вара сыснасене пирӗнтен кучченеҫ пулччӑр…
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
— Сыснасене ҫитеретӗн-и-ха, хӗрӗм?
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Халь чӑхсене мӗн тӗпретсе ҫитерес, сыснасене мӗн пӑрахса парас, хурсене мӗн хыптарас?
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.
Майӗпен тулти ҫутта хӑнӑхса ҫитетӗн, хӑлхана каллех тӗрлӗ сасӑ кӗрет: ҫыран хӗрринчи шурӑ чул будкӑра электронасус кӗрлет, вӑл фермӑсем валли ҫырмаран шыв уҫласа хӑпартать; картишӗнче сыснасене хулана тиесе каякан машина тавра пухӑннӑ ҫамрӑксем шавлани, калаҫни-кулни, витерен вагокеткӑпа тислӗк кӑларакан хӗр юрлани илтӗнет…
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Тутлӑ ҫитеретпӗр сыснасене, — тет Рая, илемлӗ хуллипе ялкӑшса.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эп сыснасене кайса апат парам.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сыснасене, яланхи пекех, паян та Мирун апатлантарчӗ, тислӗкне те вӑлах тасатрӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар, арӑмӗн аллинчи хунара илсе, сыснасене тӗрӗслесе тухрӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Энтрей сыснасене тухма памарӗ — алӑка ҫавӑнтах каялла питӗрсе илчӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӗнесем те сӗт хӑпартрӗҫ, сыснасене те хӑвӑрт самӑртма тытӑнчӗҫ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Янтул сыснасене пӗрне хӑтӑрса илсе, теприне хыҫса, виҫҫӗмӗшне тутлӑ йӗкел пӑрахса парса йӗркене кӗртекенччӗ, халӗ тивмерӗ.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫапла ӗнтӗ, Элексантӑр «атте» турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑвать: икӗ ҫапкаланчӑка ӗҫе вырнаҫтарать, мӗскӗн сыснасене асапран ҫӑлать.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Пӑх-ха эсӗ: кун каҫипе сыснасене пӗрре апат паман.
«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.